Шырав
Шырав ĕçĕ:
18. Эхер те эсӗ ҫавсенӗн тӳри пулнӑ пулсассӑн, кама тӳрре кӑларӑттӑн, кама айӑпланӑ пулӑттӑн? терӗ.18. Если бы ты был судьею их, кого бы ты стал оправдывать или кого обвинять?
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӑл халӑхсен тавӑҫне татса парӗ, нумай ӑрӑва хунтӑласа тӳрре кӑларӗ; вара вӗсем хӑйсен хӗҫӗнчен — сухапуҫӗ, хӑйсен сӑннинчен ҫурла туптаса тӑвӗҫ; пӗр халӑх тепӗр халӑх ҫине хӗҫ ҫӗклемӗ, текех вӑрҫӑ вӑрҫма та вӗренмӗҫ.
Мих 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
52. Лешӗсене пӗр-пӗринчен уйӑрсассӑн, Даниил пӗрне чӗнсе илнӗ те каланӑ: усал кунсемпе ватӑлса кайнӑскер! паян санӑн унччен туса пурӑннӑ ҫылӑхусем уҫӑлчӗҫ, 53. тӗрӗс мар сут туса айӑпсӑррисенех айӑплани, айӑплисенех тӳрре кӑларни ҫиеле тухрӗ — Ҫӳлхуҫа вара: «айӑпсӑррине, тӳррине ан вӗлер» тет.
Дан 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Иезекииль ӗнтӗ сирӗншӗн паллӑ пулӗ: вӑл мӗн тунине эсир те тӑвӑр; ҫакӑ пурте тӳрре килсен, Эпӗ Ҫӳлхуҫа Турӑ иккенне пӗлӗр.
Иез 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Намӑсланнипе санӑн та питӳ хӗрелтӗр, намӑса юлнӑскер, ҫапла эсӗ хӑвӑн аппу-йӑмӑкна тӳрре кӑларӑн.Красней же от стыда и ты, и неси посрамление твое, так оправдав сестер твоих.
Иез 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫавӑнпа та кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: ку каларӑша пӗтерӗп, ӳлӗмрен Израильре ҫак каларӑша калама пӑрахӗҫ; анчах та кала вӗсене: кунсем ҫывӑхарса пыраҫҫӗ, пророк курнисем кӗҫех йӑлтах тӳрре килӗҫ.
Иез 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӳлхуҫа пирӗн тӗрӗслӗхе тӳрре кӑларчӗ; каяр та Сионра Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑрӑн ӗҫне пӗлтерер.10. Господь вывел на свет правду нашу; пойдем и возвестим на Сионе дело Господа Бога нашего.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Хӗҫрен хӑтӑлса юлнӑ пӗчӗк йыш анчах Египет ҫӗрӗнчен Иудея ҫӗрне таврӑнӗ, вара Египета пурӑнас тесе кайнӑ Иудейӑн юлашки ҫыннисем камӑн сӑмахӗ тӳрре тухнине пӗлсе илӗҫ: Манӑн сӑмахӑм-и, вӗсен-и. 29. Эпӗ сире ҫак вырӑнта хаса парассине пӗлтерсе сире хӑват палли кӑтартатӑп: Манӑн сӑмахӑмсем тӳрре тухасса, сире вилӗм ҫитессе пӗлсех тӑрӑр.
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫав кунсенче Иуда ҫӑлӑнса юлӗ, Иерусалим шанчӑклӑ пурӑнӗ, Ӑна вара: «Пире тӳрре кӑларакан Ҫӳлхуҫа!» тесе ят парӗҫ.
Иер 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ун вӑхӑтӗнче Иуда ҫӑлӑнӗ, Израиль шанчӑклӑ пурӑнӗ; акӑ Ӑна чӗнмелли ят: «Пире тӳрре кӑларакан Ҫӳлхуҫа!» 7. Ӗнтӗ «Израиль ывӑлӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫа чӗрӗ» тесе калама чарӑнас кунсем ҫитсе пыраҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫакӑ вӑл — Ҫӳлхуҫа чурисене тивӗҫлӗ пай, вӗсем Ман урлӑ тӳрре тухаҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа.Это есть наследие рабов Господа, оправдание их от Меня, говорит Господь.
Ис 54 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Хӑй чунӗн аслӑ ӗҫӗ ҫине Вӑл кӑмӑллӑн пӑхӗ; Турра пӗлнипе Вӑл — Сӑваплӑскер, Манӑн Чурам — чылайӑшне тӳрре кӑларӗ, вӗсен ҫылӑхӗсене Хӑй ҫине илӗ.
Ис 53 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Мана Тӳрре Кӑлараканӗ ҫывӑхрах: кам Манпа тупӑшасшӑн? пӗрле тӑрар.8. Близок оправдывающий Меня: кто хочет состязаться со Мною? станем вместе.
Ис 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Израилӗн мӗнпур йӑхне Ҫӳлхуҫа тӳрре, мухтава кӑларӗ.25. Господом будет оправдано и прославлено все племя Израилево.
Ис 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Мана аса илтер-ха; сутлашӑпӑр; кала — тӳрре тухма тӑрӑш.26. припомни Мне; станем судиться; говори ты, чтоб оправдаться.
Ис 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫапла пулассине вӗсенчен хӑшӗ малтанах пӗлтернӗ? пуҫламӑшӗнченех мӗн пулнине пӗлтерччӗр; кӳнтеленӗсене тӑратчӑр, тӳрре тухчӑр, вара итлеме, «тӗрӗсех!» теме май пултӑр.
Ис 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Эрех ӗҫме хастар, хаяр шӗвек хатӗрлеме патвар ҫынсене хуйхӑ ҫитӗ: 23. сӗревшӗн вӗсем айӑплинех тӳрре кӑлараҫҫӗ, тӳрӗ пурӑнаканран вара тивӗҫлинех туртса илеҫҫӗ!
Ис 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӑл халӑхсен тавӑҫне татса парӗ, нумай ӑрӑва хунтӑласа тӳрре кӑларӗ; вара хӑйсен хӗҫӗнчен сухапуҫӗ, сӑннинчен ҫурла туптаса тӑвӗҫ: пӗр халӑх тепӗр халӑх ҫине хӗҫ ҫӗклемӗ, текех вӑрҫӑ вӑрҫма та вӗренмӗҫ.
Ис 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӳлхуҫа юратнӑ Самуил — Ҫӳлхуҫа пророкӗ — патшалӑх никӗсленӗ, хӑйӗн халӑхӗ валли, ҫу сӗрсе, патша суйласа лартнӑ; 17. халӑха вӑл Ҫӳлхуҫа саккунӗ тӑрӑх сут туса тӑнӑ, ун урлӑ Ҫӳлхуҫа Иакова кӑмӑлланӑ; 18. ӗненес тӗлӗшпе вӑл чӑн пророк пулнӑ, ӑна мӗн курӑнни унӑн сӑмахӗнче тӳрре тухнӑ.
Сир 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Аслӑ Авраам — нумай-нумай халӑхӑн тӗп ашшӗ, ун пек мухтавлӑ ҫын урӑх пулман та; 20. вӑл Ҫӳлти Туррӑн саккунне тытса тӑнӑ, Унпала халал хывнӑ, 21. халала хӑйӗн ӳчӗ ҫинче ҫирӗплетнӗ, хӑйне сӑнанӑ чухне тӳрре тухнӑ; 22. ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа ӑна тупа туса сӑмах панӑ: санӑн вӑрлӑху урлӑ халӑхсем те пиллӗх илӗҫ, тенӗ; 23. ӑна ҫӗрти хӑйӑр пӗрчи чухлӗ ӗрчетме, унӑн вӑрлӑхне ҫӑлтӑр йышӗ таран ӳстерме пулнӑ, тинӗсрен пуҫласа тинӗсе ҫити, юханшывран пуҫласа тӗнче хӗррине ҫити ҫӗр пама пулнӑ.
Сир 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.