Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫӑвар the word is in our database.
Ҫӑвар (тĕпĕ: ҫӑвар) more information about the word form can be found here.
Шӑлу ҫӑвар тулли.

Зубов вон полон рот.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Прохор ҫӑвар туллин кулса вӗҫтерсе пычӗ те Григорие чӗлпӗр ывӑтса пачӗ.

Прохор, с улыбкой во весь рот, подскакал и кинул повод Григорию.

XLV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тӑратӑн ҫӑвар карса! — куҫне ялтӑртаттарса илчӗ Григорий.

Зеваешь! — Григорий сверкнул глазами.

XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Чи хыҫалти ҫуна ҫинче ларса пыракан пӗр пулеметчикӗ сулӑнкӑра юр ҫине ывтӑнса юлчӗ те, ездовой, усаллӑн ятлаҫса илсе, лашисене хӑвӑрт ҫул хӗрринелле пӑрса тытрӗ; сирпӗнсе юлнӑ пулеметчик ҫуна ҫине сиксе ларичченех вара хӗрлӗармеецсем ҫӑвар тулли ахӑлтатса кулчӗҫ.

Один из пулеметчиков на раскате сорвался с задних саней, и ядреный и смачный хохот красноармейцев звучал до тех пор, пока ездовой, матерясь, не завернул лихо лошадей и упавший пулеметчик на ходу не вскочил в сани.

XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Анчах Чир казакӗн сӑмахӗ хыҫҫӑн пурте ҫӑвар туллин кӑшкӑрашма тапратрӗҫ.

Но после речи чирца загорланили все.

XXXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Штокман Иван Алексеевичӑн гимнастерка ҫухине аллинчен ячӗ, куланҫи турӗ, пуҫне пӑркаласа илчӗ, чӗлӗм чӗртcе, пӗр ҫӑвар тӗтӗм ҫӑтрӗ, сӑмаха лӑпкӑнрах вӗҫлерӗ:

Штокман выпустил ворот гимнастерки Ивана Алексеевича, чуть улыбнулся, покачал головой и, закурив, глотнул дымку, уже спокойнее докончил:

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Давыдкӑн кӑпӑк пек шурӑ шӑлӗсем ҫӑвар тулли курӑнаҫҫӗ.

У Давыдки полон рот кипенных зубов.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий, сӑмах чӗнмесӗр, унӑн тачка хулпуҫҫийӗсемпе аллисем йывӑррӑн хускалнине, ҫӑвар шӑтӑкӗнче хӗрлӗ чӗлхи килӗшӳсӗр хӑвӑрт ҫӑтӑлтатса тӑнине тӗлӗкри пек курса выртрӗ.

Григорий, не отвечая, сонно следил за тугими движениями его мясистых плеч и рук, за неприятно часто мелькавшим в скважине рта красным языком.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Степан сӗтел ҫине хунӑ аллисем ҫине чылайччен пӑхкаласа ларчӗ, сӑмахсене ҫӑвар тӗпӗнчен чакаласа кӑларнӑ пек майӗпен сыпӑнтарса пычӗ.

Степан долго рассматривал свои выкинутые на стол руки, слова вязал медленно, словно выкорчевывал их изо рта.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унӑн хӗрӳ сӑмахӗсене хирӗҫ вӗсем ҫӑвар та уҫмарӗҫ.

На горячую речь его не откликнулись ни одним словом.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бравоссио — ҫӑвар автанла авӑтса ячӗ пухуран пухӑва ҫӳреме юратакансенчен пӗри, подъесаул Шеина ҫавӑнтах тепӗр чин хушса парса.

Брависсимо! — гимназическим петушиным баском кукарекал кто-то из завсегдатаев галерки, сразу даря подъесаула Шеина лишним чином.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Иван Алексеевич ҫӑвар карса итлесе тӑчӗ, ҫав тери тимлӗ тӑнланӑ май, куҫне хӑвӑрт-хӑвӑрт мӑчлаттарчӗ, хӑй тӗллӗн мӑкӑртатрӗ:

Иван Алексеевич слушал, чуть приоткрыв рот, от напряжения часто мигал, бормотал:

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Петро… — Иван Алексеевич кӑмӑлсӑррӑн кулса илчӗ, — Петро вӑл, пирӗн йышшисемпе калаҫса, ҫӑвар тутине те ямасть.

— Петро… — Иван Алексеевич неловко улыбнулся, — Петро с нашим братом не якшается.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анчах нӑрӑ пек хура ҫӳҫлӗ ҫын ӑна ҫӑвар уҫма та памасть; ҫав тери тӑвӑлса ҫитнипе-тӑр, вӑл итлемерӗ те ӑна, ҫаврӑнса та пӑхмарӗ, ҫаплах ҫилӗллӗн хӑтӑрса ятлаҫрӗ:

Но человек с жуково-черной головой не давал ему рта раскрыть; находясь, видимо, в степени крайнего раздражения, он выкрикивал, не желая слушать собеседника и избегая его взгляда:

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Григорий ҫинчен сахал сӑмахларӗҫ; унӑн ҫулӗ хутор халӑхӗнчен пачах татӑлса кайнине, ҫав ҫул хӑҫан та пулин сыпӑнасси пӑхса та курӑнманнине пӗлнӗ ҫинче ун пирки калаҫса ҫӑвар тутине те сая ярас темерӗҫ.

Про Григория мало говорили, — не хотели говорить, зная, что разбились у него с хуторными пути, а сойдутся ли вновь — не видно.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

«Пӑхӑр, ырӑ халӑх, эпир епле пӑшӑрханакан хуҫасем, ҫӑвар карса лармастпӑр, актсем ҫырма вӑхӑтра пуҫлатпӑр…»

Дескать, поглядите, люди добрые, какие мы есть заботливые хозяева, об актах своевременно беспокоимся, не зеваем…

XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Ой, карма ҫӑвар! — терӗ Ирина, ҫамрӑк автан ҫине пӑхса.

— Ой, какой же крикун! — сказала Ирина, глядя на молодого петуха.

XXXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Кӗл ҫителӗклӗ пухрӑмӑр, ҫӑвар карса лармастпӑр!

— Золы припасли порядочно, не зеваем!..

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Мӗн палкан, мӗн сӗмпӗлтетсе тӑран эсӗ, сӳтӗк ҫӑвар? — тарӑхса пӳлчӗ ӑна ҫавӑнтах тепӗр казак.

— Чего мелешь, чего брешешь, дурья голова? — возмущенно перебил один.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӗсене татӑкӑн-татӑкӑн вакласа тӑкас пулать, эсир ҫӑвар карса тӑратӑр!..

Их рубить надо, а вы их слухаете?..

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed