Шырав
Шырав ĕçĕ:
11. Иисус вӗсене хуравласа каланӑ: тӗрӗс, малтан Илия килсе пурне те хатӗрлесе хумалла; 12. анчах та калатӑп сире: Илия килнӗччӗ ӗнтӗ, ӑна паллаймарӗҫ, ӑна вӗсем хӑйсем мӗн тӑвас тенӗ пек турӗҫ; Этем Ывӑлӗ те вӗсенчен ҫапла асап курӗ, тенӗ.
Мф 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ санӑн туту-ҫӑварна хывакан сӑмахсене — малашлӑха пӗлтерекен сӑмахсене — Манӑн халӑхӑма илтмелле кала, 2. тата вӗсене хут ҫине ҫырса хуччӑр, мӗншӗн тесессӗн вӗсем — тӗрӗс, чӑн сӑмахсем.
3 Езд 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Сире еткерлӗхе ҫӗр, Сион ҫӗрне, панӑ пулнӑ; анчах сирӗн аҫӑрсем те, эсир хӑвӑр та йӗркесӗр ӗҫсем тунӑ, Ҫӳлти Турӑ кӑтартнӑ ҫулсенчен пӑрӑннӑ, 32. Вӑл вара, тӗрӗс тӳре, мӗн панине кайран сирӗнтен туртса илчӗ.
3 Езд 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Эсӗ ҫӗре тӳрӗлӗхпе сут туман: 42. эсӗ йӑвашшисене хӗсӗрленӗ, тӑнӑҫлӑха кӑмӑллакансене кӳрентернӗ, тӗрӗс калакансене курайман, суеҫӗсене юратнӑ, лайӑх ӗҫлекенсен ҫурчӗсене ҫаратнӑ, хӑвна сӑтӑр туманнисен хӳмисене ише-ише антарнӑ.
3 Езд 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Вӑл эсӗ тӗрӗс пурӑннине курать: эсӗ пӗр вӗҫӗмсӗр хӑвӑн халӑхушӑн хуйхӑрнине, Сионшӑн хытӑ пӑшӑрханнине курать.
3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эсӗ Турӑ мӗн тунине тӗрӗс тесе йышӑнатӑн пулсан, вӑхӑт ҫитсен ывӑллӑ та пулӑн тата арӑмсем хушшинче чапа тухӑн.
3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Вӑл мана ҫапла хуравласа каларӗ: эсӗ хӑш-пӗр япаласене тӗрӗс каларӑн, санӑн сӑмахусем тӑрӑх ҫавӑн пек пулӗ те.37. Он отвечал мне и сказал: справедливо ты сказал нечто, и по словам твоим так и будет.
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Санӑн аслӑ пукану хаклӑран та хаклӑ, Санӑн мухтавна пӗлсе ҫитереймӗн, Санӑн умӑнта ҫилпе вутра ӗҫлесе тӑракан Ангелсен ҫарӗ чӗтресе тӑрать, Санӑн сӑмаху — тӗрӗс, Эсӗ калани — тавлашусӑр чӑнлӑх, 22. Эсӗ хушни — ҫирӗп, Эсӗ хӑрушӑ тытса тӑратӑн, куҫупа тӗпсӗр вырӑнсене типӗтсе хӑваратӑн, Санӑн ҫиллӳ тусене ирӗлтерсе ярать, Санӑн чӑнлӑху ӗмӗр-ӗмӗре пырать!
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вӑл мана ҫапла хуравласа каларӗ: тӗрӗс каларӑн эсӗ; мӗншӗн-ха эсӗ хӑвӑн пирки ҫакӑн евӗрлӗ шухӑшламарӑн?
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫавӑн чухне мана хуравласа калаканӗ хам патӑма янӑ Уриил ятлӑ Ангел пулчӗ, 2. вӑл ҫапла каларӗ: эсӗ ку тӗнче ҫинчен тӗрӗс мар шухӑшлатӑн, эсӗ Ҫӳлти Туррӑн ҫулне пӗлме пултараймастӑн, терӗ.
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Пире епле курайманнине куҫкӗретех кӑтартса, ытти халӑхсем хушшинчен пӗр вӗсем анчах патшасене, хӑйсене ырӑ тӑвакансене ҫине тӑрсах хирӗҫ тӑраҫҫӗ, пӗр тӗрӗс ӗҫ те тӑвасшӑн мар.
3 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Пирӗн ҫылӑхӑмӑрсене ҫӗтерсемччӗ, пирӗн тӗрӗс мар ӗҫӗмӗрсене каҫарсамччӗ, ҫак сехетре Хӑвӑн ырӑлӑхна кӑтартсамччӗ — Санӑн ырӑлӑхусем хӑвӑртрах ҫитӗҫинччӗҫ.
3 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫавӑн пек вилӗмпе вилме лекнӗ ӗнтӗ усал Менелая, ӑна ҫӗре те пытарман, — ку питех те тӗрӗс пулнӑ: 8. вӑл, Ҫӳлхуҫана парне кӳрекен вырӑна хирӗҫ — вучӗ те, кӗлӗ те сӑваплӑ шутланакан парне вырӑнне хирӗҫ — нумай ҫылӑх тунӑскер, вилӗмне те кӗл ӑшӗнче тупнӑ.
2 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Хӑйӗн йӑхташӗсене ҫапла тискеррӗн пӗтерни ҫинчен илтсессӗн, Иуда ҫакна хӑйӗн ҫыннисене пӗлтернӗ, 6. вара тӗрӗс Тӳрене Турра кӗлтуса, хӑйӗн тӑванӗсене ирсӗррӗн вӗлерекенсене хирӗҫ тухнӑ, ҫӗрле пристаньпе кимӗсене ҫунтарса янӑ, унта чупса пынисене вӗлернӗ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Хӑйӗн ирсӗр шӑршине хӑй те тӳсме пултараймасӑр, вӑл ҫапла каланӑ: «Турра пӑхӑнни тӗрӗс, вилме ҫуралнӑ ҫыннӑн Турӑпа тан пулас тесе мӑнаҫланса шухӑшлама кирлӗ мар» тенӗ.
2 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Тӗрӗс тӗпчесе пӗлсе, Ония ҫакна тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ та хӑй шанчӑклӑ вырӑна — Антиохи патӗнчи Дафна хулине — кайса пытаннӑ.
2 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Халӗ вара эсӗ, вӑрҫӑра пулӑшма мана ҫынсем ярса парсассӑн, питӗ тӗрӗс тунӑ пулӑттӑн, мӗншӗн тесессӗн хамӑн ҫар манран сивӗнчӗ, тенӗ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Хамӑр тусӑмӑрсене, Иудея халӑхне, пирӗн умӑрта хӑйсен тивӗҫне тӗрӗс туса тӑраканскерсене, пирӗнпе ырӑ кӑмӑллӑ пурӑннӑшӑн эпир ырӑ тума шухӑшларӑмӑр.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Алкимпа Вакхид патне, тӗрӗс килӗшӳ шыраса, саккун вӗрентекенсем пухӑнса пынӑ.12. К Алкиму же и Вакхиду сошлось собрание книжников искать справедливости.
1 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мӗншӗн тесен Вӑл — шӑратакан вут-ҫулӑм пек, тасатакан сӗлтӗ пек, 3. Вӑл кӗмӗл шӑратса тасатма ларӗ, Левий ывӑлӗсене, Ҫӳлхуҫана тӗрӗс парне кӳрсе тӑччӑр тесе, ылтӑнпа кӗмӗле шӑратса тасатнӑ пек шӑратса тасатӗ.
Мал 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.