Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗрлӗ the word is in our database.
тӗрлӗ (тĕпĕ: тӗрлӗ) more information about the word form can be found here.
Лешӗ, кивелсе, якалса пӗтнӗ эрмекпе, вараланчӑк ҫӗтӗк ҫӑпатапа, хутлансарах тӑрать, унӑн, типшӗмскерӗн, янахӗ ҫине кӑшт ҫеҫ сухал пекки тухса ларнӑ, — вӑл хӑйӗн пӗтӗм мӗскӗнле сӑн-сӑпачӗпе ҫӗтӗк-ҫатӑк пуҫтарса ҫӳрекен чухӑн тутара аса илтерет, — ун пеккисем ӗлӗкхи вӑхӑтра михӗсемпе карташсенче тата кирлӗ мара кӑларса тӑкнӑ вырӑнсенче тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр пуҫтарса ҫӳретчӗҫ.

Тот был в потертом армячишке, в разбитых, грязных ботинках, согбенный и худой, с хилой порослью на подбородке, — всем жалким видом своим он напоминал бедного татарина-старьевщика, какие в старое время бродили со своими мешками по свалкам и дворам, собирая разное барахло.

XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Мӗн пулса иртнине, вӑл кӑшкӑрнине илтсен тин ӑнланса илнӗ пек, ытти ҫынсем пурте кӑшкӑрса та уласа хурӑнсем патӗнчен тӗрлӗ еннелле саланса кайрӗҫ.

И будто все остальные ольховцы, только услышав ее, поняли, что случилось, — с криками и воем хлынули от берез в разные стороны.

XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Сирӗнпе пӗрле кайса ҫӳрени маншӑн, — хӑй сӑмахне малалла тӑсрӗ Реде, сӑмси ҫине лартса янӑ пенснине тӳрлеткелесе, — ҫул ҫинче тем тӗрлӗ йывӑрлӑх тӳсме тӳр килчӗ пулин те, ҫав тери пархатарлӑ пулчӗ.

— Эту поездку с вами, — продолжал Реде, поправляя на носу пенсне, несмотря на разные трудности в пути, я считаю совершенно исключительной.

XXII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Апла та капла, «ман пичче ывӑлӗ» чӗлхесӗр, калаҫма пултараймасть, текелесе, тем тӗрлӗ те кӑтартса пӑхрӗ вӑл, анчах капла тунипе коменданта пушшех пӑтраштарса ячӗ.

По-разнмоу пытался показать, что его «племяш» не может говорить, и только окончательно сбил с толку коменданта.

XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӗсем каткасемпе пушӑ витресене, таканасене тата килти тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑра ханкӑртаттарса, кӗлетре нумайччен ҫапӑҫрӗҫ.

Они долго и остервенело бились в кладовке, гремя кадками, пустыми ведрами, корытами и разной домашней рухлядью.

XVI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Сурӑх вити ӗнтӗ, тӗрлӗ йывӑҫран тунӑ пулин те, пӑхма тирпейлӗ.

Овчарник хоть и из сборного леса, но тоже ладный на вид.

XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Пике плюшран ҫӗлетнӗ темскерле хӗрлӗрех тӗслӗ кулӑшла тумтир тӑхӑннӑ, тумтирне йӳле янӑ, хӑй ҫара пуҫӑн, ҫӳҫне вырӑсла яка тураса лартнӑ, тӗрлӗ тӗслӗ тутӑрне мӑй ҫинелле антарнӑ.

Она была в рыжеватой плюшевой одежке, расстегнутой на груди, с открытой, по-русски, гладко причесанной головой и в цветном полушалке, сброшенном на шею.

III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Кивӗ пиншакпа вӑл, пилӗкне тӗрлӗ пиҫиххи туртса ҫыхнӑ, урине кивелсе пӗтнӗ ҫӗтӗк атӑ тӑхӑнса янӑ, аллине пушӑ тытнӑ.

Она была в поношенном мужском пиджаке, туго затянутом на талии цветной опояской, в сапогах, с кнутом в руке.

I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр тиенӗ лавсем хыҫҫӑн тертленсе пӗтнӗ салху хӗрарӑмсем утаҫҫӗ, икӗ талӑк хушшинчех начарланса кайса, пысӑк ҫын пек пулса тӑнӑ ачасем сӗнкӗлтетсе пыраҫҫӗ.

За возами, нагруженными разным скарбом, шагали измученные, унылые женщины, брели похудевшие и повзрослевшие за двое суток ребятишки.

I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Салтаксем хӑвӑртах Андрее тӗрлӗ тумтир таврашӗ парса тултарчӗҫ.

Солдаты быстро надавали Андрею необходимой одежды.

XXIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Генерал раци тӑрӑх Волошин полкне каялла чакма приказ парасшӑн пулнӑ, анчах радист тем тӗрлӗ хӑтлансан та, Волошин рацийӗ сигналсене хирӗҫ чӗнмен.

Генерал хотел по рации дать приказ полку Волошина отступать, но как радист ни старался, рация Волошина на сигнал не отвечала.

XXVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫунакан металл кӑвайчӗсенчен пӑрӑна-пӑрӑна танксем тӗтӗм-сӗрӗмлӗ хирпе килеҫҫӗ, халь ӗнтӗ вӗсен моторӗсем кӗрленӗ сасӑ ҫапӑҫури ытти тӗрлӗ шӑв-шава пӗтӗмӗшпех хупласа хучӗ.

Обходя костры из металла, танки все шли и шли по дымному полю, и рокот их моторов теперь заглушал все другие звуки боя.

XXV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫапӑҫу кашни минутрах ӗҫ ыйтнӑ, тем тӗрлӗ ӗҫ те тутарнӑ, пурне те хӑвӑрт, ҫийӗнчех тумалла, ҫаксем ӗнтӗ Озеров капитанӑн пӗтӗм тимлӗхне, чунхавалне пӗртен-пӗр ҫапӑҫӑва пӑхӑнтарнӑ.

Каждая минута боя заставляла делать множество разных дел, и все дела, которые требовали немедленного выполнения, поглощали без остатка напряженное внимание капитана Озерова, все силы его души.

XXV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ӑнсӑртран тенӗ пек ҫеҫ вилӗмрен хӑтӑлса юлнӑ артиллеристсем хушшинче тӗрлӗ расчётсенчен пухӑннӑ ҫынсем, анчах вӗсем пӗр-пӗрине куҫпа пӑхсах ӑнланаҫҫӗ; мӗн тума кирлине, харпӑр хӑй ӗҫне — вӑр-вар та хӑвӑрт тӑваҫҫӗ.

Артиллеристы, случайно не задетые смертью, были из разных расчетов, но понимали друг друга с одного взгляда и делали каждый свое дело проворно и быстро.

XXV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Пӗри тӗрлӗ шӑтӑксенчен перет, тепри пур, щельсене тӑпра чышать, теприсем тата, винтовкӑсемпе, чул муклашкисемпе, тупӑпа пулемёт кӗпҫине, танк бронине кӳпкеҫҫӗ.

Они стреляли в разные отверстия, забивали жалюзи землей, били камнями по стволам орудия и пулемета, по теплой броне…

XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫак самантра танк патне тӑмпа лапӑртанса пӗтнӗ Умрихин чупса ҫитрӗ, ун хыҫҫӑн вара — тӗрлӗ енчен — ытти боецсем те.

В это время к танку подбежал Умрихин, весь вымазанный в глине, а вслед за ним — с разных сторон — другие бойцы.

XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫакӑнта ӗнтӗ пӗр план пурри, наступлени тӑвакан пур тӗрлӗ ҫарсем пӗр-пӗрине кирлӗ пек пулӑшса пыни курӑнчӗ.

Тут уж был виден единый план, что наступающие армии все помогают друг друг как надо.

XXII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Машинӑсемпе тупасем тата повозкӑсем умлӑ-хыҫлӑн ансӑр кӗпер ҫийӗпе Вазуза урлӑ хӗвелтухӑҫ еннелле кӗмсӗртеттерсе каҫаҫҫӗ, унта тин вара, ирӗке сиссе, тӗрлӗ ҫӗрелле сапаланса каяҫҫӗ.

Поток машин, орудий и повозок с грохотом катился по узкому мосту на восточный берег Вазузы и только там, почуяв волю, растекался на мелкие ручьи.

XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Хӑш-пӗр ҫӗрте виле тӑприсем хуран курӑнкалаҫҫӗ; вӗсем ҫинче пӗчӗкҫеҫ хӑма татӑкӗсем ҫапса хунӑ ҫӗнӗ юпасем лараҫҫӗ; хӑмисем ҫине тӗрлӗ тӗслӗ карандашсемпе тӗрлӗрен вырӑсла ятсем ҫыра-ҫыра хунӑ.

В некоторых местах чернели могилы; на них стояли новые столбы с прибитыми маленькими досками; на досках разноцветными карандашами были написаны разные русские имена.

XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Типшӗмскер те ҫӑмӑллӑн утаканскер, ҫуран ҫӳреме пит юратаканскер, вӑл, иртен пуҫласа каҫ пулса ҫитичченех, полкри тӗрлӗ подразделенисенче ҫӳрет, пур ҫӗрте те хӑйне валли ӗҫ тупать.

Худенький, легкий, большой любитель пешей ходьбы, он от зари до зари бродил по разным подразделениям полка, всюду находя для себя дело.

XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed