Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чавса патӗнчен пӗрешкесем тӑсӑлса кайнӑ, хулпуҫҫи тӗлнелле вӗсем, ҫыхланнӑ евӗр, пӗр ҫӑмхана пухӑннӑ.От локтя тянулись ремни, сходились на уровне плеча в перепутанный клубок.
4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Лере, операционнӑйӑн сивӗ алӑкӗ патӗнче тӑнӑ чух пухӑннӑ куҫҫулӗ пӗчӗкҫӗн-пӗчӗкҫӗн ҫӑмӑллӑх илсе килме пуҫларӗ.Слезы, накипавшие там, около холодной двери операционной, приносили облегчение.
5 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Вагонеткӑран тем пысӑкӑш порода кумккисем тӑкӑнаҫҫӗ, аялалла куса-куса анаҫҫӗ те террикон таврашне пухӑннӑ кӳлленчӗке шампӑртатса кӗрсе ӳкеҫҫӗ.
4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Тата мӗн вӗсем пурте пухӑннӑ?
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ӑна халех офицерсем пухӑннӑ ҫурта чӗнеҫҫӗ.
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Урамра 30 градуслӑ сивӗ тӑнине пӑхмасӑрах Ухсай ячӗллӗ Культура керменне халӑх йышлӑн пухӑннӑ.
Мӑн асаттесен вӑй-хӑвачӗ — «Хусан чӑвашӗсенче» // Олег АЛЕКСАНДРОВ. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 4 стр.
Ватӑ енне кайсан, ӑсланать пуль тенӗччӗ, халӗ пӑхатӑп та — ҫамрӑк чухне пухӑннӑ мӗн пур ухмахла япала та тухса пӗтмен-ха санран.
23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Тен, Егор ҫакнашкал хӑтланни ун кӑмӑлне те кайман пулӗ, анчах халӗ ӑна йӗрки пурне те тӳсӗмлӗн чӑтса ларма, ларма ҫеҫ мар, савӑнма та хушать, мӗншӗн тесен ҫынсем кунта ӑна саламлама, ун ҫемйи яла килнине паллӑ тума пухӑннӑ.
21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Крыльца ҫине тухсан, вӑл тӗлӗнсех кайрӗ — картишӗнче (хӳме тытман, юр хӳсе лартнӑ кил вырӑнне картиш теме юрать пулсан) халӑх тулли иккен: пӗрисем хыттӑн та хавассӑн темскер каласа кӑтартакан Ромкӑ патӗнче кӗпӗрленсе тӑнӑ; теприсем хулпуҫҫипе хапха юпине тӗревлесе тӑракан Никодим патне пуҫтарӑннӑ; виҫҫӗмӗшӗсем Иван мучи патне пухӑннӑ — кусем, Иванпа пӗр ҫулти кӑвак сухаллӑ стариксем, туратлӑ туйисем ҫине тайӑнса тӑраканскерсем, йӑл кулса, старик каланипе килӗшсе, пуҫӗсене сула-сула илнӗ.
20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Анчах Цапкина чарма май пур-и вара, — вӑл площаде пухӑннӑ темиҫе пин ҫын умӗнче калаҫнӑ пек, аллине малалла тӑса-тӑса, такама юнанӑ евӗр чышкине ҫӗкле-ҫӗкле илчӗ; ун ҫинҫе те ҫемҫе сасси пӗрре зал ҫийӗн ҫӗкленчӗ, тепре вӑл, сассине антарса, пӑшӑлтатса кӑна калаҫрӗ.
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Мӗн пулать-ха ун чухне — ҫынсем пухӑннӑ, пуху пулман.— Тогда действительно получится ерунда — люди собрались, а собрания не было.
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пӗр ратне пухӑннӑ, шыв сапсан та уйӑрас ҫук, — Молодцов ассӑн сывласа илчӗ, унтан кӑшт тӑхтаса тӑчӗ те салхуллӑн каларӗ.
10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Каҫсенче шӑплӑха чан сасси ҫура-ҫура кайнӑ, вут тӗртнӗ пӳрт патне ҫур ял чупса пухӑннӑ, пӳрт шӑрпӑк пек нимӗн юлмиччен ҫунса кайнӑ.
4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Алӑк патӗнче хӗрарӑмсем пухӑннӑ, куҫӗсене тутӑр вӗҫӗпе шӑлса, хыттӑн шӑнкарнӑ, шӑпӑрт пулнӑ ачасем вӗсем ҫумне лапчӑннӑ.
2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Костюмпа чухне Коробин хӑйӗн тавра пухӑннӑ ҫынсенчен уйрӑлса таман, ытти ҫынсем пекех пухнӑ, кительпе вара кӑштах хаяртарах та хӑй патне пули-пулми пыма ҫук ҫын пек курӑннӑ, Ксени шучӗпе, районти пӗрремӗш ҫын шӑпах ҫапла пулмалла та ӗнтӗ.
24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пробатов, аллисемпе чӗркуҫҫийӗсем ҫине пусса, ура ҫине тӑчӗ, ӑпӑр-тапӑрсем хушшипе унталла-кунталла пӑркаланса, васкамасӑр кантӑк патне иртрӗ, тӑкӑрлӑкра пухӑннӑ кӑвак ӗнтрӗк ҫине тинкерсе пӑхса тӑчӗ, чӳрече янаххине пӳрнисемпе шаккаса илчӗ.
15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл, пӗрре сӗтел патне пырса ларса, пухӑннӑ хаҫат-журналсемпе ҫырусене йӗркелентерме тытӑнчӗ, тепре пӑхса тухман ҫӗнӗ хаҫата яра-яра тытрӗ, юлашкинчен ура ҫине сиксе тӑчӗ те хӑйӗн чӗриклетекен аттипе ешӗл курӑк пек симӗс палас тӑрӑх каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳрерӗ.
13 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Майӑн 24-мӗшӗнче пухӑннӑ канашлу вӑхӑтӗнче вӑл Илья Сафоновпа ун майлӑ шухӑшлакансенчен тӑрӑхласа та илчӗ.На происходившем 24 мая совещании он высмеял предположения Ильи Сафонова и его единомышленников.
LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пӗр вунпилӗк харсӑр йӗкӗт пухӑннӑ.
XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫамрӑк казаксем пурте пухӑннӑ.
XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.