Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ӑна ҫав килте хӑйне ӗлӗкхи пекех йышӑнни хӑратса пӑрахнӑ.
Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
— Сире ку хӑратса пӑрахрӗ-и?
«Колин» // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
— Май тупма пултарсассӑн, ирӗкрисене пӗлтерӗр — мана ан хӗрхенччӗр тата хӑйсене хӑратса пӑрахма ан паччӑр.– Передайте на волю, чтобы меня не жалели и не дали себя запугать.
1943 ҫулхи майӑн 22-мӗшӗ // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Чӑн-чӑн юратӑва кун пек ҫыру хӑратса тартас ҫук.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Сире турӑран хӑранӑ пекех хӑратса пурӑнать-тӑр-ха?
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Эсӗ питӗ шурса кайнӑ, Маша, — терӗ ашшӗ, ӑна асӑрхаса, — сана хӑратса пӗтерчӗҫ пулӗ.
XII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Енчен те вӑл, санӑн хӗрӳ, чӑн-чӑн этем пулсан, ӑна ку хӑратса пӑрахас ҫук.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Троекуров хӑйӗн яланхи пек мӑнкӑмӑллӑхӗпех мухтаннӑ: эпӗ пӗтӗм кепӗрнипех хӑратса пӗтерме пултарнинчен тата ялӑмсенче питӗ лайӑх полици усранинчен килет — ҫак хурахсем мана тӗкӗнменни, тенӗ вӑл.
VII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Троекуров та пуҫӑннӑ ӗҫе хӑй майлӑ тӑвассишӗн ҫунсах кайман — Шабашкин ун ячӗпе хӑех пурне те тунӑ, судьясене хӑратса, укҫа парса ҫавӑрнӑ, тӗрлӗ указсене кутӑн-пуҫӑн ҫавӑрттарнӑ.
I сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Минӑланӑ вырӑнсем тӗлӗпе чиперех иртсе кайнӑ та, туппинчен, пулемётӗнчен персе, тӑшмансем хушшинче паника туса, нимӗҫсем йышӑнса илнӗ — анчах Хӗрлӗ Ҫар чаҫӗсем икӗ енчен ҫурункӑпа хӗссе лартнӑ пӗчӗкрех хулана пырса кӗнӗ, вара, нимӗҫсене вилсе канмалла хӑратса, хулан тепӗр вӗҫне, хамӑрӑннисем патне ҫӗмӗрттерсе тухнӑ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хӗрарӑмсене ҫак лётчикӑн паллӑ мар, анчах та хӑрушлӑха тӳссе ирттернӗ ӑраскалӗ хӑратса пӑрахрӗ, ҫунашкана ҫӗрпӳртсем еннелле сӗтӗрнӗ май, вӗсем хушшинче Алексее кам патӗнче усрасси пирки тавлашу пуҫланса кайрӗ.
15 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ун ыйтӑвӗ тӗмӗсем хыҫӗнчи ҫынсене хӑратса пӑрахрӗ пулас.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей тӗмӗсем хушшинчен хӑратса кӑларнӑ мулкачӑ, кулӑшла сиккелесе, ялалла кӗрсе кайрӗ те калитка умӗнче малти урисене ҫӗклесе, юпа пек хытса ларчӗ, вӑл, хӑлхисене чӑнк тӑратрӗ те хӑй хыҫҫӑн темле пысӑк та тӗлӗнмелле чӗрчун йӗрлесе пынине курчӗ, вара ҫунса пӗтнӗ пушӑ палисадниксем ҫуммипе малалла сирпӗнчӗ.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пӑшӑрхантарчӗ, ҫапах та хӑратса ӳкермерӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Мана куҫҫульпе хӑратса хӑв майлӑ ҫавӑрас тетӗн-и?
Ҫураҫнӑ хӗр // Мария Петрова. «Ял ӗҫченӗ», 2019.07.19
— Ҫук, пымастӑп! — хӑратса, чӑннӑн каларӗ Иван.
Пахчапа мунча хуҫи // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 52–58 стр.
Хӑйӗн комиссарӗпе хӑратса пӗтернӗрен, ыттисем унпа сӑмах хушма та шикленсе тӑнӑ.И так она всех напугала этим своим комиссаром, что к ней и другие боялись подступиться.
Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.
Лӑпкӑ ҫил, Тома хӑратса, йывӑҫсем хушшинче улать.
9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Унӑн ячӗ пур халӑхсене те хӑратса, пӗтӗм тӗнчипе янраса тӑрӗ.
8-мӗш сыпӑк. Пулас харсӑр пират // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Кӑштахран тӑна кӗчӗ те ҫапла каларӗ: — Ну, хӑратса пӗтертӗн эсӗ мана, Том!Это вернуло ей силы, и она сказала: — Ну, Том, что за фокусы ты со мной вытворяешь!
6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.