Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑрҫӑра (тĕпĕ: вӑрҫӑ) more information about the word form can be found here.
Вӑл вырӑс ҫынниччӗ, вӑрҫӑра разведчик пулнӑ, йывӑр аманса сусӑрланнӑ (снаряд ванчӑкӗсем ӳпкинче юлнӑ).

Он был русским, на войне был разведчиком, тяжело ранен (осколки снарядов остались в легких).

Вӗсем Ҫӗнтерӳпе яла таврӑннӑ // Николай Воронцов. «Канаш», 2020.02.14

Вӑл кӳршӗри Маяк ялӗнчен, вӑрҫӑра химинструктор, ШӖМӗн оперативлӑ ушкӑнӗн взвод командирӗ пулнӑ.

Он родом из соседнего села Маяк, в войну был химинструктором, командиром взвода оперативной группы МВД.

Вӗсем Ҫӗнтерӳпе яла таврӑннӑ // Николай Воронцов. «Канаш», 2020.02.14

Вӑрҫӑра пиҫӗхнӗ ҫӗнтерӳҫӗсем тӑван тӑрӑха таврӑнса мирлӗ ӗҫе кӳлӗннӗ.

Закаленные войной победители вернулись на родину и приступили к мирной работе.

Вӗсем Ҫӗнтерӳпе яла таврӑннӑ // Николай Воронцов. «Канаш», 2020.02.14

Вӑл Гаранжа хушаматлӑ, вӑрҫӑра пулемётчик пулса пурӑннӑ, ҫураласса Чернигов кӗпӗрнинче ҫуралнӑ.

Фамилия его Гаранжа, был пулеметчиком, родом сам из Черниговской губернии.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Лечебницӑра ахаль ҫынсем ытларах пулнӑ, вӑрҫӑра аманнисене пӗр палатӑра тытнӑ; вӗсем пиллӗкӗн пулнӑ: Ян Варейкис — сарӑ вӑрӑм латыш, касса якатнӑ сарлака сухаллӑ та кӑвак куҫлӑскер; Иван Врублевский — ҫирӗм сакӑр ҫулхи илемлӗ драгун, Владимир кӗпӗрнинче ҫуралнӑскер; Ҫӗпӗр стрелокӗ Косых, пӗр вырӑнта ларма-тӑма пӗлми сарамак пӗчӗк салтак Бурдин тата Мелехов Григорий.

В лечебнице преобладали гражданские больные, раненые помещались в одной палате; было их пять человек: Ян Варейкис, высокий русый латыш с окладистой подстриженной бородой и голубыми глазами; Иван Врублевский, двадцативосьмилетний красавец-драгун, уроженец Владимирской губернии; сибирский стрелок Косых, вертлявый желтый солдатишко Бурдин и Мелехов Григорий.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Мухтава тивӗҫлӗ шӑпа вӑл — керменре ларасси мар, вӑрҫӑра пуласси.

Благородный удел быть там, а не при дворце.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Панихида туса ирттернӗ хыҫҫӑн тӑххӑрмӗш кунне вӑрҫӑра вилнӗ Григори воина асӑнма Виссарион пупа тата хӑйсен тӑванӗсемпе хурӑнташӗсене пуҫтарчӗҫ.

На девятый день после панихиды пригласили попа Виссариона и родных на поминки по убиенном воине Григории.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сирӗн ывӑлӑр, 12-мӗш донской казачий полкри казак, Григорий Пантелеевич Мелехов кӑҫалхи сентябрӗн 16-мӗшӗнче каҫхине Каменка-Струмилово хули ҫывӑхӗнче вӑрҫӑра пуҫне хучӗ.

Сын Ваш, казак 12-го Донского казачьего полка, Григорий Пантелеевич Мелехов в ночь на 16 сентября с. г. убит в бою под городом Каменка-Струмилово.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑрҫӑра мӗн пулса иртнине питӗ пӗлесшӗн пулнӑ, тейӗр.

Очень, мол, ему было интересно про войну узнать, как там и что…

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫӳҫне-пуҫне сапаласа, хӑйсен вӑрҫӑра вӗлернӗ упӑшкисене асӑнса: «И-и, чунӑм-тӑванӑм! Кам ҫине шанса тӑратса хӑвартӑн-ши эсӗ мана-а-а?..» — тесе пӗр казачка ҫеҫ мар хӳхленӗ.

И не одна уж простоволосая казачка отпрощалась, отголосила по мертвому: «И, родимый ты мо-о-о-ой!.. И на кого ж ты меня покинул?..»

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑрҫӑра ҫӗнтересси пулас ҫук.

— Проиграем войну, видимо.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Вӑл, тӑванӑм, пӗркун, Райборд ҫывӑхӗнчеччӗ пулас, вӑрҫӑра вилчӗ.

— Его, брат, надысь под Райбродами убили.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Акӑ епле чӑнлӑха: вӑрҫӑра ҫын япалине ан ил — ку пӗрре.

— А вот какую: чужого на воине не бери — раз.

6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Турккӑ вӑрҫинче халӑха епле вакланӑ, ку вӑрҫӑра та ҫавах ваклаҫҫӗ, — такам ҫине ҫилленсе, персе ячӗ Томилин.

Как в турецкую народ переводили, так и в эту придется, — озлобляясь неизвестно на кого, буркнул Томилин.

6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Имени ҫӗрӗ — тӑватӑ пин теҫеттин — генерал аслашшӗн ашшӗнех 1812 ҫулхи Отечественнӑй вӑрҫӑра вӑрҫнӑшӑн касса панӑскер, Саратов кӗпӗрнинче пулнӑ, унта генерал ытти ҫынсемпе питех хутшӑнмасӑр пурӑнма пуҫланӑ.

Земля его — четыре тысячи десятин, — нарезанная еще прадеду за участие в Отечественной войне 1812 года, находилась в Саратовской губернии, и зажил чернотелой, суровой жизнью.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унӑн чӑнахах та ылтӑн пур пулсан, ҫӑвара карса тӑма кирлӗ мар халь: вӑрҫӑра яланах тупӑнмасть вӑл…»

Если ж у него точно есть золото, то мешкать нечего теперь: не всегда на войне можно добыть…

II // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Нумайӑшсем вара вӑрҫӑра ҫапӑҫса тупнӑ савӑнӑҫпа савӑнма ҫеҫ пӗлнӗ тата унпа ҫеҫ киленесшӗн пулнӑ.

Многие же знали только радость и удовольствие, которые нашли в бою, и хотели наслаждаться только этим.

XIX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫакӑн пек тухса кайрӗ тата тепӗр ҫӗнӗ легенда вӑрҫӑра.

Так появилась еще одна новая легенда на войне.

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Сана паллӑ вӗт, политрук юлташ, вӑрҫӑра пӗр минут мӗне пӗлтерни!

А ведь тебе известно, товарищ политрук, что значит даже одна минута на войне!

XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Ун пек туни вӑрҫӑра пӗрре те начар мар!

— Это совсем не плохо на войне!

XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed