Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

усса (тĕпĕ: ус) more information about the word form can be found here.
Вӑл сана улталанӑ! — кӑшкӑрнӑ вӑл, сентре ҫинчен пуҫне усса.

Он тебя обманул! — крикнул он, свисая с полатей.

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Кабинетра алла усса лармалаччӗ-и?

Сидеть сложа руки в кабинете?

22 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ун хыҫҫӑн темиҫе утӑмра пуҫне усса пиччӗшӗ Никитӑ Ворожнев пырать, ырхан та тӑсланкӑ Сыроваткин кладовщик, шӑнӑрлӑ мӑйне тӑсса, тӗлсӗр хыпаланса вӗттӗн-вӗттӗн ярса пусать, шатра питлӗ, тӗксӗм Шалымов бухгалтер кичеммӗн, никам ҫине пӑхмасӑр утать; Ефим Тырцев бригадир, палӑрмасӑр пыма тӑрӑшнӑ пек, пӗкӗрӗлнӗ те ҫӑварне чышкипе хупласа хуллен ӳсӗре-ӳсӗре илет.

За ним на некотором расстоянии понуро брел брательник, Никита Ворожнев, суетливо семенил, вытягивая жилистую шею, тощий и высокий кладовщик Сыроваткин, угрюмо, ни на кого не глядя, шествовал рябой и сумрачный бухгалтер Шалымов, словно стараясь быть незаметным, горбился и негромко покашливал в кулак бригадир Ефим Тырцев.

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Любушкина пуҫне усса, ывӑҫ тупанӗсемпе куҫӗсене хупласа ларчӗ, хуравламарӗ…

Любушкина сидела, опустив голову, затенив ладонью глаза, и не отвечала…

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Анчах Ксени ун хыҫҫӑн пуҫне усса пынӑран вӑл ӑна чӗнмерӗ.

Но Ксения шла за ним, понурив голову, и он не стал ее окликать.

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Малтан вӑл ҫакна пӗр васкамасӑр, тӑрӑшса тунӑ, унтан хӑвӑртран хӑвӑрт тӑва пуҫланӑ, унтан кашни пӑхнӑ хыҫҫӑн ҫамки ҫинчен тарне шӑла пуҫланӑ, унтан алли ывӑнса ҫитсен, аллине аялалла усса сулла пуҫланӑ, унтан татах тӑрӑшса пӑхма хӑтланнӑ, татах ывӑннӑ, татах аллине сулланӑ.

Сначала он делал это внимательно, потом все быстрей и быстрей, потом вперемежку с осмотром начал вытирать себе вспотевший лоб, потом, опуская уставшую руку, качал ею вдоль бедра и снова напрягал внимание, и опять уставал, и опять махал рукой.

II // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.

Ӗлӗк чух трахтирта е юхха хӗрарӑмсем патӗнче, ясара кайсан, эппин, пырса ҫулӑхатчӗ те ман ҫумма пӗр-пӗр приказчик е тиек йышши вӗҫкӗн — халӑх ҫинче намӑс кӑтартма пӑхатчӗ: «Усса янӑ хырӑм тӑрӑх вӑчӑрине, чӑн ылтӑнран тунӑ пек… Эппин, кӑтартсамӑр, тархасшӑн: ӑҫта клеми?»

Ко мне, бывало, в трактире али в публичном месте, а попросту в б… подлетит какой-нибудь щелкопер из приказчиков или из писарей и захочет при народе острамотить: «Распустили цепок по пузе, как будто из настоящего золота… А где на ем проба, разрешите знать?»

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Офицер кӑвакарса-шурса кайрӗ, кӗлеткипе аран кӑшт ҫӗкленсе, урисене аялалла усса, тӑрантас ҫине тӑрса ларчӗ.

Офицерик побледнел, с усилием приподнялся и сел на дрогах, свесив ноги.

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кудинов, тутине усса, чылай хушӑ чӗнмесӗр ларчӗ, унтан сӗтел сунтӑхӗнчен хаҫат кӑларчӗ.

Кудинов, опустив углы губ, долго молчал, а потом достал из стола газету.

LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Старик мулкач пек кукленсе, аллисене ҫӗре усса, пӗр минут пек тимлесе пӑхса ларчӗ.

Старик с минуту пытливо вглядывался, по-заячьи присев и свесив руки.

LIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗнени-ятлани пӗчӗк Гришкӑна усса юранах пулмалла ҫав.

Побои и ругань, надо думать, возымели действие на малолетнего Гришку.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Дарья пуҫне усса сӗтел хатӗрлерӗ.

Опустив глаза, Дарья собрала на стол.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Эпир ниме те тиркесех каймастпӑр, пирӗншӗн ҫӑвара мӗн кӗни пурте усса пырать.

Мы всякий фрукт потребляем, нам все полезно, что в рот полезло.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Генералсем пуҫӗсене усса пынӑ, хырӑмӗсем пӑкӑртатнӑ — ҫиес килнӗ.

Едут генералы понурые, в животах бурчит — есть хочется.

Яшкапа пӑтӑ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Валета икӗ талӑк иртсен тирпейлесе пытарчӗҫ: Яблоновски казакӗсем иккӗн, хутор атаманӗ хушса янипе килсе, таран мар шӑтӑк чаврӗҫ те чӗлӗм туртса янӑ хушӑра чылайччен урисене масар шӑтӑкӗ ҫинелле усса ларчӗҫ.

Валета через двое суток прибрали: двое яблоновских казаков, посланных хуторским атаманом, вырыли неглубокую могилу, долго сидели, свесив в нее ноги, покуривая.

XXXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Иван Алексеевич тӑрмаланчӑк пуҫне ҫӗрелле усса ларакан Христоня ҫине пӑхса илчӗ:

Иван Алексеевич поглядел на свесившего патлатую голову Христоню.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Малтан Пантелей Прокофьевич кил хуҫисен ҫуни патӗнче пуҫне усса тӑракан кӗсри ҫине пӑха-пӑха илчӗ; анчах кумӑшӗ хӑй ҫине илсе шантарчӗ:

Пантелей Прокофьевич сначала поглядывал на кобылу, понуро стоявшую возле хозяйских саней, но кум его уверил:

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пантелей Прокофьевич, чаларнӑ пуҫне усса, вӑрах хушӑ шӑпӑрт ларчӗ; унтан пуҫне ҫӗклерӗ те — куҫӗсем сивлек те хаяр ҫутӑпа йӑлкӑшса пӑхрӗҫ.

Долго молчал Пантелей Прокофьевич, повесив седую голову; а когда поднял ее, — строг и жесток был взгляд.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Вӑл службӑра пирӗн, — ӗнентересшӗн пулнӑ пек каларӗ хӗрӗ (хӑйне вӑл хӑюллӑрах тытать), пуҫне усса.

— Он у нас на службе, — убеждающе, склоняя голову, сказала девочка (она была побойчей).

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчук, Михалидине пулемет патӗнчен тӗртсе ярса, чылайччен куҫне хӗссе прицела виҫрӗ; аллинчи пулемет, сулӑмлӑн чӗтренсе, тикӗссӗн ҫулма тытӑнсан вара, ӗҫ усса юрани сисӗнчӗ: чупа-чупа ҫывхаракан юнкерсем, тӑмлӑ тӑвайкки хӗрринче пӗр ҫынна ҫухатса, сӑрт тӳпинчен каялла анса тарчӗҫ.

Оттолкнув Михалиди, Бунчук долго щурился, примеривая прицел, а когда рубанул и, содрогаясь, размеренно зататакал под его руками пулемет, — сказались и результаты: перебиравшаяся перебежкой кучка юнкеров сыпанула с пригорка назад, потеряла одного на суглинистой плешине.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed