Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫӗпе (тĕпĕ: куҫ) more information about the word form can be found here.
— Мӗнле тата? — интересленчӗ Григорий, тӗссӗрленсе пыракан кӑвак тӳпе ҫинелле ыйхи сирӗлнӗ куҫӗпе пӑхса.

— А какой же он? — заинтересовался Григорий, потрезвелыми глазами глядя на бледнеющую вершину неба.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Лашусене илме комендант патне пыратӑн, — нимӗҫ арман ҫине куҫӗпе кӑтартрӗ те, хӑйӗн сӑмахӗ пирки иккӗленме юраман пек аллипе сулса, Мирон Григорьевича урапа ҫинчен анма хушрӗ.

За лошадьми придешь к коменданту, — немец указал глазами на мельницу и жестом, не допускавшим сомнений в назначении его, пригласил Мирона Григорьевича сойти.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хута салатнӑ, пӗр куҫӗпе хӑяккӑн пӑхнӑ, аллисем чӗтренӗ, чӗри хыттӑн тапнӑ.

Развернул бумагу, одним глазом искоса смотрит, руки дрожат, сердце стучит.

Сестрорецк заводӗнче // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Хулана пырса кӗмелли вырӑнсене фельдмаршал хӑй куҫӗпе курасшӑн пулнӑ, офицерсене, хут илсе, тавралӑха ӳкерме хушнӑ.

Хотел фельдмаршал сам осмотреть подступы к городу, а офицерам наказал взять бумагу и срисовывать план местности.

Умра тата хыҫра // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Подтелков чӗрне вӗҫҫӗн ҫӗкленсе тӑчӗ те, ҫара ура пӳрнисемпе таптанчӑк нӳрӗ ҫӗре тӗревлесе, сывлӑш ҫӑтрӗ, унтан шӑпланса тӑнӑ халӑх ушкӑнӗ ҫине чарӑлса кайнӑ куҫӗпе пӑхса, шӑппӑн каларӗ:

Он приподнялся на цыпочки — упираясь в сырую притолоченную землю большими пальцами босых ног, хлебнул воздуха и, обводя вылезшими из орбит глазами притихшую толпу, негромко сказал:

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вилӗме унчченех хӑйсен куҫӗпе курса тӑраннӑ фронтовиксем тата ҫиллисене шӑнарайман стариксем ҫеҫ вырӑнтан тапранмасӑр тӑчӗҫ.

Остались лишь фронтовики, вдоволь видевшие смерть, да старики из наиболее остервенелых.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Унтан, кулкаласа, куҫӗпе ҫӗрелле пӑхрӗ.

 — И улыбчиво потупил глаза.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ӑна куҫӗпе ҫиелтен йӗрлесе тухрӗ те ыйтрӗ:

Тот, бегло прочитав его, спросил:

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Подтелкова аяккарах чӗнсе илчӗ те, куҫӗпе ҫӗрелле пӑхса, каларӗ:

Он отозвал Подтелкова в сторону, — потупясь, сказал:

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лайӑх ӑратлӑ вӑкӑр ҫине ирӗксӗр ҫӗртен киленсе пӑхса тата куҫӗпе унӑн сарӑрах хӗрлӗ ҫӑмне ачашласа, Лагутин ассӑн сывласа илчӗ те пӑлханчӑк шухӑшсен чӑлханчӑк ҫыххинчен пӗрне кӑна туртса кӑларчӗ: «Пирӗн станицӑначчӗ ҫакӑ. Вӗтӗрех пирӗн енчи вӑкӑрсем».

И, нехотя любуясь породистым бугаем, лаская глазами его красную с подпалинами шерсть, Лагутин сквозь рой встревоженных мыслей вынес со вздохом одну: «Нам бы в станицу такого. А то мелковаты бугайки у нас».

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Вар анать ман, хисеплӗ аттесем!.. — уҫӑмсӑррӑн мӑкӑртатса хуравларӗ Федот, калмӑксенни майлӑ чапрас куҫӗпе ҫӗрелле пӑхса.

— Грызь у меня, господа старики!.. — невнятно шептал Федот, скромно потупив раскосые, калмыцкие глаза.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Офицер, куҫӗпе халӑх ушкӑнӗ тӑрӑх йӗрлесе пӑхса, хыҫалта пуҫне чиксе тӑракан Григорий тӗлӗнче чарӑнчӗ, ӑшшӑн кулса илсе, кӑшкӑрса каларӗ:

Офицер, скользя по толпе глазами, остановился на видневшейся позади склоненной голове Григория, — улыбаясь, крикнул:

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл аллипе шӑлавар кӗсйине ҫапса кӑтартрӗ те ахӑлтатса кулса ячӗ, унтан, казак арӑмӗ ҫине куҫӗпе тирӗнсе, ҫав самантрах кулма чарӑнчӗ.

Он похлопал себя по карману штанов, отрывисто похохотал и круто оборвал смех, упершись глазами в хозяйку.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчук ӑна, куҫӗпе тав туса, аллине вӑйсӑррӑн хускатса илчӗ.

Бунчук поблагодарил взглядом, слабым движением руки.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Правительствӑри пысӑк чинлӑ членсенчен пӗринпе сыв пуллашнӑ вӑхӑтра Каледин куҫӗпе Каревпа темскер пӑшӑлтатакан Янов ҫине пӑхса тӑрать.

Прощаясь с одним из матерых членов правительства, Каледин следил глазами за Яновым, о чем-то шептавшимся с Каревым.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Подтелков куҫӗпе тем хыпашланӑ пек ун еннелле пӑхса илчӗ.

В его сторону пополз щупающий взгляд Подтелкова.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вак-тӗвек ыйтусем панӑ тата пӗр-пӗрин шухӑшӗсемпе кӗскен паллашнӑ хыҫҫӑн Каледин, кӑкӑрӗпе сӗтел хӗррине сӗвенсе, куҫӗпе Подтелков ҫине тирӗнчӗ, ыйтса пӗлчӗ:

После малозначащих вопросов и краткого обмена мнениями Каледин спросил, грудью наваливаясь на край стола, упирая взгляд в Подтелкова:

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ӑна тепӗр офицер, ҫамрӑкраххи, куҫӗпе ӳпкевлӗн пӑхса чарчӗ.

Его остановил упрекающим взглядом другой, помоложе.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Мирон Григорьевич чылайччен тӑчӗ ҫав кун хыҫалти картишӗнче, юрпа кӳпчесе кайнӑ улӑх ҫине, Донӑн симессӗн-кӑвакӑн курӑнса выртакан пӑрлӑ ҫи виттийӗ ҫине куҫӗпе йӗрлесе пӑхрӗ, шухӑша кайрӗ:

Мирон Григорьевич в этот день долго стоял на заднем базу, глядел на взбухший снегом луг, на ледяную сизо-зелень Дона, думал:

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хуҫине хӑй ҫывӑхнех ярать вӑл, ун аллинчи йӗвен ҫине хӑмӑр кӑвак куҫӗпе чалӑшшӑн пӑхса илет те унтан каллех, ҫурӑмне авса хурса, урӑм-сурӑммӑн тапса сикет.

Подпускал хозяина, косил фиолетовый глаз на уздечку в его руках и вновь вытягивал спину в бешеном намете.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed