Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫак сӑлтавсене вал уҫҫӑнах тавҫӑрса илеймен, ҫитменнине вӑл калаҫма та пӗлмен, ҫавӑнпа та сайра хутра ҫеҫ пӗрер сӑмах пӑчӑртаса кӑларса, хушса хунӑ.Эти основания были неясны ему, говорить он не умел и лишь изредка, натужно, вставлял своё слово:
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Артамонов хӗрсене пӗрер тенкӗлӗх икӗ кӗмӗл укҫа парсан, Помялов ӑна ҫилӗпе: — Нумай паратӑн, мухтанатӑн-и-мӗн! — терӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Хӑш чухне вӑл пӗрер, икшер сехет хушши калаҫать, хӑй, калаҫнӑ май, тӑтӑшах: ачасем, итлетӗр-и? тесе ыйтать.Иногда он говорил час и два, всё спрашивая: слушают ли дети?
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Виҫҫӗшӗ те пӗрер черкке спирт ӗҫрӗҫ, Алексей ҫеҫ вут пек пӗҫерекен шӗвеке ӗҫмесӗр вӑрахчен турткаланса тӑчӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Эпӗ пӗрер пусӑн пухнӑ пурлӑха эсӗ труках манран илесшӗн?Хочешь, чтобы я вдруг отдал тебе свое накопленное по копеечке богатство?
Улттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Барышев картта тунӑ вӑхӑтра эпир хулана темиҫе участока пайларӑмӑр та кашнин ҫумне пӗрер ҫын ҫирӗплетрӗмӗр.Пока Барышев делал карту, мы разбили город на участки, к каждому участку прикрепили людей.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Хулана темиҫе района уйӑртӑмӑр, кашни патриотла ушкӑна пӗрер район патӑмӑр.Город мы разбили на районы, к каждому району прикрепили патриотическую группу.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
— Пӗлесчӗ, хӑҫан эсӗ гимнастика пек лайӑх йӑлана пӑрахса, чӗлӗм туртас е апат умӗн пӗрер черкке эрех ӗҫес йӑлана хӑнӑхӑн?
Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Атьӑр-ха, пӗрер черкке йӑвантарар.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Така тирӗнчен ҫӗлетнӗ калпак тӑхӑннӑ ҫын «Николайпа» мана пӗрер мӑшӑр ӑшӑ кӗпе-йӗм памалла тесе, хамӑртан ыйтмасӑрах ҫырса хучӗ, япалисене илме каярахпа килме пулчӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Кашни рабочи патнех, станок умне, пӗрер казак тӑратрӗҫ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Петрушов прапорщикпе Антонов поручикрен т. ыт. те чӗререн ыйтса пӑхӑр-ха вӑт, вӗсенчен кашниех, хӑйне кура, пӗчӗк Наполеон, кашниех пӗчӗк тискер, пӗрер ҫӑлтӑр та пулин ытларах илес тесе, е хӑй шалувӗн виҫҫӗмӗш пайне те пулин хушса пачӗрччӗ тесе, вӗсенчен кашниех халь тесен халь ҫапӑҫу пуҫарса яма, ҫӗршер ҫынна вӗлерме хатӗр.
15 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Михайлов пӗрер минут хушши иккӗленсе тӑчӗ, суран ҫыхнӑ ҫӗрте хальтерех кӑна, иртнӗ кунсенче ҫеҫ курнӑ сценӑна аса илмен пулсан, Игнатьев сӗннӗ пекех тӑватчӗ-и тен вӑл: кӑшт кӑна чӗртернӗ аллине ҫыхтарма тесе, суран ҫыхнӑ ҫӗре пӗр офицер пырса кӗнине аса илчӗ вӑл.
13 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Вӗсем ларакан пӳлӗм пӗчӗкҫеҫ те илемлӗ стенисене кӑвак хут ҫыпӑҫтарса тухнӑ, диван, кровать, сӗтел пур, сӗтелӗ ҫинче хутсем выртаҫҫӗ, стена ҫумӗнче сехет тата икона ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, икони умӗнче лампадка ҫунать, мачча вырӑнне пӗрер аршӑнлӑ хулӑн каштасем хурса янӑ.
9 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Анчах штабс-капитан Михайлов, курсивпа паллӑ тунӑ сӑмахсемпе ҫыру тонне пӑхмасӑрах, хӑйӗн кӗпӗрнере пурӑнакан шурчак сӑн-питлӗ тусне калама ҫук хурланчӑклӑ чун киленӗвӗпе аса илчӗ, каҫсерен унпа пӗрле беседкӑра ларнисене, сисӗм-туйӑм ҫинчен калаҫнисене аса илчӗ вӑл, хӑйӗн ырӑ кӑмӑллӑ улан юлташне аса илчӗ кабинетра ларнӑ чух, пӗрер пус хурса пулькӑ тунӑ чух, вӑл, ҫителӗклӗ взятка илеймен пирки, мӗнле тарӑхнине, унӑн арӑмӗ хӑйсенчен мӗнле кулнине аса илчӗ, — ҫак ҫынсемпе мӗн тери туслӑ пурӑннине аса илчӗ вӑл (шурчак сӑн-питлӗ тусӗ хӑйне ытларах та кӑмӑлланӑн туйӑннӑ-и тен ӑна): ҫак сӑнсем хӑйсен обстановки-мӗнӗпех куҫ умне тухса тӑрса вӗлтлетсе иртнӗн туйӑнчӗҫ ӑна, ҫав тери илемлӗ, савӑнӑҫлӑ, чуна килентермелле-мӗн вӗсем, вӑл вара, хӑйӗн асаилӗвӗсемпе киленсе йӑл кулса илчӗ те, аллипе хуллен ҫеҫ кӗсьине тытса пӑхрӗ, кӗсьинче ун хӑйшӗн питӗ паха, чуна ҫывӑх ҫыру выртать-мӗн.
2 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Унтан вара кашни ҫартан тата тепрер салтак кӑларса тӑратас, унтан 3-мӗшне, 4-мӗшне т. ыт. те ҫапла вара, хире-хирӗҫ ҫапӑҫакан кашни ҫарта пӗрер салтак ҫеҫ юличченех ҫапла туса пырас (кунта ӗнтӗ хире хирӗҫ ҫапӑҫакан ҫарсен вӑйӗсем иккӗшӗн те пӗр тан пулни кирлӗ тейӗпӗр, салтаксен хисепӗ вӗсен пахалӑхӗпе улшӑнма пултартӑр).
1 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Ман пуҫа час та часах темӗнле, тӗлӗнмеллерех шухӑш пырса кӗрет: ҫапӑҫакан ҫарсенчен пӗри теприне кашни ҫартан пӗрер салтак кӑларса тӑратма сӗнсен мӗнле пулнӑ пулӗччӗ-ха?
1 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
— Эс пӗрер пельмен ҫиеҫҫӗ тетӗн-и?
Скатерть-самобранка // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Унтан Марья Дмитриевна шкул ячӗпе Галина Владимировнӑна, Марья Петровнӑна мухтарӗ, пӗрер флакон духи парнелерӗ.
Ноябрӗн улттӑмӗшӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Сашӑпа Петька пӗрер витре йӑтнӑ, Алешӑпа юлташӗ иккӗшӗ пӗр витре, Миша пӗччен икӗ витре йӑтнӑ!Саша и Петька по одному несут, Алеша с товарищем — вдвоем одно, а Миша тот один два тащит!
Хуран вӗрет // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.