Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тӗрӗс the word is in our database.
Тӗрӗс (тĕпĕ: тӗрӗс) more information about the word form can be found here.
18. Хӑвна Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, пурӑнма парас вырӑнта пур ҫӗрте те йӑх тӑрӑх тӳресем, халӑха пӑхса тӑракансем уйӑрса ларт: вӗсем халӑха тӳррипе сут туса тӑччӑр; 19. саккуна ан пӑс, ҫын кам иккенне ан пӑх, сӗрев ан ил, мӗншӗн тесессӗн сӗрев ӑслисене суккӑрлатать, тӗрӗс ӗҫех тӳнтерле кӑтартать; 20. чӗрӗ тӑрас тесессӗн, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӑвна паракан ҫӗре еткерлӗхе илес тесессӗн, тӗрӗслӗхе, тӗрӗслӗхе шыра.

18. Во всех жилищах твоих, которые Господь, Бог твой, даст тебе, поставь себе судей и надзирателей по коленам твоим, чтоб они судили народ судом праведным; 19. не извращай закона, не смотри на лица и не бери даров, ибо дары ослепляют глаза мудрых и превращают дело правых; 20. правды, правды ищи, дабы ты был жив и овладел землею, которую Господь, Бог твой, дает тебе.

Аст 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Эхер те эсӗ хӑвна Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, пурӑнмашкӑн паракан пӗр-пӗр хулу пирки: 13. унта санӑн таврашунтан йӗркесӗр ҫынсем пынӑ та хулара пурӑнакансене: «каяр та хӑвӑр пӗлмен урӑх турӑсене пӑхӑнса тӑма пуҫлар» тесе астарни ҫинчен илтсессӗн, 14. шыраса туп вӗсене, тӗпче, лайӑх ыйтса пӗл; ку чӑнах та тӗрӗс пулсассӑн, ҫак йӗрӗнчӗк ӗҫ санӑн йышунта пулса иртнӗ пулсассӑн, 15. ҫав хула ҫыннисене хӗҫпе пӗтерсе тух, хулара мӗн пуррине пӗтӗмпех, тӗппипех пӗтермелле тупала, выльӑх-чӗрлӗхне те хӗҫпе пӗтерсе тух; 16. туртса илнӗ мӗнпур пурлӑха унти уҫӑ вырӑна пуҫтар та, Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парне кӳрсе, хулине те, туртса илнӗ пурлӑхне те вут-ҫулӑмпа ҫунтарса яр, хула ҫапла ӗмӗрлӗхе ишӗлсе вырттӑр, нихӑҫан та ӑна ҫӗнӗрен лартмалла ан пултӑр; 17-18. пӗтмелле тупаланинчен нимӗн те санӑн аллу ҫумне ан ҫыпҫӑнтӑр; Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, умӗнче [ырӑ та] юрӑхлӑ ӗҫ туса Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑн Туррун, сӑмахӗсене итлесе тӑрсассӑн, эпӗ сана халӗ ӳкӗтлесе каланине — Унӑн ӳкӗчӗсене — туса тӑрсассӑн, Вӑл Хӑйӗн ҫиллин хаярлӑхне чакарӗ те, [Хӑй сана каланӑ пек,] санӑн аҫусене тупа туса каланӑ пек, сана ырӑлӑх парӗ, сана каҫарӗ, сана ӗрчетсе ярӗ.

