Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тата темиҫе кун иртсен вӑл ман умма ҫитсе те тӑрать, пӗтсе кайнӑ хӑй, хӗвелпе пиҫӗхсе хуралнӑ, чӑн та, иснанец евӗрлех ӗнтӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Халӗ ку ҫулпа, пӗр-пӗрне хистесе, брезентпа витнӗ грузовиксем умлӑ-хыҫлӑн куҫаҫҫӗ, хӗвелпе пиҫнӗ регулировщиксем, юхӑма йӗркелесе, сарӑ тата хӗрлӗ явлӑксем вӑркӑштарса тӑраҫҫӗ.
8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Акӑ пирӗн хӗрлӗ ялав хӗвелпе пӗрле пӗр харӑс ҫӗкленчӗ.И красный пионерский флаг нашего маленького лагеря поднялся вверх вместе с солнцем.
3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эпир вӗсене Боркине ҫити поездпа каятпӑр, унтан Кореваново урлӑ Водохранилищӗне ҫити ҫуран утатпӑр, вара ҫыран хӗррине чатӑр карса, ҫӗр каҫатпӑр, ирхине, хӗвелпе пӗрле тӑрса, ҫуллахи хӗвелтӑру кунне савӑнӑҫлӑн кӗтсе илетпӗр, кӑнтӑрлана каялла киле таврӑнатпӑр терӗмӗр.
2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Парапет ҫинче тӑракан сигнальщик пӗчӗк ялавӗсемпе тӑскаланса темӗн пӗлтеретчӗ, лерен вара, карап ҫинчен, хӗвелпе ялкӑшса тӑракан Нева урлӑ ӑна ялавсемпех ответ паратчӗҫ; ҫаксем мана пурте уяв вӑхӑтӗнчи пек туйӑнчӗҫ, кӑмӑлӑм ирӗке вӗҫрӗ, ҫапла хӗпӗртенипе куҫӑм та куҫҫульпе витӗнчӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хӗвелпе пиҫӗхнӗ пит-куҫӗ шурнӑ та халӗ куҫӗсем путса ларнӑ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ун ҫинче, тундрӑпа тинӗсре ҫеҫ тӗл пулакан чамасӑр пысӑк хӗвелпе тӳпе курӑнать.Над ним было солнце и небо, такое огромное, какое можно увидеть только на море или в тундре.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тӗкӗр, — халӗ ҫеҫ эпӗ ун ҫинче Лурипе тухтӑра куртӑм — сасартӑк тӗксӗмленчӗ, шӑнса ларчӗ, тепӗр вунӑ минутран вара пирӗн пуҫ тӑрринче халь ҫеҫ-ха хӗвелпе тӳпе пулнине те манӑҫа хӑвармалла пулчӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ письмовнике каҫӑхса кайса шыранӑ май, кӗнекесене хӑвӑрт-хӑвӑрт иле-иле хунӑ вӑхӑтра, хӗвелпе сарӑхнӑ, хаҫатпа чӗркенӗ пакет урайне тухса ӳкрӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хӗвелпе пиҫме ӗлкӗрнӗ, шап-шурӑ шӑллӑ Павлуша, аслӑ оператор хӑйӗн кӑткӑс машинерипе чи ҫӳлӗ вырӑна вырнаҫнӑ.
7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӗсенчен пӗри ытла та лайӑх ӗнтӗ: садри тӳрем те сарлака ҫул, хӗвелпе ҫуталнӑ хырсем курӑнаҫҫӗ.Одна — особенно чудная: была нарисована прямая просторная дорога в саду и сосны, освещенные солнцем.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Гаер, калаҫнӑ май, ман ҫине пӑха-пӑха илет, эпӗ хӗвелпе кайӑксене алапа хуплатӑп.Продолжая говорить, Гаер косится на меня, я торопливо закрываю солнце и птиц рукавом.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кӑнтӑрти хӗвелпе хӗрелнӗ кӑтра ту тӑррине курсан, кӑвак пӗлӗте курсан е пӗр чул ту ҫинчен тепӗр чул ту ҫине сикекен юхан шыв сассине илтсен, эпӗ хӗрарӑмсем ҫинчен пӗтӗмпех манса каятӑп.
Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Унӑн ҫав тери хӳхӗм пӗвӗ, пӗр хӑйне ҫеҫ килӗшекен майпа пуҫ тайни, вӑрӑм та сарӑ ҫӳҫӗ, кӑшт ҫеҫ хӗвелпе пиҫӗхнӗ ӗнсипе хул пуҫҫийӗсем темле ылтӑнӑн йӑлтӑртатса тӑни, уйрӑммӑнах турӗ сӑмси — ҫаксем мана пурте ытармалла мар илӗртрӗҫ.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Унтан хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ, сарлака питлӗ, хура ҫӳҫлӗ ҫын вӑйлӑ та ҫирӗп аллисемпе хирӗнсе ҫӗкленчӗ, кӗлеткине борт урлӑ вӑшт кӑна ҫӗклесе каҫарчӗ те самолёт ҫунатти ҫине тӑчӗ, вара йывӑррӑн хускалса ҫӗре анчӗ.
Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хӑй ҫине вӑл офицерсен эполетсӑр сюртукне уртса янӑ, пуҫне черкессен лапсӑркка ҫӗлӗкне тӑхӑннӑ; Сӑнран пӑхсан ӑна пӗр аллӑ ҫулалла ҫитнӗ темелле; хӗвелле пиҫӗхнӗ пит-куҫӗ вӑл Кавказ леш енчи хӗвелпе тахҫанах паллашнине кӑтартать, вӑхӑтсӑр кӑвакарнӑ мӑйӑхӗ те унӑн ҫирӗп уттипе, маттур сӑн-сӑпачӗпе килӗшсех каймасть.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Анчах та унӑн хӗвелпе, ҫилпе пиҫсе ларнӑ сӑнӗ ҫине, куҫ хӗррисем ҫумӗнчи, ҫамки ҫинчи, тутисем хӗрринчи ҫип пек ҫинҫе пӗрмеленчӗк йӗрӗсем ҫине, унӑн хура, ялан шухӑша кайнӑ пек курӑнакан ӗшенчӗкрех куҫӗсем ҫине тинкерсе пӑхсан, ӑна тата тепӗр вунӑ ҫул хушса пама пулнӑ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Уншӑн кунта пурте — япаласем те, ҫынсем те тӑван пек ҫывӑх пулнӑ: кивӗ, куштӑрканӑ, вӑрҫӑ пуҫланнӑранпа тӗссӗрленнӗ сӑран реглансем, йытӑ тирӗнчен ҫӗленӗ унтӑсем тӑхӑннӑ, хӗвелпе пиҫнӗ; сассисем ҫӗтнӗ савӑнӑҫлӑ ҫынсем — тӑван; авиаци базин сӑмсана ҫуракан вичкӗн те тутлӑрах шӑрши ҫапнӑ сывлӑш, ӑшӑтакан моторсен кӗрлевӗпе тата вӗҫсе каякан самолётсем тикӗссӗн кӗрленӗ сасӑсемпе тулнӑ сывлӑш — тӑван; ҫулланса пӗтнӗ комбинезонсем тӑхӑннӑ, ураран ӳкес пек ывӑнса ҫитнӗ техниксем; хӗвелпе бронза тӗслӗ пуличченех пиҫсе ларнӑ хаяр инструкторсем; метеорологи будкинчи хӗрлӗ питлӗ хӗрсем; команднӑй пункт ҫуртӗнчи кӑмакаран йӑсӑрланса тухакан кӑвак тӗтӗм; зуммерсем нӑйлатни тата телефонсем хыттӑн шӑнкӑртатни; фронта тухса каякансем «асӑнмалӑх» чиксе кайнипе столовӑйсенче кашӑксем ҫитменни; тӗрлӗ тӗслӗ карандашсемпе ҫырнӑ «боевой листоксем», сывлӑшра хӗрсем ҫинчен шухӑшлакан ҫамрӑк лётчиксенчен тӑрӑхласа тунӑ карикатурӑсем; вӗҫмелли уйри самолёт кустӑрмисемпе урлӑ та пирлӗ чӗркелесе пӗтернӗ, шӑнса ларнӑ хӑмӑр тӗслӗ пылчӑк; тӑварлӑрах сӑмахсемпе тата авиаци терминӗсемпе хутӑштарнӑ хаваслӑ калаҫу — ҫаксем пурте уншӑн ҫывӑх, хӑнӑхнӑ япаласем пулнӑ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хӗвелпе пиҫсе тӗксӗмленсе ларнӑ тирӗ айӗнчен кашни мышца палӑрса тӑнӑ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хӗвелпе ҫав тери ҫунса кайрӑм, тир сийӗн-сийӗн сӗвӗнет, ун айӗнчен темле кӑвакрах тӗслӗ ӳт тухать.Загорела так, что кожа слезает клочьями, а под ней какая-то неровная, фиолетовая.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950