Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ларчӗ (тĕпĕ: лар) more information about the word form can be found here.
Том ҫӑра вӑрман ӑшнелле кӗрсе кайрӗ, сукмаксӑр-мӗнсӗрехвӑл чи чӑтлӑх ҫӗре пырса кӗчӗ те лӑстӑркка юман айне мӑк ҫине ларчӗ.

Он вошел в густой лес, напрямик, без дороги, забрался в самую чащу и уселся на мох под раскидистым дубом.

8-мӗш сыпӑк. Пулас харсӑр пират // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Бекки ларчӗ те каллех йӗме тапратрӗ: вӑл хӑйне хӑй айӑплӑ тесе шутларӗ.

Она села и опять заплакала, упрекая себя.

7-мӗш сыпӑк. Сӑвӑса чуптарса ҫӳрени тата аманнӑ чӗре // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том ӳкерсе пӗтерсен, хӗрача пӗр минут хушши пӑхса ларчӗ те унтан шӑппӑн: — Ах, мӗнле хитре!

После того как рисунок был окончен, она посмотрела на него с минуту и сказала: — Как хорошо!

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хӗрача малтан ҫавна асӑрхаман пек ларчӗ, анчах кӑштахран вӑл мӗн ӳкернине пӗлесшӗн ҫунма пуҫларӗ.

Сначала девочка не хотела ничего замечать, потом женское любопытство взяло верх, что можно было заметить по некоторым признакам.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Йӗри-тавра пурте пӑшӑлтатса куҫӑсене хӗскелерӗҫ, анчах Том лутра вӑрӑм парта ҫине чавсаланса шӑпах ларчӗ: тӑрӑшсах вуларӗ пулмалла.

Все кругом шептались, подталкивали друг друга и перемигивались; однако Том сидел смирно, положив руки перед собой на длинную низкую парту и, по-видимому, с головой уйдя в книгу.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл хыртан тунӑ сак хӗррине ларчӗ.

Он сел на самый конец сосновой скамьи.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Учитель тӗлӗннипе хытсах кайрӗ: вӑл нимӗн тума пӗлмесӗр Том ҫине пӑхса ларчӗ, ун ҫинчен куҫне те илмерӗ.

Учителя чуть не хватил удар, он растерянно взирал на Тома.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Пӑр арҫын ача, хӑйӗн пӳрнине касса янӑскер, ку таранччен пурте хӑйне пӑхса, пуҫҫапса тӑнӑскер, халӗ тӑруках хӑйӗн майлисене пурне те ҫухатрӗ, чапӗ те унӑн пачах сӳнсе ларчӗ.

а мальчик с порезанным пальцем, до сих пор бывший предметом лести и поклонения, остался в полном одиночестве и лишился былой славы.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Йынӑшу чарӑнса ларчӗ, пӳрне ыратни те пӗр тапхӑртах иртсе кайрӗ.

Стоны прекратились, и боль в пальце совсем пропала.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Сид анасласа тутлӑн карӑнчӗ те чавсаланса пӑртак ҫӗкленчӗ, хартлатса илнӗ май Том ҫине тӗлӗнсе пӑхса ларчӗ.

Сид зевнул, потянулся, чихнул, приподнялся на локте и стал глядеть на Тома.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Анчах хытӑрах ыратма мар, ыратасси часах лӑпланчӗ те хуллен-хулленех йӑлтах пӗтсе ларчӗ.

Однако симптомы становились все слабее и слабее и, наконец, совсем исчезли.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Унтан вара асап тӳсекен йытӑ ӑсран кайнипе аяккалла танса сикре те хӑйӗн хуҫи чӗркуҫҫийӗ ҫине улӑхса ларчӗ, лешӗ ӑна чӳрече витӗр тулалла кӑларса ывӑтрӗ.

В конце концов обезумевший от боли страдалец прыгнул на колени к хозяину; тот выкинул его за окно.

5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Анчах кунпа та савӑнӑҫ тупаймасӑр аптраса анасласа илчӗ, хашах сывларӗ те, нӑрӑ ҫинчен мансах кайнӑскер, лӑпах пырса ларчӗ ун ҫине.

но и это ему скоро надоело; он зевнул, вздохнул и, совсем позабыв про жука, уселся на него!

5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хуллен-хуллен унӑн пуҫӗ кӑкӑрӗ ҫинеллех усӑнса анчӗ те, аялти янахӗ хӑйӗн тӑшманӗ ҫумне пырса тӗкӗнчӗ, л-ешӗ вара ҫийӑнчек ҫыртса илчӗ, янахӗ ҫумне ҫыпӑҫсах ларчӗ.

Он начал клевать носом, голова его опустилась, мордой он дотронулся до жука, и тот в него вцепился.

5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Кӗлӗ вӑхӑтенче Том умӗнче ларакан сак хыҫне пӗр шӑна пырса ларчӗ.

В середине молитвы на спинку скамьи перед Томом уселась муха.

5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Унӑн пӗртте вырӑнта ларас килмерӗ: сӑмахӗсене итлемесӗр, тӗлӗкри пек, вӑл хӑй туймасӑрах кӗлӗри уйрӑм тӗлсене асӑрхаса ларчӗ, мӗншӗн тесен вӑл ҫав кӗлле хӑй паллакан ҫула ӗлӗкрен пӗлнӗнех хӑнӑхса ҫитнӗ.

Во все время молитвы он вертелся на месте; не вникая в суть, он подсчитывал, за что уже молились, — слушать он не слушал, но самая суть давно была ему наизусть известна, известно было также, что после чего будет сказано.

5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫак кӗнеке страницисем ҫинче асӑнакан ача кӗлӗ итлесе ыхлах киленмерӗ, — вӑл ӑна, хӑтӑлма май ҫук кичемлӗхе тӳснӗ пек, хӑраса, вӑй ҫитмӗ таран тӳссе ҫеҫ ларчӗ.

Мальчик, о котором повествует эта книга, нисколько не радовался молитве: он едва ее вытерпел, и то через силу.

5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ачан чӗлхи ҫыхӑнса ларчӗ, вӑл ҫӑварне карса пӑрахрӗ те юлашкинчен тин: — Том, — тесе ячӗ.

Мальчик раскрыл рот, запнулся и едва выговорил: — Том.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Тома судья умне пырса тӑратрӗҫ, анчах мӗскӗн ача хыттӑн сывлама та хӑяймарӗ, унӑн чӗлхи типсе пыр шӑтӑкӗ ҫумнех ҫыпҫӑнса ларчӗ.

Тома представили судье; но язык у него прилип к гортани, сердце усиленно забилось, и он едва дышал.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Директор сасси куллентерех янрама тапратсанах, калаҫасси-тӑвасси йӑлтах чарӑнса ларчӗ, вӑл хӑйӗн сӑмахне вӗҫленине ачасем питӗ шӑппӑн та хытӑ тав туса кӗтсе илчӗҫ.

Но с последним словом мистера Уолтерса всякий шум прекратился, и конец его речи был встречен благодарным молчанием.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed