Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗренекен the word is in our database.
вӗренекен (тĕпĕ: вӗренекен) more information about the word form can be found here.
Лӑп та шӑп ҫак кунсенче ӗнтӗ эпӗ хамӑр класра вӗренекен Мартыновӑпа ҫапӑҫрӑм.

Именно в эти дни я, подрался с Мартыновой из нашего класса.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пире, университетра вӗренекен темиҫе ҫамрӑка, вӑл ҫӗнӗ тӗллевӗсемпе хӗмлентерсе ячӗ.

Help to translate

Владимир Карсаков // Марина Карягина. https://www.facebook.com/marina.karyagin ... 2599922405

Рабфакра вӗренекен ачан хушамачӗ Хейфец иккен.

Фамилия рабфаковца была Хейфец,

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан вӑл рабфакра вӗренекен ачапа паллашнӑ, унӑн Йытӑ площадкинче хӑйӗн пӳлӗмӗ те пулнӑ иккен, вара вӗсем пӗрле пурӑнма пуҫланӑ.

Потом ему повезло: он подружился с одним рабфаковцем, у которого была комната на Собачьей Площадке, и они стали жить вместе.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах ҫапах та юнашарти классенче вӗренекен хӗрачасем мана курма киле-киле каятчӗҫ, хытӑ кӑшкӑрсах манӑн сӑн-питӗмпе пӗвӗм-ҫийӗм ҫинчен калаҫатчӗҫ.

Но все-таки девочки из соседних классов приходили смотреть на меня и довольно громко обсуждали мою наружность.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Шупашкарти 55-мӗш шкулта 7 «а» класра вӗренекен Илья Васильев вара ачасене техникӑпа тата ӑс-хакӑл ӗҫӗпе кӑсӑклантарассине ача садӗнченех тытӑнма сӗнет.

Ученик 7 «а» класса чебоксарской школы №55 Илья Васильев предлагает пойти еще дальше и прививать ребятам интерес к технике и интеллектуальной деятельности уже с детского сада.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Кӑҫал республикӑра аслӑ классенче вӗренекен пӗтӗм ачасен виҫҫӗмӗш пайӗ физикӑпа математика профилӗпе ӑс пухать.

В целом по республике по физико-математическому профилю в этом учебном году обучаются треть старшеклассников.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

1–9 классенче вӗренекен ачасен ӳнер шкулне ҫӳрекен йышӗ 14% танлашнӑ.

охват учащихся 1–9 классов занятиями в детских школах искусств составил 14%,

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Ун хыҫҫӑн А. Самылкин курсант хӑй вӗренекен факультета ӑс пухма кӗрес тесен мӗнле экзаменсем тытмаллипе паллаштарчӗ тата ҫар службинчи кулленхи пурнӑҫ ҫинче тӗплӗн чарӑнса тӑчӗ.

Help to translate

Ачасене — ҫарпа патриотизмла воспитани // Пирӗн пурнӑҫ. http://www.krchet.cap.ru/Publication.asp ... 19&size=20

Тӗл пулӑва районти ҫар комиссарӗ В.Г. Мареев, ҫар ӗҫ комиссариачӗн 2-мӗш уйрӑмӗн начальникӗн аслӑ пулӑшуҫи Л.П. Пудова тата Мускаври ҫар университечӗн пӗрремӗш курсӗнче вӗренекен А.Ф. Самылкин (Хӗрлӗ Чутай гимназийӗн выпускникӗ) хутшӑнчӗҫ.

Help to translate

Ачасене — ҫарпа патриотизмла воспитани // Пирӗн пурнӑҫ. http://www.krchet.cap.ru/Publication.asp ... 19&size=20

Кӳкеҫри 1-мӗш шкулӑн 9-мӗш «а» класӗнче вӗренекен Владимир Александрова акӑ спортӑн ҫак тӗсӗпе туслаштарма ашшӗ-амӑшӗ темиҫе ҫул каяллах йӗлтӗр туянса панӑ – хакӗ йӳнех мар.

Help to translate

Улттăн пулнă вĕсем… // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 13-14№, 2016.02.26

Хӑйсем вӗренекен заведенисенче - тӗслӗх вырӑнӗнче, - кӗскен паллаштарчӗ Чӑваш Енри юхӑм ӗҫ-хӗлӗпе «Раҫҫей студотрячӗсем» /малалла - РСО/ ҫамрӑксен общество организацийӗн федерацин Атӑлҫи округӗнчи уйрӑмӗн комиссарӗ Елена Наумова.

Help to translate

Студотрядсен юхӑмӗ ҫӗнӗрен йӑл илет // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed