Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳкнӗ (тĕпĕ: ӳк) more information about the word form can be found here.
Пирӗн улпут вӑхӑтлӑха финанс тӗлӗшпе йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ, ҫавӑнпа пӗр эрне хушшинче тӳлесе татма ыйтатӑп…»

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Акӑ, халӗ ҫак ытарайми ырӑ ҫын инкеке кӗрсе ӳкнӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӳкнӗ чухне вӑл чылай хушӑ тертлен шухӑшларӗ: перекенсен хӗрлӗ вучӗ мӗншӗн халӗ те йӑлтӑртатать, унӑн месерле выртакан ӳтне пуклак-мӑка ырату пыра-пыра ҫапать те ҫапать, ҫапать те ҫапать…

Падая, он мучительно долго не мог сообразить, почему сверкают еще красные огоньки выстрелов и новая тупая боль удар за ударом бьет тело, лежащее навзничь.

IV. «Гарнаш, Автан урамӗ» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Экипажӑн пӗр йышӗ, Грэй эрехӗ ҫапса антӑратнӑскер, епле ӳкнӗ ҫаплипех палуба ҫинче ҫывӑрать; ураран ӳкменнисем — рульҫӑпа вахтӑри матрос ҫеҫ тата шухӑша путнӑ ӳсӗр Циммер, виолончель мӑйне янах айӗпе тытса карап хыҫӗнче лараканскер.

Часть экипажа как уснула, так и осталась лежать на палубе, поборотая вином Грэя; держались на ногах лишь рулевой да вахтенный, да сидевший на корме с грифом виолончели у подбородка задумчивый и хмельной Циммер.

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Сӗм хура инҫете юр пек шурӑ чӗтревлӗ тӗс ӳкнӗ ӗнтӗ; кӑпӑк йӑлтӑртатать; акӑ ылтӑн ҫип варринче темӗн хӗп-хӗрлӗскер ҫурӑлса кайрӗ те — океан тӑрӑх Ассоль урисем еннелле вӗтӗ-вӗтӗ чӗтренчӗк йӑмӑх хӗрлӗ хум ывтӑнчӗ.

На черной дали легла уже трепетная снежная белизна; пена блестела, и багровый разрыв, вспыхнув средь золотой нити, бросил по океану, к ногам Ассоль, алую рябь.

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Кӗленче ҫумне пит ҫӑмартипе тӗршӗнчӗ, куҫӗсене хупрӗ те сӑнӗ ӳкнӗ вырӑна хуллен аллипе сӗртӗнчӗ.

Она прижалась щекой к стеклу, закрыла глаза и тихо погладила зеркало рукой там, где приходилось ее отражение.

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Мӑйӑр йывӑҫҫинчен тунӑ хашака варринче, пӳлӗмрен куҫ кӗски ҫине ӳкнӗ ҫутӑ пушӑлӑхра, ҫӳллех мар ҫинҫешке хӗр тӑрать.

За ореховой рамой в светлой пустоте отраженной комнаты стояла тоненькая невысокая девушка, одетая в дешевый белый муслин с розовыми цветочками.

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Вӑл хӑйӗн аптӑраса ӳкнӗ хӗрне хаклӑ япала купаласа тултарнӑ сутӑ сӗтелӗ умӗнче, пуянсен ушкӑнӗнче тӑнӑн курать.

Он как бы видел свою оторопевшую дочку в богатой толпе у прилавка, зава ленного ценным товаром.

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Вараланчӑк урайне хӗвел ҫинче йӑлтӑртатакан кантӑк сӑнӗ ӳкнӗ.

На грязном полу лежал солнечный переплет окна.

III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Грэй кӑвайт ҫывӑхне выртрӗ те ҫулӑм ҫути ӳкнӗ шывалла тинкерчӗ.

Грэй лег у костра, смотря на отражавшую огонь воду.

III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Шыва ӳкнӗ ҫулӑм сӑнӗпе мӗлкесем куҫма пикенчӗҫ; сирӗлсе тамалнӑ сӗмлӗхре курӑкпа туратсем курӑнаҫҫӗ.

Двинулись тени и отраженное водой пламя; в отступившем мраке высветились трава и ветви.

III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Унта — шалти хутламӗсем тухса ӳкнӗ уҫӑ альбом; лере — ылтӑн ҫиппе ҫыхса хунӑ тӗркесем, салху сӑнлӑ кӗнеке куписем, ал ҫырӑвӗсен хулӑн ҫыххисем, уҫнӑ чух йывӑҫ хуппилле ҫатӑртатакан хитре пӗчӗк кӗнекесен тӗмески; кунта — чертежсемпе таблицӑсем, ҫӗнӗ кӑларӑмсен речӗсем, карттӑсем; хуплашкисен тӗрлӗлӗхӗ — хытӑ та черченкӗ, хуп-хура та ула-чӑла, сенкер те сарӑ, хулӑн та ҫӳхе, кӑтрашкаллӑ та яп-яка.

Там — раскрытый альбом с выскользнувшими внутренними листами, там — свитки, перевязанные золотым шнуром; стопы книг угрюмого вида; толстые пласты рукописей, насыпь миниатюрных томиков, трещавших, как кора, если их раскрывали; здесь — чертежи и таблицы, ряды новых изданий, карты; разнообразие переплетов, грубых, нежных, черных, пестрых, синих, серых, толстых, тонких, шершавых и гладких.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Хӑраса ӳкнӗ ҫавра пичӗ тӑрӑх шӑпӑртатсах куҫҫуль юхать.

Слезы неудержимо катились по ее круглому перепутанному лицу.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Чӑтӑмсӑр ӗмӗтпе, теттине тытса чарас ӗмӗтпе васкаканскер айккинелле пӑхма та манса кайрӗ; ҫыран хӗрринче, вӑл хыпаланса чупнӑ ҫӗрте, тӗрлӗ чӑрмав нумай; ӳкнӗ йывӑҫсен мӑкланчӑк вуллисем, ланкашкасем, ҫӳллӗ упа сарри, шӑлан йывӑҫҫи, жасминпа шӗшкӗлӗх ӑна кашни утӑмрах чӑрмантараҫҫӗ; вӗсене сирсе-авса пынӑ май Ассолӗн вӑраххӑн вӑйӗ пӗтсе ҫитрӗ, вӑл сывлӑш ҫавӑрса яма е питне ҫыпҫӑнакан эрешмен картине шӑлса ывӑтма чарӑна-чарӑна тӑчӗ.

Ей, поглощенной нетерпеливым желанием поймать игрушку, не смотрелось по сторонам; возле берега, где она суетилась, было довольно препятствий, занимавших внимание; мшистые стволы упавших деревьев, ямы, высокий папоротник, шиповник, жасмин и орешник мешали ей на каждом шагу; одолевая их, она постепенно теряла силы, останавливаясь все чаще и чаще, чтобы передохнуть или смахнуть с лица липкую паутину.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

— Лонгрен! — кӑшкӑрса ячӗ вилесле хӑраса ӳкнӗ Меннерс.

— Лонгрен! — закричал смертельно перепуганный Меннерс.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Маларах апат-ҫимӗҫ лавккисен сентрисем ҫинче сахӑр ҫухалнӑ, хыпӑнса ӳкнӗ Чулхула ҫыннисем сахӑра сыхлӑха туянма тытӑннӑ.

Ранее на полках продуктовых магазинах пропал сахар, встревоженные нижегородцы начали закупаться сахаром впрок.

Кӳршӗ облаҫре сахӑр катӑкне 1 499 тенкӗпе туянма сӗнеҫҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31251.html

Метеорит ӳкнӗ саманта «Уфанет» телекоммуникаци ҫыхӑнӑвӗн операторӑн камери ҫырса илнӗ.

Момент падения был зафиксирован камерой телекоммуникационного оператора связи «Уфанет».

Пушкӑртстанра метеорит ӳкнине курма май пулнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31239.html

Орбита шутлавӗсем тӑрӑх, эрнекун Уйӑх ҫине, Ҫӗр спутникӗн ҫийӗ ҫинче ҫӗнӗ кратер туса, паллӑ мар ракета ӳкнӗ.

Согласно орбитальным расчетам, в пятницу в Луну врезалась неизвестная ракета, создав новый кратер на поверхности спутника Земли.

Уйӑх ҫине ракета ӳкнӗрен унта ҫӗнӗ кратер йӗркеленнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31211.html

Тухтӑрсем ҫакна асӑрхаттараҫҫӗ: ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ ҫынна хӑвӑр тӗллӗн тӑратмалла мар, мӗншӗн тесен унӑн шӑмми хуҫӑлма пултарнӑ.

Врачи предупреждают, что человека, упавшего с высоты, нельзя самостоятельно ставить на ноги — у него могут быть сломаны кости.

10 кунра 13 ҫын ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31126.html

Катастрофа медицинисен тата васкавлӑ медпулӑшу республика центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре 10 кунра ҫурт тӑрринчен юр антарнӑ чухне 13 ҫын ӳкнӗ.

По данным Республиканского центра медицины катастроф и скорой медицинской помощи, в Чувашии за 10 дней при расчистке снега с крыши упало 13 человек.

10 кунра 13 ҫын ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31126.html

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed