Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗлтерме (тĕпĕ: пӗлтер) more information about the word form can be found here.
— Каларӑм вӗт-ха: ҫавӑн пек килсе тухрӗ, пӗлтерме май пулмарӗ, — Маргаритӑна ыталаса шӑппӑн каларӗ Женя.

— Я же говорю, так получилось, — опять тихо сказала Женя и обняла Маргариту.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Сана пӗлтерме ниепле те май тупӑнмарӗ…

Знаешь, совершенно не было никакой возможности тебя предупредить.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Анчах ку ыйтӑва халь сӳтсе явма кирлӗ мар ӗнтӗ, мӗншӗн тесен экспедици юлашкине эпӗ тупрӑм, тупнӑ документсем хушшинче эпӗ тӗрес пулнине кӑтартакан материалсем нумай, вӗсене эпӗ халӑх хушшинче пӗлтерме ӗмӗтленетӗп-ха.

Но этот вопрос теперь не подлежит обсуждению, потому что я нашёл остатки экспедиции и среди них — прямые доказательства, которые намерен огласить публично.

Ҫиччемӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ашшӗ, ҫуллахи пальто тӑхӑнса, ачасем ҫухални ҫинчен пӗлтерме участока кайма хатӗрленнӗ.

Папа уже надевал летнее пальто, чтобы идти в участок заявлять о пропаже детей.

XXV «Мана вӑрларӗҫ» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Эсир кунта вӗҫсе килни ҫинчен туссене пӗлтерме юрӗ-ши?

Можно, я друзьям сообщу, что вы прилетели?

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кун ҫинчен асӑнмасан та юратчӗ ӗнтӗ — эпӗ хам пушӑллах пыраттӑм, Германи карапӗ мӗнле координатсенче пыни ҫинчен ҫеҫ штаба пӗлтерме пултартӑм, анчах Ф. мана «сысна ҫури» ҫиме чӗнчӗ, — ҫав «сысна ҫуринчен» ӗҫӗмӗр пуҫланчӗ те; ун ҫинчен каласа памашкӑн та пырать.

Об этом не стоило бы и упоминать — я шёл пустой и мог только сообщить в штаб координаты германского судна, но Ф. пригласил меня на «поросёнка», и с этого «поросёнка» начались события, о которых стоит рассказать.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эсир-и е Валя (ӑна паян курасса шанатӑп-ха) ун ҫинчен мӗн те пулин илтнӗ пулсан халех ҫак адреспа ҫырса пӗлтерме сӗнетӗп: Полярное, политуправление, Р. контрадмирала, мана пама, тейӗр.

Если бы оказалось, что вы слышали о ней или Валя (которого, впрочем, надеюсь сегодня увидеть), прошу вас, напишите немедленно по адресу: Полярное, политуправление, контр-адмиралу Р., для меня.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ йӑлтах аптӑраса ӳкрӗм, Анна Семёновнӑна пӗлтерме те ҫийӗнчех хал ҫитереймерӗм.

Я совсем растерялась, не сразу я решилась сообщить обо всем Анне Семеновне.

18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпир, кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ инкекпе ӑнтан кайнӑскерсем, тин кӑна астуса илтӗмӗр: старик пире утрав ҫинчен ҫыран хӗррине каҫарма пултарнӑ-ҫке, е, калӑпӑр, эпир Робинзонсем пулса тӑни ҫинчен станцие пӗлтерме те йывӑрах мар уншӑн.

Мы были так смущены всем происшедшим, что только тут спохватились: ведь старик мог доставить нас на берег с острова или, по крайней мере, сообщить на станцию о том, что мы оказались робинзонами.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ултӑ сехет тӗлне Саня мана телефонпа пӗлтерме пулчӗ, е, май килсен, Петя патне кӗрсе тухӑп терӗ.

К шести часам Саня обещал позвонить или, если удастся, заехать к Пете.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ сире хамӑр кунта мӗн ҫинчен калаҫнине кӑштах та пулин пӗлтерме чӗнсеттӗм.

Я пригласил вас, чтобы передать в общих чертах содержание нашего разговора.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫурҫӗр Ҫӗрне Вилькицкий тупиччен ҫур ҫул малтан Татаринов капитан тупни ҫинчен Николай Антоныч чи малтан пӗлтерме ӗлкӗрчӗ, — кӑна вӑл эпӗ Катьӑна парса янӑ капитан ҫырӑвӗнчен илнӗ ӗнтӗ.

Он первый указал, что Северная Земля была открыта капитаном Татариновым за полгода до того, как её впервые увидел Вилькицкий, — конечно, он взял это из письма капитана, которое я передал Кате.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пирӗнтен кашниех, хӑйӗн шухӑшне ыттисене пӗлтерме хӑймасӑр, хӑй ҫинчен шухӑшлать.

Каждый из нас думал про себя, не смея сообщить другому своих мыслей.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Итле-ха, акӑ мӗн, — терӗм эпӗ Савельича, — кама та пулин лаша утлантарса перевоз патне, гусарсен полкне хирӗҫ яр та, эпир епле хӑрушлӑхрине полковника пӗлтерме хуш.

— Послушай, — сказал я Савельичу, — пошли кого-нибудь верхом к перевозу, навстречу гусарскому полку; и вели дать знать полковнику об нашей опасности.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Эсир мана унӑн адресне пӗлтерме пултараймастӑр-и?

— Не можете ли вы сообщить мне её адрес?

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл мана хӑйӗн нихҫан илтмен «широта», «шхуна», «фрам» тата чӗрене ҫемҫетекен «сире пӗлтерме васкатӑп»… «сирӗнпе часах курнӑҫасса шанса тӑратӑп…» текен сӑмахӗсемпе мӗн ӗмӗрлӗхех тӗлӗнтерсе хӑварчӗ.

Того самого, который на всю жизнь поразил меня необыкновенными словами: «широта», «шхуна», «Фрам», и необыкновенной вежливостью: «спешу Вас уверить…», «надеясь вскоре увидеться с Вами…»

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫурҫӗре тухса кайнӑ чух, эсир мана мӗн ӗҫлесе пурӑннине, хама мӗнле туйнине ҫырса пӗлтерме хушнӑччӗ.

Уезжая на Север, вы просили меня написать, что я делаю и как себя чувствую.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вулакана тата пӗлтерме кирлисене эпӗ пӗтӗмпех хам курман, анчах ун ҫинчен тӑтӑшах илтнине пула, вӗсем пӗтӗмпех асра тӑраҫҫӗ, пур ҫӗрте те хам пулса курнӑ пекех туйӑнать.

Я не был свидетелем всему, о чем остается мне уведомить читателя; но я так часто слыхал о том рассказы, что малейшие подробности врезались в мою память и что мне кажется, будто бы я тут же невидимо присутствовал.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Вахмистр мана хурал аллине хӑварчӗ те ман ҫинчен пӗлтерме кӗрсе кайрӗ.

Вахмистр оставил меня при карауле и пошел обо мне доложить.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

«…Эпӗ сире Иван Львович ырӑ-сывӑ иккенне пӗлтерме васкатӑп, — хӑвӑрттӑн малалла каларӑм эпӗ. —

— «…Спешу сообщить вам, что Иван Львович жив и здоров, — продолжал я быстро. —

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed