Шырав
Шырав ĕçĕ:
Аниҫҫе Корней арӑмӗпе, Пелагейӑпа, питӗ туслӑ пулнӑ, ҫак вӑрҫӑра вӗсем иккӗшӗ те хӑйсен пӗрремӗш ачисене — аслӑ ывӑлӗсене ҫухатнӑ, пӗрле пулнӑ чухне вӗсене асӑнса ерипен йӗрсе илме пултарнӑ…
21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӗсем шӗвӗр сӑмсисене улӑм ӑшне чикнӗ, хӑйсен пӗр-пӗрин ҫумнелле тӗршӗннӗ шурӑ ҫурӑмӗсем улӑм ӑшӗнчен шыв юхса якатнӑ чул пек курӑнаҫҫӗ.
20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӗсен вара халӗ хӑйсен мӗн тумаллине чӗри туйса тӑрать…
20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пӳртри япаласем тахҫантанпах асра юлнӑ, анчах тӗлӗнмелле — вӗсем пурте; мачча пӗрени ҫине ҫапса хунӑ тимӗр ункӑ та (ун ҫинче тахҫан Корней ачасене сиктерсе ҫывӑрттарнӑ сӑпка ҫакӑнса тӑнӑ), алӑк патӗнчи пӗрене ҫине ӗмӗрлӗхех ҫапса хунӑ тутӑхнӑ ҫекӗл те (ӑна тахҫанах, Корнейӑн хӑйӗн лаша пулнӑ чухнех ҫапнӑ, ҫекӗлӗ ҫине хӗлле лаша таврашӗ ҫакнӑ) мачча ҫинчи тусан витӗр курӑнакан краҫҫын лампи ҫунса хуратнӑ ҫаврашка та; кӗтесри тахҫан сенкер сӑрӑпа сӑрланӑ, халӗ сӑрӗ сӗвӗнсе пӗте пуҫланӑ ҫӳлӗк те (юлашки ҫулсенче ывӑлӗсемпе хӗрӗсем, турӑшсене илсе, унта хӑйсен кӗнекисемпе тетрачӗсене хунӑ) — ҫаксем пур-те куҫа ҫӗнӗлле курӑнаҫҫӗ.
20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Хӑйсен килӗ еннелле ҫаврӑнас вырӑнне Ксени, юр ӑшне пута-пута, ансӑр тӑкӑрлӑкпа кайрӗ, пӑрланса ларнӑ шыв хӗррине, пахчасем хыҫне аран-аран тапаҫланса тухрӗ.
19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Хӑйсен килӗнчех мӗнле кулма хӑять-ха вӑл Ксенирен?
19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫак саманта вӗсем кашниех хатӗрленнӗ пулмалла, кунта, хӑйсен тӑван килӗнче, мӗн курма пултарни ҫинчен кашниех хӑйне евӗр шутланӑ ӗнтӗ, анчах вӑл ҫакӑн пек юхӑнчӑк пуласса вӗсенчен никам та кӗтмен: кӑмака вырӑнӗнче кирпӗчсем сапаланса выртаҫҫӗ, чӳрече янаххисем типсе, хавшаса кайнӑ, вӗсене юр витнӗ, мачча патӗнче тусанлӑ шпалер татӑкӗсем сыхланса юлнӑ.
18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ксени: аттесем киличчен кӗҫӗн йӑмӑка Васенӑна пӗччен пӑрахса хӑварма пултараймастӑп, терӗ, анчах Иннокентий ӑна хӑйне евӗр ӑнланчӗ — ун Иннокентий патне ахаль, никама систермесӗр куҫса каяс килмест, ун чӑн-чӑн шавлӑ туй тӑвас, ҫав туя мӗн пур тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисене чӗнес килет пулас, халӗ вӑл хӑйсен пӗтӗм ҫемйи Черемшанкӑна таврӑнасса кӗтет ҫеҫ ӗнтӗ.
15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Вӑл чакаланса хӑй айӗнчен ытларах сирпӗтет, пирӗн ырӑ ҫынсем вара хӑйсен айне ытларах чикеҫҫӗ, тепӗр чухне тата хӑйсене те, ҫынсене те нимӗн те лекмест.
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Трубкӑра хуллен ҫатӑртатнине илтсен ҫеҫ вӑл хӑйсен калаҫӑвне татманнине, секретарӗн унпа урӑх калаҫас килменнине ӑнланса илчӗ.
11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл каялла ҫаврӑнса, хӑйсен ҫурчӗ патнелле утрӗ.
10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ворожнев, Тырцев, бухгалтер тата кладовщик хӑйсен вырӑнӗсенчен сиксе тӑчӗҫ те пукансемпе кӗмсӗртеттерме пуҫларӗҫ, хаяррӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра ячӗҫ:
10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл лаша витине кӗмесӗрех, хӑйсен килнелле пӑрӑнчӗ, тилхепине пӑрахрӗ те, тӳсӗмне йӑлтах ҫухатса, алӑка туртрӗ.
10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Хӑйсен пӳрчӗ умне ҫитсен, Егор лашине чарчӗ те пас тытнӑ чӳречерен чӑпӑркка аврипе шаккарӗ.Проезжая мимо своей избы, Егор сдержал лошадь и постучал кнутовищем в обметанное изморозью окошко.
9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Калӑпӑр, мана мӗнле те пулин вырӑна суйланӑ ҫынсем ман пата канаш ыйтма пымаҫҫӗ пулсан, мана хӑйсен хуйхи-суйхине, пысӑк-и вӑл, пӗчӗк-и, пӗлтермеҫҫӗ пулсан, эпӗ пӑшӑрханма пуҫлатӑп, ӑнланатӑн-и?..
7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Хӑнасем чӳрече патне пырса кӗпӗрленнӗ, кам пӳрчӗ ҫунать-ши тенӗ, анчах вӗсенчен пӗри те хӑйсен пӳрчӗшӗн пӑшӑрханман, пушар патне кайма та шутламан.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Шыв яла ҫутӑ такана пек ҫавӑрса илсе юхнӑ, ун тӑрӑх, хӑйсен гудокӗсене улӑхсем ҫийӗн салатса, шурӑ пӑрахутсем ишнӗ, анаталла, юхха май, симӗс ҫӗлӗклӗ хӳшӗсем лартнӑ сулӑсем туртӑннӑ, вӗсем ҫинче кӑвайтсен кӑвак тӗтӗмӗ йӑсӑрланнӑ; ҫиллес буксирсем, пӑшлатса, хартлатса хӑйсем хыҫҫӑн пысӑк баржӑсем, йывӑҫ тиенӗ суднӑсем туртса пынӑ.
2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Костьӑпа амӑшӗ куккӑшӗн сарайӗнче вырнаҫнӑ, унта хӑйсен чечеклӗ шуҫпа сӑрнӑ пысӑк арчине лартнӑ, кирлӗ мар пирки кӑларса пӑрахнӑ кивӗ кравать ҫинче иккӗшӗ пӗрле ҫывӑрнӑ.
2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫакӑ ӑна, вӗлт ҫеҫ иртен мӗлке пек, хӑйсен пӳртне аса илтерчӗ, Константин пӗр саманта куҫне хупрӗ те хӑйне тӑван пӳрчӗн ӗнтрӗкӗнче курчӗ.
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫумӑр сасартӑк чарӑнчӗ, вӑл ҫуса тасатнӑ урамсем шыв ҫинче хӑйсен ҫутисене йӑлтӑртаттарчӗҫ.Дождь внезапно стих, умытые улицы струили в отражении свои огни.
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.