Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кунсӑр пуҫне, мужиксем пӗр-пӗринпе харкашма пуҫланӑ: тӑвансем пӗр-пӗринчен уйӑрма ыйтнӑ; вӗсен арӑмӗсем пӗр ҫуртра пӗрле пурӑнайман; кӗтмен ҫӗртенех тӳпелешӳ пуҫланса кайнӑ та, команда пулнӑ пек йӑлтах ура ҫине сиксе тӑнӑ, пурте кантур умне пуҫтарӑннӑ, улпут патне — час-часах ҫапса ватнӑ туртасемпе, ӳсӗр пуҫпа пырса тӑрӑннӑ, суд тума, айӑплама ыйтнӑ; шав, нӑйкӑшу, арҫынсем вӑрҫнипе хӗрарӑмсем ӗсӗклени ылмашса, ҫуйхашу пуҫланса кайнӑ…
XXII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Оброк ҫине лартнӑ мужиксем вӑхӑтра укҫа тӳлесе пыман, вӑрман вӑрланӑ, хуралҫӑсем кашни каҫ пекех ферма ҫаранӗ ҫинчен лашасем хӑваласа кӗнӗ, хӑш чухне ҫапӑҫсах тытса илсе кӗнӗ; Николай Петрович ҫаранне таптанӑшӑн штраф илмелле турӗ, анчах ӗҫӗ яланах пӗр кун е икӗ кун улпут апачӗ ҫинче тӑнӑ лашасене хуҫисене тавӑрса панипех пӗтсе пынӑ.
XXII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Чӑнах та, ҫав карчӑк каланӑ тӑрӑх, ку инкек пӗтӗмпех улпут картара халиччен пулманла ӗнесене темӗнле ют ҫынсене сутарнинчен тухса кайнӑ, имӗш.
XXII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Лешӗ кӑна кӗтмен иккен, намӑсланать те ҫапла ыйтать: «мӗнле, вилес умӗн улпут иклетмерӗ-и?»Тот этого не ожидал, сконфузился и спрашивает: «Что, барин перед смертью икал?»
XX // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Базаров тӑрантас ӑшӗнчен пуҫне кӑларса пӑхма пуҫларӗ, Аркадий пуҫне хӑйӗн юлташӗ ҫурӑмӗ хыҫӗнчен кӑларса пӑхрӗ те улпут ҫурчӗн крыльци ҫинче ырхан, шӑртланса кайнӑ ҫӳҫ-пуҫлӑ, ӑмӑрткайӑкӑннн пек шӗвӗр сӑмсаллӑ, кивӗ ҫар сюртукне йӳле ярса тӑхӑннӑ ҫынна курчӗ.
XX // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
— Эккей, каларӑн сӑмах, улпут.
XIX // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
— Улпут ӗҫӗсемпе хулана килтӗмӗр те, сирӗн ҫинчен илтрӗмӗр, вара ҫул май кӗрсе тухас терӗмӗр, сире курма…
XVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
— Каҫарӑр, тӑванӑм, апла ӑҫтан! — шӗкӗлтетме пуҫланӑ Тимофеич (вӑл тухса килнӗ чухне улпут ҫирӗп наказ панине аса илнӗ).
XVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Вӑл Базарова каласа пӗтеричченех итлерӗ те: «хӑвӑр енчен эсир тӗрӗс, — тен, вӑл тӗлӗшпе эпӗ улпут арӑмӗ пек пулӗ, анчах ялта йӗркесӗр пурӑнма ҫук, кичемлӗх ярса илет», — терӗ те малалла та хӑй пекех туса пычӗ, Базаров мӑкӑртатрӗ, анчах ӑна хӑйне те, Аркадие те Одинцова патӗнче йӑлтах «рельсӑсем тӑрӑх ярӑннӑ пек пынӑран» ҫеҫ пурӑнма ҫав тери ҫӑмӑл пулчӗ те.
XVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ох, иртӗхтерсе янӑ вӑл хӑйне ҫак улпут майри!
XVI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Улпут ҫуртне чиркӳ стилӗпе, пирӗн патра Александровски стиль текен стильпе, тунӑ.
XVI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Авдотья Никитишна (е Евдоксия) Кукшина пурӑнакан пысӑках мар, Мускаври майлӑ улпут ҫурчӗ … хулин халь ҫунса кайнӑ урамсенчен пӗринче пулнӑ; пирӗн губерни хулисем кашни пилӗк ҫултанах ҫуна-ҫуна кайни паллӑ ӗнтӗ.
XIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ҫак улпут умӗнче ҫаплах шала кӗрсе кайнӑшӑн вӑл сасартӑках кӑмӑлсӑр пулчӗ.Ему вдруг стало досадно на самого себя, зачем он так распространился перед этим барином.
X // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Петр та, хӑйне ҫав тери юратакан айван ҫын, ӗмӗрех ҫамкине картлантарса ҫӳрекенскер, мӗнпур тивӗҫлӗхӗ те — шутлӑн пӑхма, сыпӑкӑн-сыпӑкӑн вулама, хӑйӗн сюртукне час-часах щёткӑпа тасатса тӑма пултарнинче кӑна пулнӑ этем те, Базаров хӑй ҫине пӑхсан ирӗлсе ҫуталса кайнӑ; улпут килӗнчи ачасем «тохтур» хыҫҫӑн йытӑ ҫурисем пекех чупнӑ.
X // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Вӗсем ку ҫын ҫапах та улпут мар, хӑйсен хӑраххиех пулнине туйнӑ.
X // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Хӑйне улпут чӗннине пӗлсен, Феничка питӗ хытӑ хӑраса ӳкнӗ, ҫапах та амӑшӗ хыҫӗнченех пынӑ.Узнав, что барин ее зовет, Фенечка очень перетрусилась, однако пошла за матерью.
VIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
— Васька, илтетӗн-и, улпут: эпир те санпа ҫав шапасем пекех, тет.— Васька, слышь, барин говорит, что мы с тобой те же лягушки.
V // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
— Мӗн тума кирлӗ сана шапасем, улпут? — ыйтрӗ унран пӗр ачи.— На что тебе лягушки, барин? — спросил его один из мальчиков.
V // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Эпӗ халь ирӗке кӑларнӑ улпут ҫыннисене текех хам патӑмра тытас мар, е мӗнле те пулин пысӑк ответлӑ ӗҫсене хушас мар терӗм ӗнтӗ.
III // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Петр улпут кӑтартнӑ енне пӑхрӗ.
III // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.