12. Если услышишь о каком-либо из городов твоих, которые Господь, Бог твой, дает тебе для жительства, 13. что появились в нем нечестивые люди из среды тебя и соблазнили жителей города их, говоря: «пойдем и будем служить богам иным, которых вы не знали», - 14. то ты разыщи, исследуй и хорошо расспроси; и если это точная правда, что случилась мерзость сия среди тебя, 15. порази жителей того города острием меча, предай заклятию его и все, что в нем, и скот его порази острием меча; 16. всю же добычу его собери на средину площади его и сожги огнем город и всю добычу его во всесожжение Господу, Богу твоему, и да будет он вечно в развалинах, не должно никогда вновь созидать его; 17. ничто из заклятого да не прилипнет к руке твоей, дабы укротил Господь ярость гнева Своего, и дал тебе милость и помиловал тебя, и размножил тебя, [как Он говорил тебе,] как клялся отцам твоим, 18. если будешь слушать гласа Господа, Бога твоего, соблюдая все заповеди Его, которые ныне заповедую тебе, делая [доброе и] угодное пред очами Господа, Бога твоего.

Аст 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, Хӑйӗн ячӗ валли суйласа илекен вырӑн санран инҫетре пулсассӑн, хӑвна Ҫӳлхуҫа [Турру] панӑ шултӑра е вак выльӑхунтан, эпӗ сана хушнӑ пек, хӑвӑн килӗнтех выльӑх пусса кӑмӑлу туличченех аш ҫи; 22. ӑна хир качакипе пӑлан ашне ҫинӗ пек ҫи: [сан патӑнта] ӑна таса марри те, таси те ҫиме пултарать; 23. анчах ҫирӗп астуса тӑр: юн ҫиесси ан пултӑр, мӗншӗн тесессӗн юн вӑл — чун: ашӗпе пӗрле чунне ан ҫи; 24. ӑна ан ҫи: ӑна, шыв тӑкнӑ пек, ҫӗр ҫине тӑк; 25. сана хӑвна та, сан хыҫҫӑн хӑвӑн ачусене те [ӗмӗрех] ырӑ пултӑр тесе, ҫапла Ҫӳлхуҫа [Турру] умӗнче [ырӑ ӗҫ,] тӗрӗс ӗҫ туса тӑратӑн пулсассӑн, ан ҫи ӑна.

21. Если далеко будет от тебя то место, которое изберет Господь, Бог твой, чтобы пребывать имени Его там, то заколай из крупного и мелкого скота твоего, который дал тебе Господь [Бог твой], как я повелел тебе, и ешь в жилищах твоих, по желанию души твоей; 22. но ешь их так, как едят серну и оленя; нечистый как и чистый [у тебя] могут есть сие; 23. только строго наблюдай, чтобы не есть крови, потому что кровь есть душа: не ешь души вместе с мясом; 24. не ешь ее: выливай ее на землю, как воду; 25. не ешь ее, дабы хорошо было тебе и детям твоим после тебя [во веки], если будешь делать [доброе и] справедливое пред очами Господа [Бога твоего].

Аст 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Унта сирӗн эпир халӗ кунта мӗн тунӑ пек, — кашнийӗ мӗн тӗрӗс тесе шухӑшлать, ҫавна тунӑ пек, — тумалла мар; 9. халӗ эсир канӑҫлӑх вырӑнне — Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӑвна паракан еткер ҫӗрӗре — ҫитсе кӗмен-ха.

8. Там вы не должны делать всего, как мы теперь здесь делаем, каждый, что ему кажется правильным; 9. ибо вы ныне еще не вступили в место покоя и в удел, который Господь, Бог твой, дает тебе.

Аст 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, вӗсене санӑн умӑнтан хӑваласа янӑ чухне хӑвӑн ӑшӑнта: «хамӑн тӳрӗлӗхӗмшӗн Ҫӳлхуҫа мана ҫак [ырӑ] ҫӗре аллӑма илме ертсе килчӗ, ҫак халӑхсене вӗсен ҫылӑхӗшӗн Ҫӳлхуҫа ман умӑмран хӑваласа ярать» тесе ан шухӑшла; 5. эсӗ вӗсен ҫӗрне хӑвӑн тӳрӗлӗхӳшӗн мар, хӑвӑн тӗрӗс чӗрӳшӗн те мар еткерлӗхе илме каятӑн, Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, хӑвӑн аҫусене Авраама, Исаака тата Иакова тупа туса каланӑ Хӑйӗн сӑмахне тӳрре кӑларса, ҫак халӑхсене вӗсен ҫылӑхӗсемшӗн [тата йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн] санӑн умӑнтан хӑваласа ярать.

4. Когда будет изгонять их Господь, Бог твой, от лица твоего, не говори в сердце твоем, что за праведность мою привел меня Господь овладеть сею [доброю] землею, и что за нечестие народов сих Господь изгоняет их от лица твоего; 5. не за праведность твою и не за правоту сердца твоего идешь ты наследовать землю их, но за нечестие [и беззакония] народов сих Господь, Бог твой, изгоняет их от лица твоего, и дабы исполнить слово, которым клялся Господь отцам твоим Аврааму, Исааку и Иакову.

Аст 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑр Туррӑрӑн, ӳкӗчӗсене, Вӑл хунӑ, хушса каланӑ йӗркесене ҫирӗп тытса пурӑнӑр; 18. Ҫӳлхуҫа [Турру] умӗнче тӗрӗс те ырӑ ӗҫ туса тӑр, ҫапла хӑвна ырӑ пултӑр, Ҫӳлхуҫа хӑвӑн аҫусене тупа туса пама пулнӑ паха ҫӗре ҫитсе, ӑна хӑвӑн аллуна илмелле пултӑр, 19. санӑн пур тӑшманна та Вӑл, Хӑй каланӑ пек, санӑн умӑнтан хӑваласа ятӑр.

17. Твердо храните заповеди Господа, Бога вашего, и уставы Его и постановления, которые Он заповедал тебе; 18. и делай справедливое и доброе пред очами Господа [Бога твоего], дабы хорошо тебе было, и дабы ты вошел и овладел доброю землею, которую Господь с клятвою обещал отцам твоим, 19. и чтобы Он прогнал всех врагов твоих от лица твоего, как говорил Господь.

Аст 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Мӗншӗн тесессӗн, кирек хӑҫан асӑнсассӑн та, Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр, пире ҫывӑх тӑрать, ҫавӑн пек хӑйне ҫывӑх тӑракан турӑллӑ аслӑ халӑх пур-ши тата? 8. эпӗ паян сире сӗнекен ҫак пӗр пӗтӗм саккун пек тӗрӗс йӗркесемпе саккунсем мӗнле аслӑ халӑхӑн пур-ши тата?

7. Ибо есть ли какой великий народ, к которому боги его были бы столь близки, как близок к нам Господь, Бог наш, когда ни призовем Его? 8. и есть ли какой великий народ, у которого были бы такие справедливые постановления и законы, как весь закон сей, который я предлагаю вам сегодня?

Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Ҫавӑн чухне эпӗ сирӗн тӳресене хушса каларӑм: хӑвӑр тӑванӑрсене тӗплӗн тӑнласа, тӑванпа тӑвана та, ун патне ютран килнӗ ҫынна та тӗрӗс сут тӑвӑр; 17. сутра ҫынсене уйӑрса ан тӑрӑр, кӗҫӗнни-аслине пӑхмасӑр итлӗр: ҫынни мӗнлинчен ан хӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн сут — Турӑ ӗҫӗ; хӑвӑршӑн йывӑр ӗҫе вара ман патӑма ҫитерӗр те, эпӗ ӑна итлесе пӑхӑп, терӗм.

16. И дал я повеление судьям вашим в то время, говоря: выслушивайте братьев ваших и судите справедливо, как брата с братом, так и пришельца его; 17. не различайте лиц на суде, как малого, так и великого выслушивайте: не бойтесь лица человеческого, ибо суд - дело Божие; а дело, которое для вас трудно, доводите до меня, и я выслушаю его.

Аст 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Моисей вара, Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек, Израиль ывӑлӗсене ҫапла тума хушнӑ: Иосиф ывӑлӗсен йӑхӗ тӗрӗс калать.

5. И дал Моисей повеление сынам Израилевым, по слову Господню, и сказал: правду говорит колено сынов Иосифовых.

Йыш 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла каланӑ: 7. Салпаад хӗрӗсем тӗрӗс калаҫҫӗ; вӗсене ашшӗ тӑванӗсем хушшинче еткерлӗх уйӑрса пар, вӗсене ашшӗн еткер ҫӗрне пар, тенӗ; 8. Израиль ывӑлӗсене те пӗлтер, кала: ывӑлсӑр ҫын вилсессӗн, унӑн еткер ҫӗрне унӑн хӗрне парӑр; 9. ҫав ҫыннӑн хӗрӗ те ҫук пулсассӑн, унӑн еткер ҫӗрне пиччӗш-шӑллӗсене парӑр; 10. унӑн пиччӗш-шӑллӗсем те ҫук пулсассӑн, унӑн еткер ҫӗрне ашшӗн пиччӗш-шӑллӗсене парӑр; 11. ашшӗн пиччӗш-шӑллӗсем те ҫук пулсассӑн, унӑн еткер ҫӗрне хӑйӗн ӑрӑвӗнчи ҫывӑх тӑванне еткерлӗхе парӑр; Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла хушни Израиль ывӑлӗсемшӗн ҫирӗп йӗрке пултӑр, тенӗ.

6. И сказал Господь Моисею: 7. правду говорят дочери Салпаадовы; дай им наследственный удел среди братьев отца их и передай им удел отца их; 8. и сынам Израилевым объяви и скажи: если кто умрет, не имея у себя сына, то передавайте удел его дочери его; 9. если же нет у него дочери, передавайте удел его братьям его; 10. если же нет у него братьев, отдайте удел его братьям отца его; 11. если же нет братьев отца его, отдайте удел его близкому его родственнику из поколения его, чтоб он наследовал его; и да будет это для сынов Израилевых постановлено в закон, как повелел Господь Моисею.

Йыш 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Эпӗ [санӑн] ҫулна пӳлме тухрӑм, мӗншӗн тесессӗн [эсӗ] тӗрӗс мар тӑватӑн; 33. ашак, Мана курса, ӗнтӗ виҫӗ хутчен Манран айккинелле пӑрӑнчӗ; вӑл Манран пӑрӑнман пулсассӑн, Эпӗ сана вӗлереттӗм, ӑна чӗрӗ хӑвараттӑм, тенӗ.

Я вышел, чтобы воспрепятствовать [тебе], потому что путь [твой] не прав предо Мною; 33. и ослица, видев Меня, своротила от Меня вот уже три раза; если бы она не своротила от Меня, то Я убил бы тебя, а ее оставил бы живою.

Йыш 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Ҫӳлхуҫа каланӑ: Манӑн сӑмахсене итлӗр-ха: сирӗн хушшӑрта Ҫӳлхуҫа пророкӗ пулсассӑн, Эпӗ ӑна палӑрса курӑнатӑп, унпа тӗлӗкӗнче калаҫатӑп; 7. Хамӑн Моисей чурампа апла мар, вӑл Манӑн кил-ҫуртӑмра пур тӗлӗшпе те тӗрӗс тӑрать: 8. Эпӗ унпа куҫа-куҫӑн калаҫатӑп, ытарлӑн мар, уҫҫӑн калатӑп, вӑл Ҫӳлхуҫанӑн сӑнне курса тӑрать; Манӑн чурама, Моисее, ӳпкелеме мӗнле хӑрамарӑр эсир? тенӗ.

6. И сказал: слушайте слова Мои: если бывает у вас пророк Господень, то Я открываюсь ему в видении, во сне говорю с ним; 7. но не так с рабом Моим Моисеем, - он верен во всем дому Моем: 8. устами к устам говорю Я с ним, и явно, а не в гаданиях, и образ Господа он видит; как же вы не убоялись упрекать раба Моего, Моисея?

Йыш 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Унтан Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 12. Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, кала вӗсене: эхер те камӑн та пулин арӑмӗ тӗрӗс тӑмасассӑн, хӑйӗн упӑшкине улталасассӑн, 13. кам та пулин ҫав арӑмпа ҫывӑрса хӑйӗн вӑрлӑхне юхтарса кӑларсассӑн, арӑмӗ ҫакна упӑшки куҫӗнчен пытарса вӑрттӑн ирсӗрленсессӗн, ҫак ӗҫе куракан пулманнипе ҫав арӑма тӑрӑ шыв ҫине кӑлараймасассӑн, 14. упӑшкине кӗвӗҫес шухӑш кӗрсессӗн, вӑл арӑмӗ ирсӗрленнӗ хыҫҫӑн кӗвӗҫе пуҫласассӑн е тата арӑмӗ ирсӗрленмен чухнех упӑшкине кӗвӗҫес шухӑш кӗрсессӗн, ҫапла арӑмне кӗвӗҫе пуҫласассӑн, 15. упӑшки хӑй арӑмне священник патне илсе пытӑр та арӑмӗшӗн ефан вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ урпа ҫӑнӑхӗ парне кӳтӗр, анчах вӑл ун ҫине йывӑҫ ҫӑвӗ ан ятӑр, ливан та ан хутӑр, мӗншӗн тесессӗн ку кӗвӗҫнӗшӗн кӳрекен парне, йӗркесӗр ӗҫе астутарма асӑнса кӳрекен парне.

11. И сказал Господь Моисею, говоря: 12. объяви сынам Израилевым и скажи им: если изменит кому жена, и нарушит верность к нему, 13. и переспит кто с ней и излиет семя, и это будет скрыто от глаз мужа ее, и она осквернится тайно, и не будет на нее свидетеля, и не будет уличена, 14. и найдет на него дух ревности, и будет ревновать жену свою, когда она осквернена, или найдет на него дух ревности, и он будет ревновать жену свою, когда она не осквернена, - 15. пусть приведет муж жену свою к священнику и принесет за нее в жертву десятую часть ефы ячменной муки, но не возливает на нее елея и не кладет ливана, потому что это приношение ревнования, приношение воспоминания, напоминающее о беззаконии.

Йыш 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Сутра тӗрӗс мар ӗҫ ан тӑвӑр; мӗскӗне ан тапта, аслӑ ҫынна юрама ан тӑрӑш; йӑхташна тӳррипе сут ту.

15. Не делайте неправды на суде; не будь лицеприятен к нищему и не угождай лицу великого; по правде суди ближнего твоего.

Лев 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Акӑ сана ҫул ҫинче сыхласа пымашкӑн, сана [сан валли] Хам хатӗрлесе хунӑ вырӑна кӗртмешкӗн Эпӗ сан умӑнтан [Хамӑн] Ангела яратӑп; 21. Унӑн умӗнче хӑвна тӗрӗс тыт, Унӑн сӑмахне итле; Ӑна хирӗҫ ан тӳрменлен, мӗншӗн тесессӗн Вӑл сирӗн ҫылӑхӑра каҫармӗ: Унра — Манӑн ятӑм.

20. Вот, Я посылаю пред тобою Ангела [Моего] хранить тебя на пути и ввести тебя в то место, которое Я приготовил [тебе]; 21. блюди себя пред лицем Его и слушай гласа Его; не упорствуй против Него, потому что Он не простит греха вашего, ибо имя Мое в Нем.

Тух 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Израилӗн вилес вӑхӑчӗ ҫитнӗ, вӑл хӑйӗн ывӑлне Иосифа чӗнсе илнӗ те ӑна каланӑ: эпӗ санӑн куҫу умӗнче ырӑлӑх тупрӑм пулсассӑн, аллуна манӑн пӗҫҫӗм ҫине хур та: «сана ырӑ тӑвӑп, тӗрӗс пулӑп, сана Египетра пытармӑп» тесе тупа ту; 30. эпӗ хамӑн аттесемпе пӗрле выртам; эсӗ мана Египетран илсе тухӑн та аттемсене пытарнӑ вырӑна пытарӑн, тенӗ.

