Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аслӑ the word is in our database.
аслӑ (тĕпĕ: аслӑ) more information about the word form can be found here.
Сӑмах май, 2014 ҫулта халӑх культурине упраса хӑварас, йӑла-йӗркене аталантарас, ачасене, аслӑ ӑрурисене тӑван тата тӗнче культурипе ҫывӑхлатас тӗлӗшпе тунӑ ҫитӗнӳсемшӗн культура учрежденине Раҫҫей Президенчӗн 100 пин тенкӗлӗх грантне панӑ.

Help to translate

Ку ҫуртра чӑнах та ӑшӑ // Надежда ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Сӑмахран, Владимир Васильевпа Евгений Терентьев вӗрентекенӗн ҫулне суйланӑ: пӗри — Шупашкарти, тепри Мускаври аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенче пӗлӗве тарӑнлатаҫҫӗ.

Help to translate

Ку ҫуртра чӑнах та ӑшӑ // Надежда ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Аслӑ медсестран опычӗ пысӑк.

У старшей медсестры опыт большой.

«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Кӑнтӑрлахи стационарта 7-ӗн ӗҫлетпӗр: 2 тухтӑр, аслӑ медсестра тата 4 медсестра.

Help to translate

«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ҫапӑҫури паттӑрлӑхпа хӑюлӑхшӑн III степень Мухтав орденне, II степень Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденне, «Японие ҫӗнтернӗшӗн», «1941-1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медальсене тивӗҫнӗ.

Help to translate

Салтак шинелӗ ҫӑлса хӑварнӑ // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх — Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи Хурамалтан Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине 400 яхӑн ҫын тухса кайнӑ.

Help to translate

Салтак шинелӗ ҫӑлса хӑварнӑ // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

«Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ кашни салтака, ҫапӑҫу хирӗнчен таврӑннӑ хыҫҫӑн пурнӑҫран уйрӑлнӑ кашни ветерана асра тытса пӗр минут шӑп тӑрас-тӑк, тӗнче аллӑ ҫуллӑха шӑпланӗччӗ», — ҫакӑн пек шухӑша вуланӑччӗ эпӗ нумаях пулмасть социаллӑ сетьре.

Help to translate

Салтак шинелӗ ҫӑлса хӑварнӑ // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Республикӑри аслӑ шкулсем ҫумӗнче студентсен 50 ытла ӑcлӑлӑх кружокӗ ӗҫлет.

При вузах республики успешно функционируют более 50 студенческих научных кружков.

Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2014) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=2703196

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе инвали-чӗсене илес-тӗк - 5,7 пин ытла ҫын пурӑнмалли условисене лайӑхлатнӑ.

Help to translate

Тӗп вырӑнта - строительство ыйтӑвӗсем // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Кунта Аслӑ Таяпа, Яманчӳрел, Комсомольски ялӗсенчи командӑсем палӑрнӑ.

Help to translate

Ҫӑварнине анлӑн уявланӑ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

«Вырӑссен аслӑ писателӗ Максим Горький /Йӳҫ Макҫӑм текенни те пулчӗ ӑна/ е чӑвашсенчен Никифор Мранькка ятарлӑ пӗлӳсӗрех пӗтӗм халӑха тыткӑнлакан хайлавсем, тӗлӗнмелле чаплӑ романсем таранах ҫырнӑ-ҫке!» - парӑнассӑм килмерӗ манӑн, хам та ҫичӗ класслӑ пӗлӳпех хаҫатра ӗҫлеме тытӑннӑран, каярахпа темиҫе кӗнеке те кӑларма пултарнӑран.

Help to translate

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Аслӑ Таяпа ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.Сапожникова пушар хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркисене мӗнле пурнӑҫлани ҫинчен каласа пачӗ.

Help to translate

Шыв-шур, пушар ан кӑтарттӑр шар // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Аслӑ Пӑла Тимеш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне А.Портнова Энтепери пӗвене юсасси шухӑшлаттарать.

Help to translate

Шыв-шур, пушар ан кӑтарттӑр шар // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Аслӑ Пӑла Тимеш ял тӑрӑхӗнче пурӑнакан хӑш-пӗр хуҫалӑхсем кашни ҫул тенӗ пекех ҫурхи шыв кил-ҫурта кӗрсе сиен кӳнипе нуша кураҫҫӗ.

Help to translate

Шыв-шур, пушар ан кӑтарттӑр шар // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Чылайӑшӗ асӑннӑ укҫа-тенкӗпе усӑ курнӑ: 673 ҫемье пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатнӑ, 19-шӗ ачисем аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенче пӗлӳ пухнӑшӑн е ачасене садикре воспитани панӑшӑн тӳленӗ.

Help to translate

Ача амӑшӗсене - пулӑшу // З.ЯКОВЛЕВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Анчах вӗсен аслӑ ывӑлӗ пӗлтӗр йывӑр чире пула пурнӑҫран уйрӑлчӗ.

Help to translate

Техника штурвалне алӑран яман // Владимир ЕГОРОВ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.18

Аслӑ ачисем халӗ йӑваран вӗҫсе тухса саланнӑ.

Help to translate

«Хресчен сассипе» - чӗрӗк ӗмӗр // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Ара, ӑна пуҫарса яраканӗ те класс ертӳҫи, аслӑ категориллӗ вӗрентекен Ирина Вячеславовна Григорьева-ҫке.

Help to translate

Упа та, слон та — тем те пур кунта! // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Атте хуткупӑс калама ӑста, уҫӑ саслӑ аслӑ аппапа юрӑ шӑрантарма юрататпӑр.

Help to translate

Умра — хӗрӳ тапхӑр // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Хӗрӗ Ирина ун чухне Шупашкарта аслӑ пӗлӳ илнӗ, пурӑннӑшӑн, вӗреннӗшӗн ашшӗ тӳлесе тӑнӑ.

Help to translate

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed