Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урӑххи the word is in our database.
урӑххи (тĕпĕ: урӑххи) more information about the word form can be found here.
Мана темскер урӑххи кирлӗ.

Мне чего-то другого надо.

Пур енчен те тӗсесе // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 19–28 стр.

Мана темскер урӑххи кирлӗ.

Мне чего-то больше надо.

Пур енчен те тӗсесе // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 19–28 стр.

— Ия, авантарах ҫав… нумай енчен авантарах — кил те ҫывӑхрах тата… цирка кайса килме те пулать… тата урӑххи те…

— Да, еще бы не лучше, и к дому ближе, и цирк в двух шагах, да мало ли что еще.

33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

«Кам та пулин урӑххи пулсан хӑть, — терӗ Том хӑйӗн ӑссӗн, шӑлӗсене шӑтӑртаттарса, — ҫав хӑйне хӑй питех те чаплӑ тумланнӑ тесе, хӑйне аристократ тесе шутлакан Сент-Луирен килнӗ шукӑль арҫын ача пулас марччӗ хӑть. Тӑхта-ха!

Кто угодно, только бы не этот мальчишка! — думал Том, скрежеща зубами. — Кто угодно в городе, только не этот франт из Сент-Луи, туда же, воображает, что он аристократ, оттого что одет с иголочки. Ну погоди.

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫавӑнпа та вӑл шӑла кайран валли усрас, халӗ вара мӗн те пулин урӑххи шырас, тесе шут тытрӗ.

Он решил оставить зуб про запас и поискать чего-нибудь еще.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Урӑххи те пур кунта.

— И другой есть тут.

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Вӑл та тутлӑччӗ, мӗншӗн тесен урӑххи пулман.

И оно было вкусное, потому что другого не было.

Сахӑр катӑкӗ // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7332.html

Тариҫ вырӑнӗнче урӑххи пулнӑ пулсан, тем пек кӗвӗҫӗччӗ, хӗре, тен, ҫӳҫрен те ҫӑлса илнӗ пулӗччӗ.

Help to translate

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Унӑн вӑтам ҫулӗ миҫере пулнине тӗпчесе хамӑра хамӑр хурлантарса тӑрар мар хальлӗхе, урӑххи ҫинчен калаҫар.

Давайте сейчас не будем огорчать сами себя расследованиями того, какой их средний возраст, давайте поговорим о другом.

Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12

Айккинче упӑшкин урӑххи пуррине арӑмӗ нихӑҫан та пӗлеймӗ.

Help to translate

Мӗн пур ӗҫе пӑрахса майра шырамалла! // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. Ҫамрӑксен хаҫачӗ

Урӑххи ӳстернӗ йывӑҫ-курӑка хаклама пӗлмест.

Help to translate

Салхуллӑ Салука // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2010,09,18

Урӑххи вӑрласа каясран шикленнӗ пуль ҫав.

Боялся наверно, что кто-то другой украдет.

«Улмуҫҫие кӗреплепе туратпӑр» // Елена АТАМАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Анчах мана пӑшӑрхантараканни-кулянтараканни урӑххи.

Help to translate

Ҫӑпатана музейран кӑларса пени мӗскӗнлӗхе пӗтерӗ-и? // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2800.html

Вӑхӑт ҫитсен вӑл вилет, ун вырӑнне урӑххи ҫуралать.

Со временем она умирает, за место неё рождается другая.

Тӑтӑш юн паракансем — чи сыввисем // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

18. Чӑн-чӑнах калатӑп сана: ҫамрӑк чухне эсӗ пилӗкне ху ҫыхаттӑн та каяс тенӗ ҫӗре каяттӑн; ватӑлсан, эсӗ аллусене ҫӗклӗн те, санӑн пилӗкне урӑххи ҫыхса каяссу килмен ҫӗре ҫавӑтса кайӗ сана, тет.

18. Истинно, истинно говорю тебе: когда ты был молод, то препоясывался сам и ходил, куда хотел; а когда состаришься, то прострешь руки твои, и другой препояшет тебя, и поведет, куда не хочешь.

Ин 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Иуда, — Искариот мар, урӑххи, — калать Ӑна: эй Ҫӳлхуҫамӑр! мӗнле-ха апла Эсӗ Хӑвна тӗнчене мар, пире анчах кӑтартасшӑн? тенӗ.

22. Иуда - не Искариот - говорит Ему: Господи! что это, что Ты хочешь явить Себя нам, а не миру?

Ин 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Малтанхи халалӑн ҫитменлӗх пулман пулсассӑн, унӑн вырӑнне урӑххи кирлӗ марччӗ.

7. Ибо, если бы первый завет был без недостатка, то не было бы нужды искать места другому.

Евр 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

32. Вӑл Ҫырури ҫак тӗле вуланӑ пулнӑ: «пусма илсе каякан сурӑх пек илсе кайнӑ Ӑна, ҫӑмне касакан умӗнче пӗр сассӑр выртакан путек пек, Вӑл нимӗн те чӗнмен. Ӑна мӑшкӑл кӑтартнӑ, тӳрӗ сут туман. 33. Ӑна чӗррисен ҫӗрӗнчен уйӑрнӑ пулсан, Ун йӑхӗ ҫинчен кам каласа патӑр?» 34. Хайран Филипа каланӑ: каласамччӗ мана: ҫакна пророк кам ҫинчен калать? хӑй ҫинчен-и, урӑххи ҫинчен-и? тенӗ.

32. А место из Писания, которое он читал, было сие: как овца, веден был Он на заклание, и, как агнец пред стригущим его безгласен, так Он не отверзает уст Своих. 33. В уничижении Его суд Его совершился. Но род Его кто разъяснит? ибо вземлется от земли жизнь Его. 34. Евнух же сказал Филиппу: прошу тебя сказать: о ком пророк говорит это? о себе ли, или о ком другом?

Ап ӗҫс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Турӑ пӗртен-пӗрре анчах, Унсӑр пуҫне урӑххи ҫук тесе Эсӗ чӑннине каларӑн; 33. Ӑна пӗтӗм чӗрепе, пӗтӗм ӑстӑнпа, пӗтӗм чунпа, пӗтӗм вӑй-халпа юратни тата ҫывӑх ҫынна хӑвна ху юратнӑ пек юратни пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ пур парнерен те, ытти парнесенчен те пахарах, тенӗ.

истину сказал Ты, что один есть Бог и нет иного, кроме Его; 33. и любить Его всем сердцем и всем умом, и всею душею, и всею крепостью, и любить ближнего, как самого себя, есть больше всех всесожжений и жертв.

Мк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

56. Ҫавӑнпа сана Ҫӳлти Турӑ ҫавӑн пек ырӑлӑх пачӗ, виҫӗ кунран Вӑл сана урӑххи кӑтартӗ, тата пысӑкрах вӑрттӑнлӑхсене уҫса парӗ, терӗ.

56. Поэтому Я показал тебе воздаяния у Всевышнего; после трех дней Я покажу тебе другое и открою тебе важное и чудное.

3 Езд 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed