Шырав
Шырав ĕçĕ:
Петрон уҫӑ кӑмӑлӗ, хӑйне хӑюллӑн тыткалани, пӗр енчен, тӗлӗнтерчӗ; тепӗр енчен, ӗненсе пӗтмелле мар пек те туйӑнчӗ Иванпа Макара.
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хӑйне темиҫе хут чӑвашла вӑрҫса илчӗ Иван:
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хӑйне ҫавӑтнӑ ҫыннӑн гимнастеркине, пиҫиххине, тӳмисене хыпаласа пӑхсан тин савӑнӑҫ ҫиҫсе илчӗ унӑн тӗксӗмленнӗ питӗнче: — Хӑтӑлтӑмӑр иккен, тусӑмсем, хӑтӑлтӑмӑр! Тавах сире мана пӑрахманшӑн, — темччен калаҫса пычӗ Иван, ункӑран ҫӑлӑнса тухнӑ пулӗ тесе шутларӗ ӗнтӗ вӑл.
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
«Вилнӗ-шим эпӗ?» — пуҫӗ ҫаврӑнса кайрӗ Иванӑн, хӑйне хӑй хыпаласа пӑхрӗ вӑл.
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хӑйне кам та пулин килсе ял Советне чӗнессе кӗтсех тӑчӗ Ҫимун.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хуҫа хӗрӗ хӑйне малтанхи хут ирӗккӗн тыткалани ӑна тӗлӗнмеллипех тӗлӗнтерчӗ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Эрхип нихҫан та Вӑрӑм Палюк хӗрӗ Улька хӑйне юратасса ӗненмен.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
«Темех улшӑнман. Ӗлӗк ку ҫул хӗрринче телефон юписем ҫеҫ ҫукчӗ», — шухӑшласа илчӗ Хура Ҫимун, ял халӑхӗ хӑйне епле йышӑнасса малтанах курса тӑма тӑрӑшса.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Колхоза виҫҫӗр пуҫ хурт-хӑмӑр пачӗ те, хӑйне те колхоза йышӑнчӗҫ, утарҫӑ туса хучӗҫ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫӗнӗрен ҫамрӑкланнӑ евӗр, ҫӗнӗ вӑй кӗнӗ пек туйрӗ хӑйне ватӑ шӑмшак.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫилли час сӳрӗлекенскер, хӑйне алла илчӗ пулмалла, тепӗр самантранах вӑл тусан тустарса тӑвалла хӑпарса кайни урам енчи шӗтӗрнек витӗр курӑнса юлчӗ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Вара хӑйне хӑй йӑпатма тӑрӑшрӗ:
IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Михха хӑйне тус-йышӗ улталамасса ӗненчӗ.
VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Михха хӑйне хӑй те лайӑхах ӑнланаймасӑр тухса кайрӗ.
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хӑйне мӗн таран ухмаха тӑратса хӑварнине сисе пуҫларӗ.
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Лешӗ, аран тӑна кӗрсе, капла хӑйне шанмасӑр тӑма пултарасса ӑнланчӗ.
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Богданов, хӑйне ӗҫченле ҫын пек тыткаласа, Миххапа унӑн тус-йышӗсене хирӗҫ пычӗ.
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Баронӗ вара, хӑйне хуҫа умӗнче мӑнкӑмӑллӑн тыткаласа, чӗлхи ҫине мӗн килнине пӗтӗмпех сӳпӗлтетрӗ.
VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Михха та хӑйне йывӑр туять.
VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хӑйне уборнӑй шӑтӑкне тӗксе яни ҫинчен ҫеҫ шарлӑмарӗ.
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.