29. И пришло время Израилю умереть, и призвал он сына своего Иосифа и сказал ему: если я нашел благоволение в очах твоих, положи руку твою под стегно мое и клянись, что ты окажешь мне милость и правду, не похоронишь меня в Египте, 30. дабы мне лечь с отцами моими; вынесешь меня из Египта и похоронишь меня в их гробнице.

Пулт 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Иосиф вӗсене каланӑ: эсир вӑрттӑн пӑхса ҫӳрекенсем тесе, ҫавнах каларӑм ӗнтӗ сире; 15. акӑ епле сӑнаса пӑхас сире: фараон пурӑнӑҫӗпе тупа туса калатӑп: кӗҫӗн шӑллӑр ҫакӑнта килмесессӗн, эсир кунтан тухаймӑр; 16. хӑвӑртан пӗрне килне ярӑр, вӑл шӑллӑра илсе килтӗр, ыттисене кунта тытса юлӗҫ; вара эсир тӗрӗс калани палӑрӗ; фараон пурӑнӑҫӗпе тупа тӑватӑп: апла пулмасассӑн, эсир вӑрттӑн пӑхса ҫӳрекенсем пулатӑр, тенӗ.

14. И сказал им Иосиф: это самое я и говорил вам, сказав: вы соглядатаи; 15. вот как вы будете испытаны: клянусь жизнью фараона, вы не выйдете отсюда, если не придет сюда меньший брат ваш; 16. пошлите одного из вас, и пусть он приведет брата вашего, а вы будете задержаны; и откроется, правда ли у вас; и если нет, то клянусь жизнью фараона, что вы соглядатаи.

Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Пӗтӗм ҫӗр Тӳри тӗрӗс мар сут тӑвӗ-и вара? тенӗ.

Судия всей земли поступит ли неправосудно?

Пулт 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Авраамран чӑннипе те аслӑ, вӑйлӑ халӑх тухӗ, ҫӗр ҫинчи халӑхсем пурте ун урлӑ пиллӗх илӗҫ, 19. мӗншӗн тесессӗн Эпӗ ӑна вӑл хӑйӗн ывӑлӗсене, хӑйӗн кил-йышне хӑйӗнчен кайран Ҫӳлхуҫа ҫулӗпе ҫӳреме, тӳррине тума, тӗрӗс сут тума вӗрентсе хӑвартӑр тесе суйласа илтӗм; Ҫӳлхуҫа Авраам тӗлӗшӗнчен мӗн каланине [пӗтӗмпех] туса ҫитерӗ, тенӗ.

18. От Авраама точно произойдет народ великий и сильный, и благословятся в нем все народы земли, 19. ибо Я избрал его для того, чтобы он заповедал сынам своим и дому своему после себя, ходить путем Господним, творя правду и суд; и исполнит Господь над Авраамом [все], что сказал о нем.

Пулт 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Журналистсен лайӑх ӗҫне, тарӑн шухӑшлӑ информацие уйӑрса илме, пулса иртекен пулӑмсем ҫинчен тӗрӗс те илӗртӳллӗн каласа пама пӗлнине пула эфира тӑван чӗлхепе тухакан ҫӗнӗ хыпарсемпе, тӗрлӗ кӑларӑмпа тата программӑпа ҫӗр-шывӑн кирек хӑш кӗтесӗнче те паллашма майсем пур.

Благодаря эффективной работе журналистов, их умению выделить содержательную информацию, точно и ярко рассказать о событиях, новости, передачи и программы на родном языке стали доступны в любом уголке страны.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2012) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1326202

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed