Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хваттер the word is in our database.
Хваттер (тĕпĕ: хваттер) more information about the word form can be found here.
«Хваттер те паратпӑр, мӑшӑрна /вӑл вӗрентекен пулнӑ/ хула шкулне вырнаҫтаратпӑр», - хавхалантарнӑччӗ.

Help to translate

Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Кӑҫал та Етӗрне тӑрӑхне ӗҫлеме килес кӑмӑллӑ тухтӑрсем валли — 2, тепӗр ҫул тата тепӗр 2 хваттер уйӑрма палӑртнӑ.

Help to translate

Ялсенче кадр ыйтӑвӗ ҫав-ҫавах ҫивӗч // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

«2012 ҫултах ӗҫе пуҫӑннисен тепӗр ҫулталӑк ҫурӑ вӑй хумалла. Ҫак срок вӗҫленсен вӗсем те районта юлмастпӑр теҫҫӗ. Патшалӑх пулӑшӑвӗпе Шупашкарта хваттер туяннӑ пулас», — пӑшӑрханса каларӗ В.Кузьмин.

Help to translate

Ялсенче кадр ыйтӑвӗ ҫав-ҫавах ҫивӗч // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Плана кӗртнӗ чухне асӑннӑ ҫуртсенчи хваттер хуҫисем илнӗ счетсене тӳрех тӳлесе пынине шута илнӗ.

Help to translate

Ҫуртсен ҫивиттийӗсене улӑштарӗҫ // Л.ГЕОРГИЕВА. «Каҫал Ен», 2016.07.29

Борисовсен хулара хӑтлӑ хваттер, анчах та ҫӗр ҫийӗ юртан тасалсанах вӗсем Кашана васкаҫҫӗ.

Help to translate

Председатель хӗрӗ // Нина Еграшкина. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Хваттер алӑкӗ ҫывӑх вӑхӑтра уҫӑлнӑ-хупӑннине никам та илтмен.

Help to translate

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Унӑн хваттер, пӗчченех пурӑнать.

У него квартира, один живет.

Тӗрӗ тӗрлесси – киленӗҫ // Елена Мустаева. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27

Пурӑнма хваттер ҫукки, мӑшӑр килӗштерменни, укҫа-тенкӗ ҫителӗксӗрри, тӑвансем хӗтӗртни, нумай вӑхӑт уйрӑм пурӑнни те — ҫемье арканнин сӑлтавӗсем.

Help to translate

Ҫулсем тӗрлӗ еннелле авӑнчӗҫ сасартӑк... // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Малтан баракчӗ, кайран икӗ пӳлӗмлӗ хваттер пачӗҫ.

Сначала был барак, позже дали двухкомнатную квартиру.

Нушаллӑ-телейлӗ пурнӑҫ // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Пенсие кайсан ӑна Мускавра, ытти хулара хваттер пама пултарнӑ.

Help to translate

«Пылчӑклӑ атӑпа Чичикин пӳлӗмне кӗтӗм» // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

21-шер общежити тата ача сачӗ, пӗр тата икӗ пӳлӗмлӗ 3 пин хваттер, 7 вӑтам шкул, «Шупашкар», «Улӑп», «1000 мелочей», «Искорка» суту-илӳ центрӗсем, пасар, йӑла ҫурчӗ, мунча, профилактори, «Белые камни» пионер лагерӗ, «Туслӑх» хӑна ҫурчӗ, кунне 600 ҫынна йышӑнакан стационарлӑ медсанчаҫ, 2 поликлиника, ачасен медцентрӗ, 3 профтехучилище, машина тӑвакансен техникумӗ, трактор тӑвакансен культура тата «Прометей» кану ҫурчӗсем, социаллӑ пурнӑҫпа культурӑн ытти объекчӗ тунӑ, Ҫӗнӗ-кӑнтӑр районӗ ҫӗкленсе ларнӑ.

Help to translate

«Пылчӑклӑ атӑпа Чичикин пӳлӗмне кӗтӗм» // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

— Пурӑнакан ҫуртра виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттер туянтӑм, ӑна музей валли хатӗрлесе ҫитертӗм.

- В том же доме, где живу, купил трехкомнатную квартиру, ее подготовил для музея.

Хӗрарӑм илемӗн фотоӳнерҫи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Хваттер хакӗн 70 процентне патшалӑх татать.

Государство выплачивает 70% от стоимости квартиры.

Кашни ҫемьене хӑтлӑ хваттер // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Ҫав вӑхӑтрах майӑн 1-мӗшӗ тӗлне республикӑра хута яма хатӗрлесе ҫитернӗ 1132,5 пин тӑваткал метр хваттер пулнӑ, вӑл шутра 475,6 пин тӑваткал метр – нумай хутлӑ ҫуртсенче, 656,9 пин тӑваткал метр – уйрӑм ҫурт-йӗр.

Help to translate

Хыпарсен ярӑмӗ // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Социаллӑ ипотекӑн инвестици программипе 28,07 пин тӑваткал метр пӗтӗмӗшле лаптӑклӑ 513 хваттер хута янӑ.

Help to translate

Хыпарсен ярӑмӗ // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Ҫӗнӗ хваттер уҫҫине кӗтсе илнӗ 84 ҫулти Александра Степанова, тӑватӑ ҫул каялла кӑна ӗҫрен кайнӑскер, ҫакӑн пек ырлӑх хӑйӗн тӗлне йӑтӑнса аннине ниепле те ӗненеймест.

Дождавшаяся ключи от новой квартиры 84 летняя Александра Степанова, которая только четыре года тому назад ушла с работы, не верит навалившемуся на ее долю счастью.

Уяври чи хаклӑ парне // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Тин кӑна хӑтланӑ виҫӗ хутлӑ икӗ ҫурта хута янӑ май пурӑнма юрӑхсӑр тесе йышӑннӑ ҫуртсенчи ҫынсене ҫӗнӗ хваттер уҫҫисене пама тытӑнчӗҫ.

Людям, чьи дома признали не пригодным для жилья, по случаю новоселья стали выдавать ключи от новых квартир в только что построенных двух трехэтажных домах.

Уяври чи хаклӑ парне // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Комсомолта пиҫӗхсе вӑй пухнӑскер МЖК урлӑ мӑшӑрпа иксӗмӗр хваттер те илме пултартӑмӑр.

Набравшись сил комсомольской закалкой через МЖК вместе с супругом смогли получить квартиру.

«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫурт тумашкӑн ҫӗр уйӑрса параҫҫӗ, ҫула ҫитмен 5 пепкеллисене ҫуртпа тӳлевсӗр тивӗҫтереҫҫӗ, ҫамрӑк тата студентсен ҫемйисен хваттер туянмашкӑн ҫӑмӑллӑхсем пур, професси енчен аталанмашкӑн та патшалӑх ятарлӑ программӑсем йӗркеленӗ.

Многодетным семьям предоставляют землю под строительство, обеспечивают бесплатным жильем семей, в которых 5 несовершеннолетних, есть льготы в покупке жилья для молодых семей и семей-студентов, и для профессионального развития государство разработало специальные программы.

Ачасен йышӗ ӳсет, тӑлӑхсен шучӗ чакать // Маргарита ИЛЬИНА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Хваттер черетӗнчи йыш та ҫав-ҫавах пысӑк — 71 пин ҫын.

Help to translate

Производство ӳсӗмӗ: ППЭ тата «пуҫтах ывӑл» ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed