Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑйсен (тĕпĕ: хӑйсем) more information about the word form can be found here.
Лидия Андреевна ҫавӑн чухне пӗр сӑмах чӗнмесӗр ларчӗ, вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн вӑл упӑшки ҫине ӑшшӑн та ачашшӑн пӑха-пӑха илчӗ, хӑйсен тӑвӑллӑ та вӗри ҫамрӑклӑхне аса илсе пуль, ассӑн-ассӑн сывларӗ.

Help to translate

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Мускаври выставкӑран таврӑнакан колхозниксем хӑйсен председателӗсем ҫинчен калаҫнӑ чухне те ун ҫинченех шухӑша кайса пытӑм.

Help to translate

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Юрать, агрономпа бригадирсем хӑйсен ӗҫне лайӑх пӗлеҫҫӗ.

Help to translate

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫирӗм ҫын пӗрне-пӗри пӳле-пӳле калаҫрӗҫ хӑйсен лайӑхлансах пыракан пурнӑҫӗ ҫинчен.

Help to translate

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Пире хӑйсен колхозӗсем ҫинчен хавхалансах каласа пачӗҫ.

Help to translate

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Тепӗр тесен, эсӗ пуян колхозсенче сахал мар ҫӳренӗ; апла пулсан, вӗсем хӑйсен хуҫалӑхне мӗнле майпа ҫӗкленине те пӗлетӗн.

Help to translate

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Петр Семеновичпа Мария Петровна хӑйсен хӗрне тытса килеймерӗҫ.

Help to translate

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Архангельск ҫыннисем мана ӑшшӑн ӑсатса ячӗҫ, «асанне» тесе хисеплесе чӗнчӗҫ, хӑйсен тӑшманӗ пулнӑ офицерӑн амӑшӗ тесе сивлемерӗҫ.

Help to translate

Тӑваттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Вӗсем ҫурхи юр куҫран ҫухалсанах кӑвар тӗслӗ чечекӗсене сараҫҫӗ те ҫӑвӗпех, кӗрӗпех ҫунаҫҫӗ, малтанхи юр ӳксен кӑна хӑйсен кӑвар пек ҫеҫкисене ҫав юр ҫине сапаласа сӳнеҫҫӗ…

Help to translate

Виҫҫӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Пирӗн ҫынсем хӑйсен ашшӗ-амӑшӗсен, ывӑлӗ-хӗрӗсен, тӑванӗсемпе юлташӗсен куҫҫулӗпе юнне нумай курнӑ, вӗсем вӑрҫӑпа мир, нушапа телей, пусмӑрлӑхпа ирӗклӗх, ырӑ кӑмӑллӑхпа усаллӑх мӗн иккенне лайӑх пӗлеҫҫӗ, ҫавӑнпа ырӑ кӑмӑллӑ вӗсем.

Help to translate

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Анчах ҫирӗп чунлисем хӑйсен нушине унсӑрах ирттерсе яма вӑй ҫитереҫҫӗ.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Хӑйсен тӑван ялӗнче вӑл вӑхӑтра врач таврашӗ пулман пирки Светланӑна ҫийӗнчех никам та нимӗнле пулӑшу та парайман.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Сан хыҫҫӑн ӗҫлекенсем вара эсӗ туман ӗҫе туса вӑхӑта ирттереҫҫӗ, сана пула хӑйсен нормисене тултараймаҫҫӗ…

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Хӗрсем хӑйсен биографийӗсене каласа паччӑр…

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ҫамрӑксем хӑйсен хушшинчи паттӑр дружинниксене, шыва путасран ҫапнӑ юлташӗсене, йывӑр вӑхӑтра ҫывӑхри колхоза мӗнле пулӑшнине, пӗртӑвансем пек пурӑнакан нумай-нумай юлташӗсене аса илме пуҫларӗҫ.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Вара унӑн вунӑ юлташӗ те, пӗр-пӗринпе пӗр сӑмах та калаҫса татӑлмасӑрах, сӗтел ҫине хӑйсен пӗрер уйӑх укҫине кӑлара-кӑлара хунӑ.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Сана хӑравҫӑ пулма мар, паттӑр пулма сӗнетӗп, паттӑрсен хӑйсен пурнӑҫне упрама та хӑюлӑх ҫитермелле пек туйӑнать.

Help to translate

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ҫамрӑксем хӑйсен практикӑри ӗҫӗсене пӗтернӗ ӗнтӗ, вӗсен ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланиччен канмалли кӑна юлнӑ, анчах Владимир Петрович, Ангарана ҫак кунсенчех пӗвелесе лартассине пӗлнӗ те Иркутскалла ҫул тытнӑ.

Help to translate

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Нарӑс, 22: роман АПШ-ра пичетленсе тухать; мӑсӑльмансем ҫине тӑнине пула икӗ пысӑк кӗнеке лавккисем ӑна хӑйсен ҫӳлӗкӗсенчен пушатаҫҫӗ, ҫӗршывӑн пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗн ҫӳлӗкӗ ҫинчен кӗнеке сутлӑхран ҫухалать.

22 февраля: роман издан в США; под давлением мусульман две главных сети книжных магазинов убирают книгу с полок одной трети книжных магазинов страны.

«Шуйттан сӑввисем» // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A8%D1%83%D ... 0%B5%D0%BC

Хӑйсен интернационаллӑ тивӗҫне пурнӑҫласа каялла таврӑнманнисене халалласа пӗр минут чӗнмесӗр тӑнӑ.

Память тех, кто не вернулся, исполняя свой интернациональный долг, почтили минутой молчания.

Пишпӳлек районӗнче совет ҫарӗсене Афганистанран илсе тухнӑранпа 35 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ // Ирина ФОМИНА. https://sutasul.ru/articles/afgan-v-r-in ... un-3646508

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed