Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ачашшӑн the word is in our database.
ачашшӑн (тĕпĕ: ачашшӑн) more information about the word form can be found here.
— Хуратӑп, — терӗ Евсей, шанӑҫлӑн та ачашшӑн кулса, вара вӑл чылай лӳчӗркеннӗ ҫырӑва хӗврен кӑларчӗ.

— Положу, — с улыбкой сказал Евсей и вынул из-за пазухи ужо изрядно помятое письмо.

X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Унтан, тӗкӗре ывӑтса ярса, мӗкӗрекен эфирелле кӑмӑл майӗн е ачашшӑн, е савӑнӑҫлӑн, е хурлӑхлӑ сасӑпа чӗнсе пӗр сӑмахах хутран-хут калама пуҫланӑ:

А потом, отбросив прочь зеркальце, принималась снова твердить в ревущий эфир нежно, весело и печально, смотря по настроению:

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Ара вӑл ҫак уйӑх ҫутиллӗ ҫӗр варринче пур ҫӗрте те хӑйӗн савнине шыранӑ тата Юрӑсен Юрринчи евӗрлех авалхи сӑмахсене, — вӗсене вӑл нихҫан вуламан тата илтмен пулин те, — ачашшӑн пӑшӑлтатса пынӑ.

И она в этой лунной ночи всюду искала своего любимого и шептала старые слова, почти такие же, как в Песни Песней, хотя она никогда не читала и не слышала их.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Анчах Катя куншӑн кӳренмен, мӗншӗн тесен вӑл Мамочкин сӑмахӗсенче ҫывӑракан Травкина ачашшӑн юратнине туйнӑ.

Но Катя не обиделась, почуяв в словах Мамочкина такую же нежность к спящему Травкину.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Комдив хӗрпе ачашшӑн кулкаласа калаҫнӑ.

Комдив разговаривал с девушкой, ласково улыбаясь.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Ҫапла вара Аникановӑн нимӗҫпе пӗрле Марченкӑна та, юлташпа тӑшмана пӗр-пӗрин ҫумне ачашшӑн ҫупӑрласа лартса, тата иккӗшне те мӗнле те пулин сиен тӑвасран шикленсе, пӗрле сӗтӗрсе тухма тивнӗ.

И Аниканову пришлось тащить немца и Марченко вместе, нежно прижимая товарища и врага друг к другу и боясь повредить обоих в равной степени.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Каҫхи апат ҫинӗ чух эпӗ ӑна хаклӑ йышши эрехпе хӑналарӑм, вӑл сӗрме купӑспа мӗнле чаплӑ каланинчен тӗлӗнтӗм, унпа ачашшӑн кулкаласа калаҫрӑм, унтан тепӗр вырсарникун хӑнана чӗнтӗм, арӑмпа пӗрле каллех сӗрме купӑс калӑр, терӗм.

Я поил его за ужином дорогим вином, восхищался его игрой, с особенной ласковой улыбкой говорил с ним и позвал его в следующее воскресенье обедать и еще играть с женою.

XXI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Вӗсем сасартӑк хӑйсен умӗнче ҫуркуннехи ем-ешӗл ҫулҫисемпе ҫуталса ларакан хӑйсен юратнӑ хурӑн вӗтлӗхне курчӗҫ, вара вӗсенчен пӗри: — Чунӑм, ку чӗре… — терӗ ачашшӑн та хуйхӑллӑн.

Все они вдруг увидели любимую рощу, полную тихого света и яркой весенней зелени, и один из них ответил мальчугану ласково и грустно: — Это, милый, сердце…

XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Лукерья уҫса хунӑ арча умне чӗркуҫленсе ларнӑ та упӑшки валли кӗпе-йӗм шырать; сайра хутран сӗтел енне ҫаврӑнса ӑшшӑн пӑхса илет, Степана ачана пӑхманшӑн ачашшӑн хӑтӑркалать, арчара кӗпе-йӗм шыранӑ хушӑра вара телейлӗ те хуйхӑллӑ та куҫҫулӗсене уншӑн та, куншӑн та пӗр тан юхтарать…

Лукерья стояла на коленях у открытого сундука и выбирала белье для мужа; изредка, оборачиваясь к столу, она улыбалась, ласково ругала Степана за то, что он плохо смотрит за малым, и, начиная рыться в сундуке, роняла в него и счастливые и горестные слезы — и тех и других в равной доле…

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Пилӗк ҫулсене ҫитнӗ тепӗр ачи, сарӑ кӑтра ҫӳҫлӗскер, куҫӗсене телейлӗн выляткаласа ашшӗпе юнашар ларать, вӑл та пӑтӑ ҫиет, хушӑран-хушша ачашшӑн ашшӗ ҫумне йӑпшӑнкаласа илет.

Другой сын, лет пяти, белокурый и вихрастый, сидел рядом с отцом, счастливо поблескивая глазами, тоже ел кашу и иногда, преисполненный счастья, прижимался головой к боку отца.

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Ӑнланатӑп, — терӗ Воронин, алтупанӗпе Бояркин кӑкӑрӗнчен ачашшӑн перӗнсе, — эсӗ ӑна шӑпах чӗре ҫумӗнче усрарӑн, халь, тӑванӑм, чӗрере усра…

— Понимаю, — сказал Воронин, ласково упираясь ладонью в грудь Бояркина, — ты держал его у сердца, а теперь, брат, держи в сердце…

XII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Воронин малалла ӳпӗнсе Бояркинӑн сӗтел ҫинче выртакан аллине ачашшӑн перӗнсе илчӗ.

Воронин наклонился и ласково потрогал Бояркина за руку, лежавшую на столе.

XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

«Костя ҫинчен шухӑшламасть-ши вӑл?» — тесе шутласа илчӗ те Марийка, йӑмӑкне ачашшӑн ыталарӗ.

«Уж не Костя ли у нее на уме?» — подумала Марийка и ласково обняла сестру за плечи.

IX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Марийка амӑшӗ патне ачашшӑн пырса тӑчӗ:

Марийка ласково бросилась к матери:

IX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

«Ӗҫлемелли план», «пӗр кунхи маршрут» — кусем ыран Мускав тӑрӑх ҫӳремеллисем пулаҫҫӗ тесе шутласанах, Ирина спектакль ҫинчен манса кайрӗ; савӑнчӗ, вара упӑшки ҫине ачашшӑн та савӑнӑҫлӑн пӑхса илчӗ.

«Рабочий план», «однодневный маршрут» — как только она подумала об том, что завтра будут ходить по Москве, Ирина забыла о спектакле; обрадовалась, и ласково и радостно посмотрела на мужа.

XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Епле пурнаҫҫӗ? — Сергей арӑмӗ ҫине ачашшӑн пӑхрӗ.

— Как живут? — Сергей с нежностью посмотрел на жену.

XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Унсӑрӑн мӗнле пултӑр! — терӗ Марфа Игнатьевна, хӗрӗ ҫине юратса та ачашшӑн пӑхса.

— Как же без этого! — сказала Марфа Игнатьевна, смотря на дочь любя и ласково.

XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Ку тӗлте вӑл амӑшӗпе Ниловна ҫине темле ачашшӑн та айӑплӑн пӑхса илчӗ:

— В этом месте она посмотрела на мать и Ниловну ласково и виновато:

XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫыран хӗрринче, юханшыв урлӑшӗпех кукӑртарах пӗчӗк шыв сикки шавласа выртакан вырӑнта, вӑрӑм та йышлӑ туратлӑ шур хӑва ӳсет, унӑн туни ҫутӑ-сӑрӑ, шатрашка, хуппин ҫурӑкӗсем хушшинче пысӑк пуҫлӑ, сарӑрах тӗслӗ кӑткӑсем ту хушшинчи пек ҫӳреҫҫӗ, Никифор Васильевич шӑпах ӗнтӗ ҫак шур хӑва умӗнче шухӑша кайса ларма юратать; ачашшӑн шавласа юхакан шыв хӗрринче ларнӑ чухне кашнинчех вӑл хӑй пӗр ҫуркунне утрав ҫине килнине, вара станицӑран касса килнӗ шур хӑван пӗчӗк тураттине ҫыран хӗрне чиксе лартнине аса илет.

На берегу, в том самом месте, где тянется наискось через всю речку мелкий шумливый перекат, растет высокая и ветвистая белолистка, — ствол у нее светло-серый, бугристый, кора с трещинами, по которым, как по ущельям, снуют головастые, желтой окраски муравьи, именно у этой белолистки Никифор Васильевич любит посидеть, помечтать; ему всякий раз, слушая убаюкивающий шум воды, приятно было вспоминать, как когда-то ранней весной он впервые пришел на остров и воткнул на берегу прутик белолистки, срезанный в станице…

XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Пурте хатӗр ӗнтӗ, — терӗ те Алена, хӑна ҫине ачашшӑн пӑхрӗ.

— Все уже готово, — сказала Алена и ласково посмотрела на гостя.

XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed