Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫумӑр ҫуса тасатнӑ чуллӑ ҫул ҫине ҫутӑ ӳкрӗ, автомашина кустӑрмисем сас пачӗҫ; ик айккипе те ҫара каштансем, яка чулсенчен тунӑ ҫуртсем лара-лара юлаҫҫӗ.
3 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Кунсӑр пуҫне диверсант тавраналла вӑрӑ пек сӑнарӗ; пӗлтӗрхи курӑк тунисемпе витӗннӗ хӳмесем ҫине, пысӑк чӳречеллӗ ик хутлӑ ҫурт ҫине пӑхса илчӗ.
1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Дежурнӑй унтер-офицер пире казармӑна кӗртесшӗн мар пулчӗ, анчах Зухин ӑна темле майпа ӳкӗте кӗртрӗ, вара хайхи ҫыру леҫме пынӑ салтак пире темиҫе пӗчӗк лампӑпа аран-аран ҫуталнӑ пысӑк пӳлӗме ертсе кӗчӗ, кунта ик енӗпе те нарсем, нарсем ҫинче сӑрӑ шинеллӗ шаклапуҫ рекрутсем, хӑшӗ лараҫҫӗ, хӑшӗ выртаҫҫӗ.
ХLIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӑлтӑра кӗрсе пусма тӑрӑх хӑпарнӑ чух та эпӗ лайӑххӑн вӑранайманччӗ-ха, анчах малти пӳлӗм алӑкӗн ҫӑри, питӗрмелли пӗчӗк кӗле, пӑрнӑҫнӑ урай хӑми, лар, ҫурта лартмалли кивӗ ывӑс, ӗлӗкхиллех тумлам-тумлам хытса ларнӑ шӑн ҫулӑскер, шӑн ҫу ҫуртин халь ҫеҫ ҫутнӑ кукӑр та сивӗ хӑйӑвӗнчен ӳкекен мелкесем, яланах тусанлӑ, кӑларса лартман ик хут чӳрече (эп астунӑ тӑрӑх, ун умӗнче пилеш ӳсмелле), — ҫаксем пурте чуна ҫывӑх туйӑннӑран, вӗсем асаилӳсемпе тулса тӑнӑран, пӗр шухӑшпа ҫыхӑннӑ пек пӗр-пӗринпе килӗшӳллӗ пулнӑран, эпӗ сасартӑк ҫак савнӑ кивӗ ҫурт хама ҫупӑрланине туйса илтӗм.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Фаэтон кӑпӑш тусанлӑ ҫулпа пӗр тикӗссӗн тайкаланса пырать, ҫулӑн ик айккипе сӗткенлӗ ыраш калчи, хӑшпӗр тӗлте кӗпҫелене пуҫланӑ пулин те, ем-ешӗл курӑнать.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Чӑлан пӗр ик ҫухрӑмра пулас-тӑк тата рама икӗ хут йывӑртарах тайсан, ман кӑмӑл ытларах тулассӑн туйӑнчӗ.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӗсен вӑрттӑнлӑхне пӗлес шутпа фортепьяно хыҫӗпе йӑпшӑнса пытӑм та ҫакна куртӑм: Катя, батист тутӑра ик вӗҫӗнчен чаршав пек тытса Сережӑпа Соня пуҫӗсене хупӑрласа тӑрать.
ХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Карл Иваныч, ӑна кукамай ачасен аслашшӗ тесе чӗнет, хӑйӗн эпӗ пӗлекен хисепе тивӗҫ кукшине сасартӑк, тур пӗлет темшӗн, ҫӳҫне шӑп пуҫ варри тӗлӗнчен ҫиппе ик енне уйӑрса турамалли хӗрлӗ парикпе улӑштарнӑскер, мана ӑнланма ҫук кулӑшла ҫын пек туйӑнчӗ, ҫакна эпӗ халиччен асӑрхаманнипе хамран хам тӗлӗнтӗм.
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Акӑ ӗнтӗ тӗтӗм, тикӗт, кӗлентӗр шӑрши сисӗнме пуҫларӗ, калаҫни, ура сассисем тата кустӑрма шӑлтӑртатни илтӗнчӗ; хӑнкӑрмасем таса уйри пек янӑрамаҫҫӗ ӗнтӗ, улӑм ҫивиттиллӗ, чус хӑмана касса эрешленӗ пӗчӗк крыльцаллӑ, хӗрлӗ те симӗс хупписене уҫса хунӑ пӗчӗкҫӗ чӳречеллӗ ҫуртсем ик енче те лара-лара юлаҫҫӗ, хӑшпӗр чӳречесенчен пӗр-пӗр хӗрарӑм пуҫне кӑларса пӑхать.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Акӑ, ҫул айккипе, хӑмӑчӗсене карӑнтарса, икӗ лапсӑркка лаша чупаҫҫӗ, пичеве кӳлнин вӗренӗсене кутлӑхран явакласа илнӗ; хыҫалта, шалпар атӑллӑ вӑрӑм урисене пӗкӗ силленнӗ май кӑшт ҫеҫ илтӗнмелле шӑнкӑртатакан шӑнкӑравлӑ лашан ик еннелле усса, ҫамрӑк каччӑ-ямшӑк ларса пырать, вӑл путек сурӑх тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫӗлӗкне хӑрах хӑлхи ҫине пусарах лартнӑ та тӳлеккӗн темле вӑрӑм юрра тӑсать.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫав хушӑра ик аршӑн айккинерех пирӗн ҫине саламлӑн та интересленсе пӑхакан сӑнсем вӗлтлетсе иртрӗҫ, ҫак ҫынсем манпа нихӑш енчен те ҫыхӑнса тӑманни тата эпӗ вӗсене нихҫан та урӑх курас ҫукки темле тӗлӗнмелле пек туйӑнать.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Юнашарах ӳсекен юман ҫинчен темле кайӑк вӗҫсе анса, унран ик утӑмран пек ларчӗ.Из соседних кустов вспорхнула птичка и уселась в двух шагах от него.
7 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Эпӗ хамӑн кравать ҫинчен пӗр самантра сиксе тӑтӑм — краватӗн вӑтаҫӗрти урисем хутланса ларчӗҫ, ун хыҫҫӑн тепӗр ик ури туртӑнса илчӗ, вара вӑл хӑй тӗллӗнех пӗр ҫӗре пуҫтарӑнма тапратрӗ.
Пӗрре ҫӗрле… // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Эх, ик хӑлхапа пӗр сӑмса ҫыпӑҫтарса янӑ чӳлмек начар вӗрет сан!
Белогорка шывӗ хӗрринче // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Анчах канашсем пулӑшмарӗҫ — урисем ик еннелле ярах шуса кайрӗҫ те, Лира ҫурӑмӗ ҫине начлатса, тӗлӗнмелле нӗрсӗр кӑшкӑрса ячӗ.Но советы не помогли — ноги разъехались, и Лира шлепнулся на спину с криком:
55 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ик ҫинчен тек ан асӑннӑ пултӑр!
55 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вӑл ик ҫинчен эпӗ тек пӗрре те илтем мар!
55 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Семен Афанасьевич, астӑватӑр-и, эпӗ сире ик ҫинчен каларӑм?
55 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Пӗлетӗр-и ик тени вӑл, педологсен сӑмахӗ тӑрӑх, ача ӑстӑн тӗлӗшпе миҫе ҫултине палӑртни пулать.— Вы знаете, IQ — это, по определению педологов, умственный возраст.
55 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Анчах, вӑйӑ условийӗсем тӑрӑх, тӗл пулнисен вӑйӗ пӗр пек пулмасан, калӑпӑр пӗччен ик ҫынна тӗл пулсан — тӑшман вилнӗ пулать, унӑн ҫанни ҫинчи ҫыхха салтса илеҫҫӗ.
39 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.