Шырав
Шырав ĕçĕ:
Полозов, ҫакӑнпа савӑннӑскер, гостинӑйри сӗтел хушшинче укҫа хучӗсене пӑхкаласа ларать, лешсем гостинӑй витӗр тухса кайнӑ чух (вӗсем урамалла тухакан тӑватӑ пӳлӗм тӑрӑх ҫӳреҫҫӗ), хӗрӗпе Бьюмонт калаҫуне те кӑшт итлет.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Катерина Васильевна Вера Павловна ҫинчен пурне те аса илчӗ, анчах ун асӗнче Вера Павловна малтан мӗнле курни ҫеҫ юлнӑ; вӑл хӗрсе кайсах, Вера Павловнӑн сӑнӗ-пичӗ, пӗвӗ-сийӗ ҫинчен, вӑл мӗнле калаҫни ҫинчен, пӗр сӑмахпа каласан, ҫӗнӗ ҫынпа тӗл пулсан малтанах мӗн куратӑн, ҫавсене пӗтӗмпех каласа пачӗ; анчах малалла вара вӑл Вера Павловна ҫинчен ним те астумасть — асра мастерской, мастерской, мастерской та Вера Павловна мастерской ҫинчен каласа пани кӑна юлнӑ; ун ҫинчен ӑнлантарса панисене вӑл пурне те ӑнланнӑ, анчах Вера Павловнӑна хӑйне вара, тӗл пулсан кӑшт калаҫкаланӑ хыҫҫӑн, малалла ним те ӑнланман.
XII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Паллах, юратнӑ пулсан, вӑл ҫакна тумастчӗ ӗнтӗ, характерне кура — суйма юратман вӑл, — апла каламастчӗ те; анчах Соловцова ун чухне вӑл кӑшт ҫеҫ кӑмӑлланӑ, кӑмӑлламан тесен те юрать: Соловцов уншӑн ыттисенчен интереслӗрех пек ҫеҫ туйӑннӑ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пӗр сӑмахпа каласан, ҫав ҫамрӑксемпе ларма мана нимӗнле кӑмӑл та, туйӑм та туртман, вӗсемпе ларнӑ чухне эпӗ хам умра ҫынсене мар, шухӑшлама, калаҫма пултаракан темиҫе этеме ҫеҫ кураттӑм; манӑн вӗсемпе калаҫни пӗччен чухне шухӑшласа ларнинчен кӑшт ҫеҫ уйрӑлса тӑратчӗ; кунта манӑн пӗр япала — чи сахал ывӑнакан япала — ӑс-тӑн кӑна ӗҫлетчӗ.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӗсем патне кукша пуҫлӑ тепӗр старик пырса ҫитрӗ те пушӑ вырӑн кӑшт кӑна юлчӗ, ҫав вӑхӑтрах ӑна та хӗрлӗ сӑмсаллӑ ҫурма ҫарамас этем пырса йышӑнчӗ, ҫапла ҫурма ҫаврашкаран ҫаврашка пулса тӑчӗ.
Халӑха кӑтартма // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 107–114 стр.
Ҫавӑн пек сасӑсене итлесе, ҫавӑн пек пит-куҫ ҫине пӑхса, Вера Павловна пӗтӗмпех мар, кӑшт ҫеҫ, ҫук, кӑшт ҫеҫ те мар, пӗтӗмпех тенӗ пекех шухӑшлама пуҫларӗ: питӗ кирли нимех те ҫук, вӑл ахаль ӗмӗте ҫеҫ вӑйлӑ та хӗрӳллӗ ҫулӑм тесе шутланӑ иккен, ҫав ӗмӗт вӑл пӗр йӗр хӑвармасӑр темиҫе кун хушшинчех саланса кайӗ, е хӑй ун пек шухӑшламан, ун пек маррине туятӑп тесе шухӑшланӑ-и тата вӑл? — ҫапла, ку вӑл ун пек мар, ун пек мар, ун пек вӑл, хӑй ҫапла шухӑшлать пуль тесе, хытӑрах та хытӑрах шухӑшлама пуҫланӑ, — вӑл, чӑнах та, пӗтӗмпех ҫапла шухӑшлать иккен, — ҫак лӑпкӑ та пӗр пек илтӗнекен, нимех те пулман-ха текен сасса илтсессӗн, епле шухӑшламӑн-ха тата?
XXIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫак сӑмахсене кӑшт улӑштарса, тӑрсан-тӑрсан темиҫе хут каланипе вӑхӑт нумай иртрӗ, вӑл вӑхӑта чӑтса ирттерме Лопухова та, Вера Павловнӑна та йывӑр пулчӗ.
XXIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах вӑл хӑйӗн ролӗнче ытла та ӑста артист пулнӑ, унӑн Вера Павловнӑпа ташлас килмен, вӑл ҫавӑнтах ҫавна асӑрхама пултарнине ӑнланса илчӗ, ҫавӑнпа вара кӑшт иккӗленсе тӑнинчен, Вера асӗнче, — ку иккӗленӳ; Вера Павловнӑна та, никама та пырса тивмен, — пӗчӗк, чи ҫӑмӑл ыйту кӑна тӑрса юлчӗ, хӑй тӗллӗн ҫеҫ илсен, ҫав ыйту, хӑна-юрӑҫӑ пӑшӑлтатнине пӑхмасӑр, хӑех ҫавӑн пек чи пӗчӗк, ниме те тӑман ыйтусем шутсӑр нумай пӑшӑлтатнине пӑхмасӑр, ҫав хӑех ҫавӑн пек чи пӗчӗк, ниме те тӑман ыйтусем шутсӑр нумай пӑшӑлтатман пулсан та, Верӑшӑн хӑйӗншӗн те паллӑ мар пулса юлнӑ пулӗччӗ.
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кирсанов кӑшт шуралса кайрӗ те нумайччен уссине пӗтӗрчӗ.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫав ҫыннӑн мӗнле те пулин вӑйлӑ туйӑм пулнӑ, тейӗпӗр — унӑн юратас килнӗ, ку тӗслӗх валли кӑна вӗт, — калӑпӑр, вӑл пачах та юратма пултарайман е кӑшт юратнӑ пулсассӑн, эпӗ вӑл хӑй тӗветкеллӗ пулассине хирӗҫ нимӗн те каламӑттӑмччӗ, анчах уншӑн кам та пулин ют ҫын кӑларса тӑратакан теветкеллӗхе хирӗҫ мар.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Каламасӑр юрамасть, Александр, — терӗ Лопухов лӑпкӑн, кӑшт уҫах мар сасӑпа, — эсӗ пӑркаланнине аван ӑнлантӑм эпӗ.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вера Павловнӑн кӑшт салхуллӑн каланӑ сӑмахӗсенче ӳпкелени илтӗнчӗ; анчах ӳпкелени ҫакна пӗлтернӗ-ҫке-ха:В словах Веры Павловны, сказанных с некоторой грустью, слышался упрек; но ведь смысл упрека был:
XX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Иккӗшӗ те вӗсем чылаях ҫӳлӗ те яштака ҫынсем, Лопухов кӑшт сарлакарах, Кирсанов кӑшт ҫӳлӗрех.
X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кирсановӑн сарӑ ҫӳҫӗ чылай тӗттӗмрех, куҫӗсӗм тӗттӗм сенкер, сӑмси грексенни пек тӳрӗ, ҫӑварӗ пӗчӗк, пичӗ кӑшт вӑрӑмрах, ӳчӗ шап-шурӑ.
X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кирсановран хурарах Лопухов тӗттӗм хӑмӑр ҫӳҫлӗ, йӑлтӑртатса тӑракан хӑмӑр куҫлӑ, вӗсем хура куҫсем пекех курӑнаҫҫӗ, сӑмси ӑмӑрткайӑкӑнни пек авӑнчӑк, тутисем хулӑн, пичӗ кӑшт тӑрӑхла.
X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Лопуховӑн ун чухне пӗр йӗрке пулнӑ: хӗрарӑмсемсӗр пуҫне никам умӗнче те пӑрӑнмастӑп; пӗр-пӗрне хулпуҫҫисемпе сӗртӗнеҫҫӗ; лешӗ кӑшт ҫаврӑнать те: «Этем мар эсӗ, выльӑх», тет, татах малалла вӗрентме хатӗрленет, анчах Лопухов ун еннелле ҫаврӑнать те ӑна ҫавӑрса илсе канава туртса антарать, питӗ асӑрханса вырттарать ӑна вӑл, вара калать: «Эсӗ ан сиккелен, атту пылчӑк тарӑнрах ҫӗре сӗтӗрсе кӗретӗп», — тет.
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Дмитрий хӑйне лайӑхрах туять ӗнтӗ, тата виҫ-тӑватӑ кун кӑшт йывӑртарах пулӗ, анчах ӗнерхинчен йывӑрах мар, унтан вара тӳрленме пуҫлӗ.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ирӗк те ӗҫлӗ-хӗллӗ пурнӑҫ, кӑшт ачаша вӗренни — хӑйӗн ӑшӑ та ҫемҫе вырӑнӗнче ачашланса выртни, хӑйма тата хӑймапа пӗрле печенисем ҫини, — ҫак пурнӑҫ Вера Павловнӑна питӗ килӗшет.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вера Павловна, — халӗ ӗнтӗ вӑл тепӗр ирччен Вера Павловна пулать, — килти ӗҫсене тӑвать: унӑн пӗр служанка ҫеҫ вӗт, ҫамрӑк хӗрача, ӑна йӑлтах вӗрентес пулать: вӗрентсе ҫитеретӗн ҫеҫ, ҫӗнӗ хӗрача тытса йӗркене вӗрентмелле, служанкӑсем Вера Павловна патӗнче нумай пурӑнмаҫҫӗ, пурте качча кайса пыраҫҫӗ — ҫур ҫул е кӑшт ытларах иртет-и унта, куратӑн — Вера Павловна хӑйне валли мӗнле те пулин пелеринка е ҫакӑсем ҫӗлет, хӑйматлӑх амӑшӗ пулма хатӗрленет; кунта килӗшмесӗр тӑма юрамасть вара, — «епле-ха, Вера Павловна, эсир пурне те хӑвӑр турӑр вӗт, сирӗнсӗр пуҫне никам та ҫук», теҫҫӗ.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑраннӑ хыҫҫӑн Вера Павловна вырӑн ҫинче нумайччен ачашланса выртать; вӑл ачашланма юратать, кӑшт тӗлӗрнӗ пек пулать, ҫук, тӗлӗрмест вӑл, мӗн тумалли ҫинчен шухӑшлать; выртать вӑл тӗлӗрмесӗр, шухӑшламасӑр — ҫук, шухӑшлать: «Епле ӑшӑ, ҫемҫе, аван, питӗ ырӑ ирхине ачашланса выртма; упӑшки, урӑхла каласан, «савнӑ тусӗ» вӑтам пӳлӗмрен, — ҫук, вӑтам пӳлӗмсенчен пӗринчен, халӗ ӗнтӗ вӑтам пӳлӗм иккӗ, ку вӑл качча тухни тӑваттӑмӗш ҫул ҫине кайсан-ҫке-ха, — «Верочка, вӑрантӑн-и?» — тесе каличчен ачашланса выртать.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.