Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑмахӗ (тĕпĕ: сӑмах) more information about the word form can be found here.
Чӑннипе сӑхманӗ лайӑхскерччӗ-ха, ҫӗнӗччӗ, анчах старикшӗн мӗн ҫухатни-пӗтни, — хӑй сӑмахӗ тӑрӑх, пурте ниме юрӑхсӑр.

На самом деле зипун был добротный, новый, но все, чего лишался старик, — по его словам, было никуда не годное.

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пӗтӗм сӑмахӗ те ун — ҫавна пар та куна ил кӑна.

Только и разговору знает подай да прими.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

«Эпир Урташ ӗҫне малалла тӑсма тӑрӑшатпӑр, йӗплес-чӗпӗтес тесен, камран тӗслӗх илмелли пур», — терӗ редактор «Сувар» ҫырӑнакансене тӗрӗс суйлав тунӑшӑн тав сӑмахӗ каланӑ май.

Help to translate

Халӑх вӑйӗпе // Елена ХЛЫНОВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 4 стр.

Ксени Иннокентий каланӑ сӑмахсем ҫинчен шухӑшласа пычӗ, тепӗр икӗ-виҫӗ минутран ун кашни сӑмахӗ каланӑ чухнехинчен урӑхла пӗлтерӗшлӗ пулса пынинчен тӗлӗнчӗ.

Ксения шла, думала обо всем, что ей сказал Иннокентий, и удивлялась тому, что спустя какие-то две-три минуты каждое его слово стало приобретать уже иной смысл и значение, чем в тот момент, когда она его слушала.

17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ксени залра ларакан ҫынсенчен тӗлӗнсех кайрӗ — вӗсем хӑйсене ирӗклӗн тытма пуҫларӗҫ, Агашӑн кашни сӑмахӗ хыҫҫӑн шавлӑн кула-кула ячӗҫ, ахӑлтатса кулни ретрен рете куҫрӗ, зал вара кассӑн-кассӑн ҫил вӗрнӗ чух пуҫ кӑларакан ыраш пусси хумханнӑ пек, пӗрре пӗр еннелле, тепре тепӗр еннелле тайӑлчӗ.

Ксения не узнавала сидевших в зале людей — сковывавшее их оцепенение исчезло, они отвечали на каждое замечание Агаши взрывом смеха, по рядам шел клокочущий гул, и, словно мод сильными порывами ветра, зал, как выколосившаясь рожь, то клонился и одну сторону, то вновь выпрямился, чтобы через минуту качнуться в другую.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ӑна сӗтел патне тӗк кӑна, вӑл вара, сӑмах мӗн ҫинчен пынине пӗлмесӗрех, калаҫма пултарать, тепӗр чухне ҫав тери ҫыпӑҫуллӑ калаҫать, сӑмахӗ ӑҫтан тупӑнать-ши!

Его толкни к столу, и он, не ведая, о чем идет речь, станет говорить, да иной раз так складно, откуда только слова берутся!

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Анчах Чир казакӗн сӑмахӗ хыҫҫӑн пурте ҫӑвар туллин кӑшкӑрашма тапратрӗҫ.

Но после речи чирца загорланили все.

XXXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сӑмахӗ сахалтарах пулать…

— Меньше разговоров…

XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӑйӗн сӑмахӗ казаксен чунӗсене хускатнине Штокман вӗсем лӑпкӑраххӑн шавланинчен, сӑнӗсем ҫуталнинчен ӑнланчӗ.

Штокман понял по сдержанному шуму, по оживившимся лицам, что ворохнул речью казачьи сердца.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Пӗлен пулсан, хамӑр турӑсене тахҫанах эпир… — сӑмахӗ такӑнчӗ, аллипе куҫ харшисене пӑчӑртарӗ.

Мы своих богов давно отправили… — запнулся, стиснул брови.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сӑмахӗ хӑй пӗр — Раҫҫей! —

Одно слово — Расея! —

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Краснов сӑмахӗ хыҫҫӑнах аван мар чӗмсӗрлӗхе сирсе, Деникин калаҫӑва ӑслӑн Донпа Добровольчески ҫарсене пӗрлештерес тата пӗр командовани туса курас ыйтусем ҫине куҫарса ярать.

Разрушив неловкое молчание, установившееся после речи Краснова, Деникин умно перевел разговор на вопросы слияния Донской и Добровольческой армий и установления единого командования.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл Канаш членӗсем ҫине хӑйӗн сӑмахӗ ҫирӗп пулнине шантарнӑ пек пӑхса ҫаврӑнать те ытлашши хисеп туса алхастарнӑ ҫын сассипе хуравласа калать:

Он обещающе оглядел членов Круга и голосом человека, избалованного всеобщим вниманием, ответил:

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Лашусене илме комендант патне пыратӑн, — нимӗҫ арман ҫине куҫӗпе кӑтартрӗ те, хӑйӗн сӑмахӗ пирки иккӗленме юраман пек аллипе сулса, Мирон Григорьевича урапа ҫинчен анма хушрӗ.

За лошадьми придешь к коменданту, — немец указал глазами на мельницу и жестом, не допускавшим сомнений в назначении его, пригласил Мирона Григорьевича сойти.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Чӑвашлӑхӑн янкӑр тӳпинчи сӳнсех пӗтеймен шевлине чӗртсе тӑратма тӑрӑшакансене чунтанах Тав сӑмахӗ калас килет.

Help to translate

Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html

Анчах Лиховидов хӑй сӑмахӗ ҫинче ҫирӗп тӑнӑ; вара пухура, вӑл сӗннипе, стариксем Дона хӳтӗлеме хутшӑнман «мужиксене» пурне те станицӑран кӑларса яма постановлени йышӑннӑ.

Но Лиховидов настоял на сходе, старики подписали предложенное им постановление о выселении всех «мужиков», не принимавших участия в защите Дона.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сотник сӑмахӗ ҫак тӗле ҫитсен, ватӑ казаксем виҫерен тухмасӑр сӗрлесе илчӗҫ.

В этом месте сотниковой речи старики сдержанно загомонили.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Халӗ те Ванюшӑна ҫынсен сӑмахӗ кирлӗ пулман: руль умнерех пӗкӗнсе, машина айӗнчи ҫул ҫине пӑхса пырса, вӑл Лена ҫинчен шухӑшланӑ, хӑй умӗнче унӑн кулса тӑран питне курнӑ.

Вот и в эту поездку Ванюше было, конечно же, не до чужих разговоров: припадая к рулю и всматриваясь в бегущую под машину дорогу, он думал о Лене и видел перед собой ее улыбающееся лицо…

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Тепӗр икӗ сӑмахӗ!

— А еще два слова?

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кирек-хӑш лашан та вӑй пур — сӑмахӗ те ҫав ҫеҫ!

Всякая лошадь имеет силу — вот и весь ответ!

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed