Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫывӑхри (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Тупӑ сассисем, хир тӑрах кусса кайса, ҫывӑхри вӑрманта темиҫе тӗрлӗ янӑраса илеҫҫӗ.

Гулкие раскаты стлались по полю, находя в ближнем лесу многоголосые отклики.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сӑрт ярӑмӗ ҫывӑхри вӑрмана ҫитичченех мӑкӑрӑлса тӑсӑлать, малта ҫинҫе ҫулсемпе касӑлса выртакан тырпул хирӗсем шупкан курӑнаҫҫӗ, унтан каллех ешӗл ҫутӑ клевер лаптӑкӗсем.

Взгорье горбилось до ближнего леса, дальше белесились хлеба, перерезанные дорогой, и опять зеленые глянцевые ломти клевера.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫывӑхри сӑрт тӑррине улӑхсан, айлӑмра тата сӗвек сӑрт хӗрринче сапаланса выртакан Любов местечки курӑнма пуҫларӗ.

С ближнего холма завиднелось раскинутое в ложбине и по изволоку местечко Любов.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫывӑхри Александровски фольваркӗнче пост тӑрать, постра пӗтӗмпе 9 казак тата тепӗр начальник — взвод урядникӗ.

В близлежащем фольварке Александровском находился пост из девяти казаков под начальством взводного урядника.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫывӑхри ҫапӑҫусем вилӗмлӗн сывлани сисӗнет.

Чувствовалось смертное дыхание близких боев.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Каҫсерен ҫывӑхри ту вӑрӑммӑн кӗмсӗртетсе кӗрлет, стариксем сӑнанӑ тӑрӑх — сивӗтессе имӗш, анчах, тӗрессипе илсен, таччӑнах ӑшӑ ҫанталӑк ҫывхарса ҫитрӗ.

Вечерами глухо гудела гора, по стариковским приметам — к морозу, а на самом деле — вплотную подходила оттепель.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тен, эпӗ сана ҫывӑхри авӑр патне ҫитсессӗнех шыва чӑмтарса хӑваратӑп? — терӗ Григорий, кулкаласа.

Может, до первого яра, а там спихну? — улыбнулся в темноту Григорий.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Карчӑк куҫӗ пек куҫлӑ ватӑ йытӑ ами Григорий патне йӑпӑртатса чупса пычӗ, ӑна хыҫалтан шӑршласа илчӗ, пуҫне салхуллӑн усса, Григорий хыҫҫӑнах утса, ӑна ҫывӑхри лакӑм патне ҫитиччен ӑсатса ячӗ.

Старая сука со старушечьим взглядом затрусила к Григорию, обнюхала его сзади и провожала до первой балки, понуро опустив голову, ступая шаг в шаг.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӗсем площадь ҫумӗнчи чи ҫывӑхри тӑкӑрлӑкпа тухрӗҫ те Дон хӗррине анчӗҫ.

Спустились к Дону по первому от площади проулку.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫирӗп ҫавӑрса илнӗ вӑл Татарски хуторпа ҫывӑхри хуторсене, хӑйӗн сайра та йӑм-йӑм хура ҫӑмпа витӗннӗ хӑмӑр чышкине чӑмӑртанӑ.

В смуглый кулачок, покрытый редким, глянцевито-черным волосом, крепко зажал он хутор Татарский и окрестные хутора.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пилӗк ҫул хушши пурнӑҫ ҫитменнипе тертленнӗ вӑл, ҫывӑхри хуторсенчи казаксене кашни сум укҫапах улталаса, хӗстерсе пурӑннӑ, унтан, сасартӑках темле майпа пуйса кайса, Шибай Серёжкинчен — Сергей Платонович пулса тӑнӑ, станицӑра вак-тӗвек тавар лавкки уҫнӑ, ухмаха ере пуҫланӑ пупӑн пуян тупраллӑ хӗрне качча илнӗ те пусма-тавар магазинӗ уҫнӑ.

Лет пять бедствовал, жулил и прижимал казаков окрестных хуторов на каждой копейке, а потом как-то сразу вырос из Сережки-шибая в Сергея Платоновича, открыл в станице галантерейную лавчушку, женился на дочке полусумасшедшего попа, взял немалое за ней приданое и открыл мануфактурный магазин.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫывӑхри хуторсенче хупахсем ҫук, ан кӗт те!

— Кабаков нету на ближних хуторах, не жди!

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Асатте куҫӗ умне усал япаласем курӑнма пуҫларӗҫ: ҫывӑхри лав хыҫӗнчен темскерле япала, кӑвакскер, мӑйракине кӑтартать пек.

Вот и чудится ему, что из-за соседнего воза что-то серое выказывает роги…

Пӗр чиркӳри тиечук пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Хуралса ларнӑ мӑрйинчен тӗтӗм палкаса тухма тытӑнатчӗ, ҫав тери ҫӳле ҫӗкленетчӗ, пӑхсан ӗнтӗ — ҫӗлӗк ӳкмелле, ҫӗкленетчӗ те, шӗл-кӑвар пулса, пӗтӗм ҫеҫенхир тӑрӑх сапаланса каятчӗ, шуйттанӗ вара, ӑна ӗнтӗ, пӳтсӗре, асӑнма та кирлӗ марччӗ те-ха, хӑйӗн шӑтӑкӗнче ҫав тери хурланчӑклӑ сасӑпа ӗсӗклесе макӑрма тытӑнатчӗ, вӑл макӑрнине илтнипе хӑраса ӳкнӗ кураксем вара, ҫывӑхри юманлӑхран вӗҫсе хӑпарса, тискеррӗн кӑраклатса, тӳпере явӑнса ҫӳретчӗҫ.

Из закоптевшей трубы столбом валил дым и, поднявшись высоко, так, что посмотреть — шапка валилась, рассыпался горячими угольями по всей степи, и черт, — нечего бы и вспоминать его, собачьего сына, — так всхлипывал жалобно в своей конуре, что испуганные гайвороны стаями подымались из ближнего дубового леса и с диким криком метались по небу.

Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ку ӗнтӗ пӗр вӑтӑр ҫул каярах, Сорочинцы ятлӑ ялалла каякан ҫул ҫинче, пӗр вунӑ ҫухрӑм таран, ҫывӑхри тата инҫетри хуторсенчен ярмӑрккана васкакан халӑх кӗшӗлтетнӗ кун пулнӑ.

Да, лет тридцать будет назад тому, когда дорога, верст за десять до местечка Сорочинец, кипела народом, поспешавшим со всех окрестных и дальних хуторов на ярмарку.

I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Иртнӗ каҫ вара пачах ҫывӑха килсе тухрӑмӑр, полксем пӗтӗмпех ҫывӑхри ялсенче тӑраҫҫӗ..

А прошлой ночью совсем близко подошли, все полки стоят в ближних деревнях...

XXIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Батальон командирӗсем пурте: ҫывӑхри участоксенче ҫӗр каҫа гитлеровецсем вилсе пӗтнӗ пекех пулни ҫинчен, тӑшман рубежӗсенче пурнӑҫ пуррине кӑтартакан пӗр паллӑ та ҫукки ҫинчен пӗлтерчӗҫ.

Все командиры батальонов доложили, что гитлеровцы будто вымерли за ночь на ближних участках; на вражеских рубежах — никаких признаков жизни.

XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӗсем яла ҫитсе кӗрсен, тӗтӗм явӑнакан тӗлтен иртрӗҫ, Андрей вара ҫывӑхри тӑкӑрлӑкран нимӗҫ танкӗ йӑраланса тухнине курчӗ.

Когда влетели в улицу и проскочили полосу, где крутило и завивало дым, Андрей увидел, как из ближайшего слева переулка выползает немецкий танк.

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӗсем ҫийӗнчех самолета юсама тытӑннӑ тата вӗҫсе хӑпармалли вырӑна тасатма ҫывӑхри ялсенчи колхозниксене хӑваласа тухнӑ.

Они сразу же приступили к ремонту самолета и согнали колхозников из близлежащих деревень для очистки взлетно-посадочной полосы.

III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Афанасий Шошин, хӑйӗн ҫак тӗлӗшпе пулнӑ пултарулӑхӗпе усӑ курса, часах ҫитӗнӳсем турӗ: ӗнер каҫхине вӑл Пятышевран пӗрремӗш задани илсе, ҫывӑхри Горбуша ятлӑ пӗчӗк яла колхозниксен хушшинче подпольнӑй райкомӑн ҫӗнӗ листовкисене салатма кайрӗ.

Афанасий Шошин пустил в ход все свои недюжинные способности в этой области и быстро достиг успеха: вчера вечером он получил от Пятышева первое задание — побывать в ближайшей деревеньке Горбушка и распространить там среди колхозников свежие листовки подпольного райкома партии.

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed