Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗтӗмпех the word is in our database.
пӗтӗмпех (тĕпĕ: пӗтӗмпех) more information about the word form can be found here.
— Вӑл 159 гектар, — терӗ. — Тырӑ сутмастпӑр, пӗтӗмпех 250-300 пуҫ выльӑха, ҫав шутра сӑвакан 104 ӗнене ҫитерме яратпӑр.

Help to translate

С.Чернуха фермер вир ҫеҫ акрӗ // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Унччен кашни больница медикаментсене, ыттине хӑй тӗллӗн туяннӑ, халь пӗтӗмпех — централизациленӗ майпа.

Help to translate

Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Видеосӑнав, ҫирӗп тӗрӗслев тата ытти те — пӗтӗмпех питӗ тӗплӗ йӗркеленӗ.

Help to translate

Саккунсӑр услам — ҫӗр-ҫӗр миллион тенкӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Пӗтӗмпех вӑрттӑнлӑхра тытнӑ.

Все держали в секрете.

Саккунсӑр услам — ҫӗр-ҫӗр миллион тенкӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ҫавӑнпа эпир ҫакнашкал хӑрушӑ инкек урӑх нихӑҫан та ан пултӑр тесе хамӑртан мӗн килнине пӗтӗмпех тума тӑрӑшатпӑр.

Help to translate

Алена Аршинова: «Ҫӗнтерӳ кунӗ - чи пысӑк уяв» // Алена Аршинова. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Пӗр кунра пӗтӗмпех ҫухатнӑскер лайӑххине курми пулать, ҫынсене ӗненме-шанма пӑрахать.

Help to translate

Вампилов пьесисем кивелмеҫҫӗ // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Ялта та хулари пекех пурӑнма майсем туса парас енӗпе пӗтӗмпех пурнӑҫлӗҫ.

Help to translate

Вырӑнти влаҫ - ял ҫыннисемшӗн чи ҫывӑххи // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Пӗтӗмпех - «Единая Россия» командипе ӗҫлесе, республикӑра пурӑнакансен кӑмӑлне тивӗҫтерес тӗллевпе.

Help to translate

Вырӑнти влаҫ - ял ҫыннисемшӗн чи ҫывӑххи // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Вӗсем пӗтӗмпех ҫынсен интересӗсене хӳтӗлессипе ҫыхӑннӑ.

Help to translate

Пӗтӗмпех - ҫынсемшӗн // Г.АДЮКОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Чунра мӗн пулса иртнине пӗтӗмпех йӗркипе палӑртса тухатӑр.

Help to translate

Мӗнле сӗткен килӗшет? // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.04.20. 15№

28. Ҫакӑн хыҫҫӑн Иисус, ӗнтӗ пӗтӗмпех пулса ҫитнине пӗлсе, Ҫырура каланине пурӑнӑҫласа, ҫапла калать: ӑшӑм хыпрӗ, тет.

28. После того Иисус, зная, что уже все совершилось, да сбудется Писание, говорит: жажду.

Ин 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Иисуса хӗрес ҫумне пӑталасан, салтаксем Унӑн тумтирне илсе кашни валли пӗрер пай туса тӑватӑ пая уйӑрнӑ, хитонне те илнӗ; хитонӗ ҫӗлесе тунӑскер пулман, ӑна ҫӳлтен пуҫласа пӗтӗмпех тӗртсе тунӑ пулнӑ.

23. Воины же, когда распяли Иисуса, взяли одежды Его и разделили на четыре части, каждому воину по части, и хитон; хитон же был не сшитый, а весь тканый сверху.

Ин 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Эсӗ Мана тӗнчерен панӑ ҫынсене Эпӗ Санӑн ятна пӗлтертӗм; вӗсем Санӑнччӗ, Эсӗ вӗсене Мана патӑн, вӗсем Санӑн сӑмахна упраса хӑварчӗҫ; 7. Эсӗ Мана пани пӗтӗмпех Санран килнине халӗ ӗнтӗ вӗсем ӑнланса илчӗҫ: 8. Эпӗ вӗсене Мана Ху панӑ сӑмахсене каласа патӑм та, вӗсем ӑна хапӑл турӗҫ, Эпӗ Сан патӑнтан килнине чӑнласах ӑнланчӗҫ, Мана Эсӗ янине ӗненчӗҫ.

6. Я открыл имя Твое человекам, которых Ты дал Мне от мира; они были Твои, и Ты дал их Мне, и они сохранили слово Твое; 7. Ныне уразумели они, что все, что Ты дал Мне, от Тебя есть, 8. ибо слова, которые Ты дал Мне, Я передал им, и они приняли, и уразумели истинно, что Я исшел от Тебя, и уверовали, что Ты послал Меня.

Ин 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Эпӗ сире чура теместӗп ӗнтӗ: чура вӑл хуҫи мӗн тунине пӗлмест; Эпӗ сире Хам Аттемрен мӗн илтнине пӗтӗмпех каласа патӑм, ҫавӑнпа сире тусӑмсем тетӗп.

15. Я уже не называю вас рабами, ибо раб не знает, что делает господин его; но Я назвал вас друзьями, потому что сказал вам все, что слышал от Отца Моего.

Ин 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Каҫхи апат вӑхӑтӗнче, — шуйттан ӗнтӗ Симон ывӑлӗн Иуда Искариотӑн чӗрине Иисуса сутас шухӑш кӗртнӗ, — 3. Иисус, Ашшӗ пӗтӗмпех Хӑй аллине панине пӗлсе тата Хӑй Турӑ патӗнчен аннине, Турӑ патне каяссине пӗлсе, 4. апат тунӑ ҫӗртен тӑнӑ та, ҫиелти тумтирне хывса, алшӑлли илсе, ӑна пилӗкне ҫыхнӑ; 5. унтан ҫӑвӑнмалли савӑта шыв янӑ та, вӗренекенӗсенӗн урисене ҫуса, пилӗкне ҫыхнӑ алшӑллипе шӑла пуҫланӑ.

2. И во время вечери, когда диавол уже вложил в сердце Иуде Симонову Искариоту предать Его, 3. Иисус, зная, что Отец все отдал в руки Его, и что Он от Бога исшел и к Богу отходит, 4. встал с вечери, снял с Себя верхнюю одежду и, взяв полотенце, препоясался; 5. потом влил воды в умывальницу и начал умывать ноги ученикам и отирать полотенцем, которым был препоясан.

Ин 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Иисус сӑмахне малалла тӑснӑ: Эпӗ пӗр ӗҫ турӑм та, эсир пурсӑр та тӗлӗнетӗр; 22. Моисей сире ӳт кастарма хушнӑ, — ку йӑла Моисейрен те мар, аҫӑрсенчен тухнӑ, — эсир ӗнтӗ шӑматкун та ӳт касатӑр; 23. Моисей саккунне пӑсас мар тесе, ҫын шӑматкун та ӳт кастарать пулсан, мӗнле-ха эсир Мана Эпӗ шӑматкун ҫынна пӗтӗмпех сыватнӑшӑн ҫилленетӗр?

21. Иисус, продолжая речь, сказал им: одно дело сделал Я, и все вы дивитесь. 22. Моисей дал вам обрезание [хотя оно не от Моисея, но от отцов], и в субботу вы обрезываете человека. 23. Если в субботу принимает человек обрезание, чтобы не был нарушен закон Моисеев, - на Меня ли негодуете за то, что Я всего человека исцелил в субботу?

Ин 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22-23. Ашшӗ никама та сут тумасть, Ашшӗне хисепленӗ пекех, Ывӑлне те хисеплеччӗр тесе сут тӑвассине Вӑл пӗтӗмпех Ывӑлне панӑ.

22. Ибо Отец и не судит никого, но весь суд отдал Сыну, 23. дабы все чтили Сына, как чтут Отца.

Ин 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Ашшӗ Ывӑлне юратать, ҫавӑнпа Хӑй мӗн тунине Вӑл Ӑна пӗтӗмпех кӑтартать; Вӑл Ӑна ҫак ӗҫсенчен те пысӑкрах ӗҫсем кӑтартӗ, эсир тӗлӗнсе кайӑр.

20. Ибо Отец любит Сына и показывает Ему все, что творит Сам; и покажет Ему дела больше сих, так что вы удивитесь.

Ин 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

39. Хӗрарӑм Ун пирки: «Вӑл мана хам мӗн тунине пӗтӗмпех каласа пачӗ» тенине илтсессӗн, ҫав хулари Самари ҫыннисем нумайӑшӗ Иисуса ӗненнӗ.

39. И многие Самаряне из города того уверовали в Него по слову женщины, свидетельствовавшей, что Он сказал ей все, что она сделала.

Ин 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Хӗрарӑм шыв кӑкшӑмне лартса хӑварнӑ та, хулана кайса, ҫынсене ҫапла калать: 29. пӗр Ҫын мана хам мӗн тунине пӗтӗмпех каласа пачӗ, кайса пӑхӑр-ха — Христос мар-ши Вӑл? тет.

28. Тогда женщина оставила водонос свой и пошла в город, и говорит людям: 29. пойдите, посмотрите Человека, Который сказал мне все, что я сделала: не Он ли Христос?

Ин 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed