Шырав
Шырав ĕçĕ:
5. Кайран, ҫав кунсем иртсе кайсан, патша тӗп хулара, Сузӑ хулинче, пурӑнакан хӑй халӑхӗ валли, пӗтӗм ватти-вӗтти валли, патша керменӗ ҫумӗнчи сат картишӗнче ҫичӗ куна тӑсӑлакан ӗҫкӗ-ҫикӗ ирттернӗ.
Эсф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. [Ҫакӑн хыҫҫӑн] Артаксеркс вӑхӑтӗнче акӑ мӗн пулса иртнӗ, — ҫав Артаксеркс Индипе Эфиопи хушшинче сарӑлса выртакан ҫӗр ҫирӗм ҫичӗ ҫӗре тытса тӑнӑ, — 2. Артаксеркс патша тӗп хулара, Сузӑ хулинче, патшара ларнӑ чухне, 3. патшара ларни виҫҫӗмӗш ҫул ҫине кайсан, вӑл хӑйӗн аслӑ улпучӗсем валли, хӑй ҫумӗнче ӗҫлесе тӑракансем валли, Персипе Миди ҫарӗсен тӗп пуҫлӑхӗсем валли, хӑй ҫӗрӗсене пӑхса тӑракансем валли ӗҫкӗ-ҫикӗ ирттернӗ, 4. вӑл унта хӑй патшалӑхӗн аслӑ мулне, хӑйӗн ҫиҫсе тӑракан чапне кӑтартнӑ, нумая, ҫӗр сакӑрвунӑ куна, тӑсӑлнӑ ҫав уяв.
Эсф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Аслӑ Артаксеркс иккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, нисан уйӑхӗн пӗрремӗш кунӗнче, Мардохей — Сузӑ хулинче пурӑнакан иудей, чаплӑ ҫын, патша керменӗ таврашӗнче ӗҫлесе тӑраканскер — тӗлӗк курнӑ.
Эсф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл Ветилуя хулинче вилнӗ, ӑна упӑшкийӗн, Манассиян, тупӑклӑхне ту хушӑкне пытарнӑ.Она умерла в Ветилуе, и похоронили ее в пещере мужа ее Манассии.
Иудифь 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ун упӑшки Манассия, — вӑл арӑмӗпе пӗр йӑхран, пӗр ӑруран пулнӑ, — урпа вырнӑ чухне вилнӗ; 3. хирте, кӗлте ҫыхакансем патӗнче тӑнӑ чухне, ӑна хӗвел анӑратнӑ, вӑл кайран вырӑнпах выртнӑ та хӑйӗн хулинче Ветилуяра вилнӗ; ӑна Дофаимпа Валамон хушшинчи хире, ашшӗсемпе юнашар, пытарнӑ.
Иудифь 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вӗсене пӗтӗм Ассири ҫарӗ хупӑрласа тӑнӑ, — ҫуран ҫар, вӑрҫӑ ураписем, юланутлӑ ҫар, — вӑтӑр тӑватӑ кун тӑнӑ вӗсем; Ветилуя хулинче пурӑнакансен савӑчӗсенче тумлам шыв та юлман, 21. шыв тытакан вырӑнсем те типсе ларнӑ, вӗсем ӗнтӗ пӗрре те тӑраниччен шыв ӗҫеймен, мӗншӗн тесессӗн ӑна виҫепе виҫсе панӑ.
Иудифь 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Турӑ вӗсен ҫулӗ ҫинчи Хӗрлӗ тинӗсе типӗтнӗ, 14. вӗсене Син тата Кадис-Варни ҫулӗпе илсе кайнӑ; вӗсем ҫав пушхирте пурӑнакансене пурне те хӑваласа янӑ; 15. вара аморрейсен ҫӗрне вырӑнаҫнӑ, Есевон хулинче пурӑнакансене пурне те хӑйсен вӑйӗпе пӗтерсе тухнӑ та Иордан урлӑ каҫса пӗтӗм ту-сӑртлӑ ҫӗршыва ӗмӗрлӗхе йышӑннӑ, 16. унти Ханаан, Ферезей, Иевусей, Сихем халӑхӗсене тата пӗтӗм гергесейсене хӑваласа ярса вӗсем ҫак ҫӗрте нумайччен пурӑннӑ.
Иудифь 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ассири патши Навуходоносор ыттисене те чӗннӗ: Перси ҫӗрӗнче пурӑнакан пур халӑха та, хӗвеланӑҫ енче пурӑнакан пур халӑха та, Килики ҫӗрӗнче тата Дамаск хулинче, Ливан тата Антиливан тӑвӗсем ҫинче пурӑнакансене те, тинӗс хӗрринче мал енче пурӑнакан пур халӑха та, 8. Кармил тата Галаад халӑхӗсем хушшинче пурӑнакансене те, Тури Галилея ҫӗрӗнче тата аслӑ Ездрилон айлӑмӗнче пурӑнакансене те, 9. Самари ҫӗрӗнче, унти хуласенче пурӑнакан пур халӑха та, Иордан леш енче Иерусалим таран пурӑнакансене те, Ветани ҫӗрӗпе Хел хулинче, Кадис хулипе Египет юханшывӗ хӗрринче пурӑнакансене те, Тафна хулипе Рамесса хулинче пурӑнакансене те, пӗтӗм Гесем ҫӗрӗн халӑхне те 10. Тури Танис хулипе Мемфис хули таран чӗннӗ, Египетра пурӑнакансене те Эфиопи чикки таранах чӗннӗ.
Иудифь 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Навуходоносор патшана ларни вуниккӗмӗш ҫул ҫине кайсассӑн, вӑл Ассири халӑхне тытса тӑрса аслӑ Ниневи хулинче патшара ларнӑ чухне, — ку вӑл Миди халӑхне тытса тӑрса Екбатан хулинче патшара ларакан Арфаксад вӑхӑтӗнче пулнӑ; 2. ҫак патша Екбатан тавра чутланӑ чултан хӳме тыттарса ҫавӑрттарнӑ, чулӗсен хулӑнӑшӗ виҫӗ чике, тӑршшӗ ултӑ чике пулнӑ; хӳми ҫӳллӗшне ҫитмӗл чике, сарлакӑшне аллӑ чике тутарттарнӑ, 3. хапхисен тӑррине ҫӗр чике ҫӳллӗш пашнесем ларттарнӑ, вӗсен никӗсӗ утмӑл чике сарлакӑш чухлӗ пулнӑ; 4. вӑл хӑйӗн вӑйлӑ ҫарӗ тата йӗркеленсе тӑнӑ ҫуран ҫарӗ тухмалли хапхасем тутарнӑ, вӗсен ҫӳллӗшӗ ҫитмӗл чике, сарлакӑшӗ хӗрӗх чике чухлӗ пулнӑ, — 5. ӗнтӗ ҫав вӑхӑтра Навуходоносор патша Арфаксад патшана хирӗҫ Рагав ҫӗрӗнчи аслӑ айлӑма вӑрҫӑпа тухнӑ.
Иудифь 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Халь ӗнтӗ сана акӑ мӗн калам: Миди ҫӗрӗнчи Рага хулинче Гаваил, Гаврий ывӑлӗ, пурӑнать, ҫав ҫынна эпӗ вунӑ талант кӗмӗл упрама парсаттӑм.
Тов 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫав кунхинех Товит Миди ҫӗрӗнчи Рага хулинче пурӑнакан Гаваила упраса усрама панӑ кӗмӗлӗ ҫинчен аса илнӗ те 2. хӑй ӑшӗнче вӑл ҫапла шухӑшланӑ: эпӗ хам валли вилӗм ыйтрӑм; мӗншӗн-ха хам виличчен ҫакӑн ҫинчен Товия ывӑлӑма каласа хӑварас мар? тенӗ.
Тов 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Шӑпах ҫав кунхине Миди ҫӗрӗнчи Екбатан хулинче Рагуил хӗрӗн Саррӑн та хӑй ашшӗн хӗрарӑм тарҫисенчен йывӑр сӑмах илтсе хурланмалла пулнӑ: 8. Сарра качча кайса ҫичӗ ара ҫитнӗ, анчах та усал сывлӑш Асмодей унӑн упӑшкисене арӑмӗпе хутшӑничченех вӗлерсе пынӑ.
Тов 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлти Турӑ мана Енемессар кӑмӑлне юрӑхлӑ пулма, унӑн ырӑлӑхне курма пӳрчӗ: эпӗ патшана мӗн кирлине кӳрсе тӑраканӗ пултӑм; 14. эпӗ Миди ҫӗрне кайса ҫӳреттӗм, унта Рага хулинче пурӑнакан Гаваила, Гаврий тӑванне, эпӗ вунӑ талант кӗмӗл сыхласа усрама панӑччӗ.
Тов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вара Дарий патша Вавилонра кӗнекесем упранакан ҫӗрте шыраса пӑхма хушнӑ, Миди ҫӗрӗнчи Екбатан хулинче асра тытма ҫырса пынӑ кӗнекере пӗр тӗлте ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: 24. «хӑй пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Кир Иерусалимра, сӳнмен вут-ҫулӑм ҫинче парне кӳрекен ҫӗрте, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне туса лартма хушнӑ. 25. Ҫурт ҫӳллӗшӗ утмӑл чике, сарлакӑшӗ утмӑл чике пулмалла, чутласа якатнӑ чулран тунӑ виҫӗ ҫуртран, вырӑнти йывӑҫран тунӑ пӗр ҫӗнӗ ҫуртран тӑмалла, тӑкакне Кир патша килӗнчен парса тӑмалла, 26. Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн таса савӑчӗсене — Навуходоносор Иерусалим Ҫуртӗнчен Вавилона илсе кайнӑ ылтӑн та кӗмӗл савӑтсене — каялла Иерусалимри Ҫурта тавӑрса памалла, вӗсене хӑйсен вырӑнне лартса хумалла. 27. Эпӗ тата Сирипе Финикия аслӑ пуҫлӑхне Сисинние, Сафравузана, Сирипе Финикия пуҫлӑхӗсене лартнӑ вӗсен юлташӗсене ку вырӑнтан аяккарах пулма, Зоровавеле — Ҫӳлхуҫа чурине, Иудея пуҫлӑхне — тата Иудейӑн аслӑ ҫыннисене Ҫӳлхуҫа Ҫуртне хӑйӗн вырӑнӗнчех лартнӑ чухне чӑрмантармасӑр тӑма хушрӑм. 28. Эпӗ ӑна пӗтӗмпех туса пӗтерме, тыткӑнран таврӑннӑ иудейсене Турӑ Ҫуртне пӗтӗмпех туса ҫитерме пулӑшу панине пӑхсах тӑма хушрӑм, 29. Келе-Сирипе Финикийӑна тӳлекен хырҫӑран ҫак ҫынсем валли, Зоровавель пуҫлӑх валли Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн пӑрусем, сурӑхсем, путексем туянма ҫителӗклӗ таранах парса тӑмалла. 30. Кулленхи тӑкака шута илсе, Иерусалимри священниксем каланӑ тӑрӑх, ҫулсерен яланах пӗр хирӗҫлемесӗр тулӑ, тӑвар, эрех, ҫу парса тӑмалла; 31. вӗсем ҫапла патшашӑн, унӑн ачисемшӗн Ҫӳлти Турра парне кӳме, вӗсен пурӑнӑҫӗшӗн кӗлтума пултарччӑр. 32. Ҫакна та пӗлтермелле: кам та кам эпӗ ҫырнинчен пӑрӑнать е ӑна пӑсать, ун харпӑрлӑхӗнчи пӗр йывӑҫа илмелле те ӑна ҫавӑнтан ҫакмалла, ҫав ҫын пурлӑхӗ патша пурлӑхӗ пулса тӑмалла. 33. Иерусалимри ҫак Турӑ Ҫуртне тума чӑрмантарас е ӑна усал тӑвас тесе аллине тӑснӑ кирек мӗнле патшана та, кирек мӗнле халӑха та Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн ятне асӑнакан ҫӗрте пӗтерсе пӑрахтӑр. 34. Эпӗ, Дарий патша, ҫакна тӗп-тӗрӗс пурӑнӑҫлама хушатӑп».
2 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Акӑ Сисинни Дарие ҫырса янӑ ҫырӑва ӳкерсе илни: «Сирипе Финикия ҫӗрне тытса тӑракан аслӑ пуҫлӑх Сисинни, Сафравузан тата вӗсен юлташӗсем, Сирипе Финикия пуҫлӑхӗсем, Дарий патшана савӑнӑҫ сунаҫҫӗ. 8. Патша хуҫамӑр пӗлсе тӑтӑрччӗ: эпир, Иудея ҫӗрне ҫитсе Иерусалим хулине кӗрсессӗн, Иерусалим хулинче иудейсен тыткӑнран таврӑннӑ аслӑ ҫыннисене куртӑмӑр, 9. вӗсем Ҫӳлхуҫа валли чутласа якатнӑ хаклӑ чулсенчен, стенисене йывӑҫ хывса, ҫӗнӗ пысӑк Ҫурт тӑваҫҫӗ; 10. ку ӗҫе тӑрӑшса тӑваҫҫӗ, ӑнса пырать ӗҫ вӗсен аллинче, питӗ чаплӑ та тӗплӗ тӑваҫҫӗ. 11. Вара эпир ҫак аслӑ ҫынсенчен: «ҫак Ҫурта, ҫак ӗҫе эсир кам хушнипе тӑватӑр?» тесе ыйтрӑмӑр.
2 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Перси патши Кир пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, Иеремия урлӑ каланӑ Ҫӳлхуҫа сӑмахне пурӑнӑҫа килтерсе, 2. Ҫӳлхуҫа Кирӑн, Перси патшийӗн, чун хавалне хускатса янӑ та, вӑл вара пӗтӗм патшалӑхӗ тӑрӑх сӑмах вӗҫҫӗн те, ҫырупа та ҫапла пӗлтернӗ: 3. Кир, Перси патши, ҫапла калать: Израиль Ҫӳлхуҫи, Ҫӳлти Турӑ мана тӗнче патшине лартрӗ, 4. мана Иудея ҫӗрӗнчи Иерусалим хулинче Хӑйне валли Ҫурт лартма хушрӗ.
2 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Уй-хирлӗ ялсенче пурӑнакансене илсессӗн, Иуда ывӑлӗсем Кириаф-Арба хулинче тата ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласенче, Дивон хулинче тата ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласенче, Иекавцеил хулипе ун ялӗсенче пурӑннӑ; 26. вӗсем пурӑннӑ ытти вырӑнсем: Иешуа, Молада, Беф-Палет, 27. Хацар-Шуал, Вирсавия тата ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласем, 28. Секелаг, Мехона тата ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласем, 29. Ен-Риммон, Цора, Иармуф, 30. Заноах, Одоллам тата вӗсен ялӗсем, Лахис тата унӑн уйӗсем, Азек тата ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласем.
Неем 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Иудея хулисенче, — кашнийӗ хӑйӗн ҫӗрӗнче, хӑйӗн хулинче, — израильсем, священниксем, левитсем, левитсене пулӑшакансем тата Соломон чурисен ывӑлӗсем пурӑннӑ; Иерусалимра вара ҫӗршыв пуҫлӑхӗсем пурӑннӑ, акӑ вӗсем: 4. Иерусалимра Иуда ывӑлӗсемпе Вениамин ывӑлӗсем пурӑннӑ.
Неем 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Перси патши Кир пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, Иеремия урлӑ каланӑ Ҫӳлхуҫа сӑмахне тӳрре кӑларса, Ҫӳлхуҫа Перси патшийӗн Кирӑн чун хавалне хускатса янӑ та, вӑл вара пӗтӗм патшалӑхӗ тӑрӑх сӑмах вӗҫҫӗн те, ҫырупа та ҫапла пӗлтерсе тухма хушнӑ: 2. Кир, Перси патши, ҫапла калать: тӳпери Ҫӳлхуҫа Турӑ мана ҫӗр ҫинчи мӗнпур патшалӑха пачӗ, Вӑл мана Иудейӑри Иерусалим хулинче Хӑйне валли Ҫурт лартма хушрӗ.
1 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Перси патши Кир пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, Иеремия урлӑ каланӑ Ҫӳлхуҫа сӑмахне пурӑнӑҫа килтерсе, Ҫӳлхуҫа Перси патшийӗн Кирӑн чун хавалне хускатса янӑ та, вӑл вара, ҫыруллӑ хушу кӑларса, пӗтӗм патшалӑхӗ тӑрӑх ҫапла пӗлтерсе тухма хушнӑ: 23. Кир, Перси патши, ҫапла калать: тӳпери Ҫӳлхуҫа Турӑ мана ҫӗр ҫинчи мӗнпур патшалӑха пачӗ, Вӑл мана Иудейӑри Иерусалим хулинче Хӑйне валли Ҫурт лартса пама хушрӗ.
2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.