Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чунне (тĕпĕ: чун) more information about the word form can be found here.
Атарщиков хӑйӗн чунне ҫынсене уҫса кӑтартмасть, каласа ҫитермен шухӑшӗсене никама пӗлтермесӗр ӑшӗнче тытса усрать.

Атарщиков был замкнут, вынашивал невысказанные размышления.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӗсри ав, мӗскӗнскер, вӗреннӗ-вӗреннӗ те, вуннӑмӗш талӑкра тытнӑ та — чунне турра панӑ.

А кобыла, сердешная, привыкала, привыкала, да на десятые сутки взяла да издохла…

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ют ҫын хӑйӗн пуҫӗнче никам умӗнче палӑртмасӑр ачашласа пурӑнакан вӑрттӑн шухӑшсен тупсӑмне тупайманни Листницкий чунне канӑҫсӑр тарӑхупа тӑвӑлтарчӗ.

Неразгаданность чужого, сокровенного досадно волновала Листницкого.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӑйӗн пурнӑҫӗ ҫак пӗр кун хушшинчех тӗксӗмленсе килнине, ҫитменнине, чӗрене ыраттаракан шухӑшсем пӗтӗм чунне пушатса хӑварнине туйса, вӑл крыльца патне тӳплеттерсе ҫитрӗ.

Так дошел он до крыльца, чувствуя, как за этот день сразу потускнела жизнь и даже сам он словно внутренне вылинял от ноющих мыслей.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Листницкий ӑна чарӑнса тӑрса итлет; ансат та хурлӑхлӑ кӗвӗ, хӑйӗн чунне те хӑватлӑн тытса илсе, ҫемҫен пӑчӑртаса хӗстернине туять.

Листницкий, останавливаясь, прислушивался и чувствовал, что и его властно трогает бесхитростная грусть песни.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл паян хӑйӗн чунне уҫса кӑтартни ытла та тӗлӗнтерчӗ мана.

Я поразился, что он раскрыл нынче свои карты.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сергей чунне пурте савӑнтармалла пек — ӑнӑҫлӑн кайса килни те, тин ҫеҫ аван иртнӗ пуху та, вӑрмана шывпа юхтарас пирки калаҫса татӑлни те, — анчах унӑн темшӗн ӑшӗ вӑрканӑ.

Кажется, все должно было радовать Сергея: и удачная поездка, и только что прошедшее собрание, и то, что было принято решение о сплаве леса, а на сердце у него было почему-то неспокойно.

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫемен ҫакна ӑнланса илчӗ, вӑл ҫӗрле, Анфиса питӗнчен чуптуса кайнӑ хыҫҫӑн, шухӑшланӑ шухӑшӗсене каласа пама, хӑйӗн чунне уҫса пама хатӗрленнӗччӗ кӑна…

Семен это понял и хотел было открыть Тимофею Ильичу свою душу и рассказать о том, что он передумал и перечувствовал прошедшей ночью, после того как Анфиса поцеловала его в щеку и убежала…

VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Халӗ унӑн чунне килӗшекен арӑм тупмалла, вара манӑн, ватӑскерӗн, мӑнуксене кӗтсе илмелле…

Ему теперь надо подобрать женушку по сердцу, а мне, старой, дождаться внучат…

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хальлӗхе ҫӗр ӗҫченӗн чунне ҫӗклекен сасса хуҫалӑхсен тырӑ кӗлечӗсемпе техника гаражӗсенче илтме пулать.

В настоящее время голос, который радует душу земледельца, можно услышать в хлебных амбарах и технических гаражах хозяйств.

Ҫур аки ҫывхарать, хире тухма хатӗр-и? // Антонина Тямина. http://kanashen.ru/2020/02/07/c%d1%83%d1 ... 80-%d0%b8/

Ҫак шухӑшсем Гришатка чунне уҫсах яраҫҫӗ.

Приятно от таких мыслей Гришатке.

Чыс та салам // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Вӑл вӗткеленме пуҫларӗ, хӑйӗн ӑс-пуҫӗпе татса пама ҫук ҫак йывӑр задачӑн тупсӑмне шырама тытӑнчӗ, унтан, ҫав тупсӑма Гаранжа отвечӗсенче тупса, чунне лӑплантарчӗ.

Он метался, искал выхода, разрешения этой непосильной для его разума задачи и с удовлетворением находил его в ответах Гаранжи.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хавхалантаракан савӑнӑҫ капланса тулчӗ ун чунне.

Его подмывало бодрящее веселье.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Йӗрсе пӗтереймен хуйхӑ шӗкӗлчет ун чунне.

Терзала ее невыплаканная тоска.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья чунне хӗрхӳ туйӑм хӑварса, кунсем ерипен иртеҫҫӗ.

Цедились дни, и после каждого оседала в душе Аксиньи терпкая горечь.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Епле паллӑ мар сӑлтавсем тӗртнӗ-тӗр ӑна ҫапла тума, анчах та ку ӑшӑ сӑмахсем Наталья чунне самантрах вырӑнтан хускатрӗҫ: тепӗр вырсарникуннех вӑл Ягоднӑйне кайма пуҫтарӑнчӗ.

Какая бы неведомая причина ни побудила его на это, но для Натальи это было толчком: в первое же воскресенье она собралась идти в Ягодное.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Куҫӗнчен куҫҫулӗ тухрӗ унӑн — ӑнланатӑн-и, хӑта? — пӗр чарӑнмасӑр мухтанать Пантелей Прокофьевич, ку сӑмахсем хӑтин чунне епле хускатнине пӗлес май, ун ҫине тинкерсе пӑхса.

Ажник слеза его прошибла, понимаешь, сват? — безудержно хвастал Пантелей Прокофьевич и пристально глядел в лицо свата, стараясь угадать произведенное впечатление.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫакна сире пӗлтерме васкатӑп: пирӗн Гриша кӗҫех чунне турӑ аллине паратчӗ, халӗ вӑл, мухтав турра, сывах та урах, сире те турӑ пулӑшнипе ҫавнах сунатпӑр, сывлӑхлӑ та ырлӑхлӑ пулма сума-сӑватпӑр.

— Сообщаю вам, что наш Гришка чудок не отдал Богу душу, а сейчас, слава богу, находится живой и здоровый, чего и вам мы желаем от Господа Бога, здравия и благополучия.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫак кунтан пуҫласа вӑл, хӑйне хӑй алла илсе, чунне пусарнӑ пек пулчӗ.

С этого дня переломил себя и духовно оправился.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫак сӑмахсем, Дуняшка чунне такам пырса тӗртнӗ пек хускатса, темӗн аван мар япала ҫинчен систерчӗҫ.

И в этом почувствовала Дуняшка что-то предостерегающее, как толчок.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed