Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫунать (тĕпĕ: ҫун) more information about the word form can be found here.
Пӗр Венера анчах, ҫутӑ хурт евӗрлӗскер, горизонт ҫийӗпе хӑйӗн бенгали хӑййине ҫунтарать; аялта ҫакӑнса тӑракан Марс йӑмӑх хӗрлӗ ҫунать тата унта та кунта канал ҫинче бакен ҫутисем хӗрлӗн-симӗссӗн мӗлтлетсе чӗтрекен пайӑркисемпе шыв ҫинче йӑмӑхаҫҫӗ.

Только над горизонтом жгла свой зеленый бенгальский огонь Венера, похожая на большого светляка, да ровным алым накалом горел низко стоявший Марс, и на канале светились тоже зеленые и красные огоньки бакенов, подрагивая в воде мерцающими усиками отражений.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Часах сывалса та ҫитрӗ, мӗншӗн тесен шӑршлам пек турӗ те: «Ах, ҫунать!..» тесе кӑшкӑрса ячӗ, вара халат пеккине уртса кухньӑна чупрӗ.

Наконец ей стало совсем хорошо, потому что она вдруг с ужасом понюхала воздух и, сказав: «Подгорел!..», накинула салоп и побежала в кухню.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пирӗн примус «чаплӑ машина, унсӑрӑн кирек мӗнле хуҫалӑх та ниме тӑмасть» тенӗскер, питӗ япӑх ҫунать.

Плохо горит наш примус — «великолепная машина, без которой ничего не стоит любое хозяйство».

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Николай Антоныч шкулта хӑй ҫинчен кам мӗн калаҫнине пӗлесшӗн ҫунать.

Николай Антоныч всегда интересовался, что о нем говорят в нашей школе.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ман халех ак чӑтма ҫук ӑш ҫунать.

— Я и сейчас уже чувствую крайнюю жажду.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ун хыҫӗнче ҫулӑм ялкӑшса ҫунать, пичӗ ун палӑрмасть, анчах тӑн-тӑн кӗлетки, вутлӑ йӑрӑмпа йери-тавра ҫавӑрса ҫырнӑ пек, уҫҫӑн курӑнать.

За ним бушевало пламя, лица Расщепея не было видно, вся его небольшая крепкая фигура была словно обведена раскаленным контуром.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Анлӑшпех ҫунать, Мускав-аннемӗр!..

— Вся занялась, матушка!..

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Кремль башнисенчен пӗри ҫунать.

Горит одна из кремлевских башен.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Кремль ҫунать! — кӑшкӑраҫҫӗ вӗсем.

— Кремль горит! — кричат они.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Таврипех ҫунать, — пӑшӑлтатса калать Степан.

— Кругом горит, — шепчет Степан.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Ӑҫта ҫунать? — ыйтатӑп эпӗ.

— Где горит? — спрашиваю я.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫунать! — кӑшкӑрать Степан.

— Горит! — кричит Степан.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Мускав ҫунать.

Москва горит.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Мускав ялкӑшса ҫунать.

Москва пылает.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫатӑрка ҫутӑ ҫулӑмпа ялкӑшса ҫунать те ванса пӗтет, тӗксӗм хӗрлӗ тӗтӗм мӑкӑрланса тӑран ҫӗлӗк пек кӑвайт ҫийӗн ҫӗкленет.

Головешки вдруг вспыхивают и рассыпаются, темно-красный дым стоит над костром клубящейся шапкой.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чӗрем манӑн ҫунать.

Сердце мое горело.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Чӗрем ҫунать.

Сердце щемит,

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫав самантра унпа куҫма куҫ пултӑмӑр: унӑн куҫҫуль сӑрхӑнчӗ: алли манӑн алӑ ҫине тӗреннӗ май чӗтренсе илчӗ: пит ҫӑмартийӗ ҫунать; вӑл хӗрхенет мана!

В эту минуту я встретил ее глаза: в них бегали слезы; рука ее, опираясь на мою, дрожала; щеки пылали; ей было жаль меня!

Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Сӑнсӑр пит ҫӑмартисем путса анчӗҫ, куҫӗсем тата пысӑкланчӗҫ, тути ҫунать.

бледные щеки впали, глаза сделались большие, губы горели.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ҫӗр урай варринче вучах ҫатӑртатса ҫунать; маччари тӗнӗ витӗр тухакан тӗтӗме ҫил каялла вӗрсе кӗртет те, шалта нимӗн курӑнми пулса тӑрать, пайтах вӑхӑт ирттермелле пулчӗ манӑн мӗн те пулин куриччен: вут умӗнче икӗ карчӑк тата темӗн чухлӗ ача-пӑча ларса тухнӑччӗ, вӗсемпе пӗрле ҫӗтӗк-ҫатӑк тумланнӑ пӗр типшӗмрех кӑна грузин ларатчӗ.

Посередине трещал огонек, разложенный на земле, и дым, выталкиваемый обратно ветром из отверстия в крыше, расстилался вокруг такой густой пеленою, что я долго не мог осмотреться; у огня сидели две старухи, множество детей и один худощавый грузин, все в лохмотьях.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed