Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чунне (тĕпĕ: чун) more information about the word form can be found here.
Анчах халӗ ӗнтӗ паллӑ: Корнея мӗн кирлине пӗлмесӗр Егор унран хӑпас ҫук — вӑл тӑванӗн чунне кӑларса илет те ҫакна пурпӗр пӗлет-пӗлетех.

Но теперь стало ясно, что Егор не отстанет от него, пока не узнает, что ему нужно, даже если для этого пришлось бы вытрясти из родственника всю душу…

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пӗччен чух кӗсьерен кашни кӑлармассерен вӑл Мишка чунне шухӑшламан ҫӗртен килсе кӗнӗ асаилӳсемпе хумхантарчӗ; вӑл вара ҫӑл ҫывӑхӗнчи шурӑ пӑспа пиеленнӗ тиреке, каҫ сӗмӗ карса илнӗ тӳперен тӑман вӗлтӗртетсе вӗҫнине, Дуняшкӑн вӗттӗн чӗтренекен ҫирӗп тутине те, унӑн авӑнчӑк куҫ хӑрпӑкӗсем ҫинче ирӗлекен чӑлт-шурӑ юр пӗрчисене те аса илчӗ…

Когда он наедине с собою доставал утирку, — всегда непрошеным приходило волнующее воспоминание: обметанный инеем тополь возле колодца, срывающаяся с сумрачного неба метелица, и твердые дрожащие губы Дуняшки, и кристаллический блеск снежинок, тающих на ее выгнутых ресницах…

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Теплерен пӗрре, асаплантарса вӗлернӗ Иван Алексеевича аса илчӗ, уншӑн хурланса чунне ырттарчӗ, унтан ҫакӑ та кайран иртсе кайрӗ.

На какой-то день всколыхнули его боль и жалость к убитому Ивану Алексеевичу, а потом и это прошло.

LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Куҫ, хӑлха, ӑстӑн мӗн курни-илтни-туйнисен татӑк-кӗсӗкӗсем пӗри те халӗ Иван Алексеевич чунне витереймерӗҫ: вӑл ним ҫинчен те шухӑшламарӗ, нимӗскере те тӗсесе пӑхмарӗ.

Кусочки того, что воспринимали глаза, уши, сознание, — все это шло мимо Ивана Алексеевича, внимание его ни на чем не задерживалось.

LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫав куҫсем ӑна витӗр ҫапса вӗрекен ҫил пек ҫӳҫентерчӗҫ, унӑн ахаль те лӑпкӑ мар чунне пушшех пӑлхантарса хӑратрӗҫ.

Глаза пронизывали его сквозняком, усугубляли и без того тревожно-растерянное состояние.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл та, вӗсем пекех, майлӑ вӑхӑтсенче вӑрҫӑ ниме те кирлӗ марри ҫинчен калаҫрӗ; ҫакна чӗререн мар, чунне хытарса каларӗ пулин те, ыттисем ӑна-кӑна сисмерӗҫ.

Он так же, как и они, говорил в удобной обстановке о никчемности войны; причем говорил это неискренне, с великой натугой, но неискренности этой не замечали.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫавӑн пек ачалла йӳпсӗнӳ туйӑмӗ унӑн чунне яланлӑхах хирӗнсе кӗрсе юлнӑ тейӗн.

В нем словно навсегда осталось это наивно-ребяческое чувство.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Арӑмне асӑнни ун чунне нимӗн чухлӗ те хускатмарӗ.

Упоминание о жене его не взволновало.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Листницкий анӑратнине вӑл ун хыҫҫӑн та хирӗҫ пулмарӗ-ха, анчах ҫак пурнӑҫ ӑна ҫав тери тӑвӑнтарса тертлентерчӗ, чунне ыраттарса хурлантарчӗ.

Она и после уступала домоганиям Листницкого, но создавшимся положением мучительно тяготилась и в душе была оскорблена.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫеҫенхир унӑн чунне пӗтӗмпех тыткӑна илчӗ, сӗм авалхи пурнӑҫпа — ӳсентӑран пурнӑҫӗпе — пурӑнма хистесе ирӗксӗрлерӗ.

Степь его покоряла, властно принуждала жить первобытной, растительной жизнью.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Чунне турра панӑ Калединран лайӑххине — ҫӳлти патшалӑха кайтӑр вӑл! — тупса пулмасть, — ассӑн хашлатса ячӗ кӑвак сухаллӑ Шумилин ҫынни.

— Лучше покойного Каледина — царство ему небесное! — не сыскать, вздохнул сивобородый шумилинец.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унӑн тата вӑл туса ирттернӗ ӗҫсен чӑн-чӑн хакне сӑваплӑ ҫӗнӗ ӗмӗр арки — тата паян эпир пӑлхатнӑ — Чӑваш Ҫамрӑкӗ-Ҫынни — таҫта ҫӳлте вӗҫекен чунне тивӗҫлипе хӑҫан тата епле лӑплантарӗ?

Help to translate

Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html

Калаҫу унӑн хӑлхине кӗмерӗ; хӑйӗн пурнӑҫӗнче анчахрах пулнӑ йывӑр ҫухатушӑн вӑл ҫаплах ӗнтӗ, малтанхи пекех, тен, чунне татах та ытларах ыраттарса пулӗ, асапланать.

Разговор не доходил до его слуха, и он переживал недавнее с прежней, даже будто бы усилившейся болью.

XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе Анна, хӑйӗн чунне мӗн ыраттарса асаплантарни ҫинчен пӗтӗмпех каласа пӗтерес тенӗ пек, хӑвӑрт та нумай калаҫрӗ.

В перерывы Анна говорила часто и много, словно старалась высказать все тяготившее ее.

XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анна унӑн тӗлӗнмелле ҫинҫелсе юлнӑ мӑйӗ ҫине, йӳле янӑ кӗпе ҫухавийӗ айӗнчи путса кӗнӗ ҫӳхе кӑкӑрӗ ҫине шӑммипе тирӗ ҫеҫ тӑрса юлнӑ хыткан алли ҫине пӑхрӗ, нихҫан тутанса курман вӗри юратупа хӗрхенӳ туйӑмӗ чунне пӑлхантарса янипе, малтанхи хут ӑна типшерсе сарӑхнӑ ҫамкинчен лӑпкӑн, ҫепӗҫҫӗн чуп туса илчӗ.

Анна глядела на его странно тонкую шею, на впалую, бестелесную грудь, видневшуюся в распахнутый ворот рубашки, на костистые руки; волнуемая глубокой неиспытанной раньше любовью и жалостью, в первый раз просто и нежно поцеловала его сухой желтый лоб.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Пӑрӑнса пӗтнӗ унран фронтовиксем, большевиксен енне сулӑнса кайнӑ, — ҫавӑнпа турра чунне панӑ та атаман.

— Откачнулись от него фронтовики, в область большевиков напущали, — вот и ушел атаман.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Станцие ҫитсен, каҫхине, вӑрахчен вӑл облаҫра хыпса илнӗ ӗҫсем ҫинчен тӗпчерӗ; анчах Григорий сӑмахӗсем пур пӗрех унӑн чунне вырттармарӗҫ.

На станции вечером он долго расспрашивал Григория о событиях, полыхавших в области; ответы сына, видимо, его не удовлетворяли.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫук, пӳремеч пиҫессе кӗтсе иличчен; кукаму чунне те турра парӗ ак.

Нет, пока поспеют каныши, так у бабушки не будет и души.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кунта ҫеҫ, ҫав тери хытӑ хумханнине чӑтса ирттернӗ хыҫҫӑн, ют ҫын пальтовӗ Бунчук чунне тепӗр хут тӑвӑрлатса килчӗ, — хул хушши айӗсенче хӗстерчӗ, аллисене ҫыхлантарчӗ.

И тут только, после пережитых минут глубокого волнения, Бунчука вновь стало тяготить пальто с чужого плеча, — оно стесняло, давило подмышками, путало каждое движение.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Куҫран пӑхса ун чунне пӗлме йывӑрах пулман.

По глазам Нарыжного не трудно было определить его душевное состояние.

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed