Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тӑватӑ the word is in our database.
Тӑватӑ (тĕпĕ: тӑватӑ) more information about the word form can be found here.
Машинӑна урамалла тӑватӑ чӳречерен те ҫутӑ сапакан пӳрт умне тӑратрӑм та хам ҫитни ҫинчен пӗлтерме кӗтӗм.

Help to translate

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Тӑватӑ ҫул каялла вӑл ҫӗр сакӑр вунӑ акт ҫырнӑ, кӑҫал ҫирӗм ҫеҫ.

Help to translate

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Сарлакӑшӗ чӗрӗк метр, тӑршшӗ тӑватӑ утӑм ҫурӑ.

Help to translate

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Тӑватӑ ҫул вӑрҫӑра пулнӑ.

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Ҫав лаптӑка тӑватӑ кунта аран сухаласа пӗтертӗм.

Help to translate

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Форумра, акӑ, тӑватӑ блок ӗҫлерӗ.

Help to translate

Ҫемье тата шкул: ыррипе лайӑххи // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11840-ce ... -laj-khkhi

Каласа хӑвармалла, юхӑмӑн тӑватӑ ен - «Харпӑй хӑйӗн аталанӑвӗ», «Ҫарпа патриотизм», «Информаципе медиа» тата «Гражданла активлӑх».

Help to translate

Ҫемье тата шкул: ыррипе лайӑххи // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11840-ce ... -laj-khkhi

Пӗр атакӑра ӑна харӑсах тӑватӑ фашист тапӑннӑ пулнӑ.

Help to translate

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Ҫак савӑнӑҫа тӑватӑ ҫул хушши кӗтмелле пулчӗ-ҫке!

Help to translate

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Акӑ пирӗн колхозран халӗ тӑватӑ ҫын чугун ҫул валли вӑрман касма, икӗ ҫын Сӑр шыв урлӑ кӗпер тунӑ ҫӗре ӗҫлеме каймалла.

Help to translate

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Тӑватӑ километр хушши инҫе мар, Исаков ҫуранах утасшӑнччӗ, анчах директор килӗшмерӗ.

Четыре километра для него было недалеко, Исаков хотел пойти пешком, но директор не согласился.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Тӑватӑ ҫултан вӑл унтан ӑнӑҫлӑ вӗренсе тухнӑ та, ӑна министерствӑрах ӗҫлеме хӑварнӑ.

Через четыре года он успешно закончил его, и его оставили работать в министерстве.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Кунта Иван Яковлевӑн Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнчи тӑватӑ сасӑпа юрлакан хорӑн ырӑ пуҫарӑвне малалла тӑсӗҫ, «ашшӗсемпе ачисен» хушшинчи ӗмӗре тӑсӑлакан ыйтӑвӗсем те ҫивӗчлӗхне ҫухатмӗҫ.

Help to translate

Литература ҫулталӑкӗ - писательсемсӗр? // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 4 с.

Тӑватӑ куна пынӑ тӗп спорт уявӗн программинче - йӗлтӗрҫӗсен, полиатлонҫӑсен, спорт ҫемйисен, механизаторсемпе доярсен, шашкӑлла-шахматла вылякансен тата кире пуканӗ йӑтакансен тупӑшӑвӗсем.

Help to translate

Чӑваш спортсменӗсем яланах хастар // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 8 с.

Тӑватӑ кун ӗҫлесен, аннене тата вуникӗ пус патӑм.

Help to translate

Чӗмпӗре тухса кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӑл кашни ачана пӗрер хӑма, грифель, линейка пачӗ, вара стена ҫумӗнчи пысӑк хура хӑма ҫине, вӑрӑм линейка тытса, пурӑпа тӑватӑ йӗр турӗ, пире хамӑр хӑмасем ҫине те ҫавнашкал йӗрсем тума хушрӗ.

Help to translate

Эпӗ шкула кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Касак Ваҫҫи те ав Энӗш хӗрринчи пахчине тӑватӑ капан утӑ лартнӑ.

Help to translate

Лашана сутни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тепӗр кун эпӗ вырӑн ҫинчен тӑраймарӑм: темӗн сӑлтавпа чирлесе ӳкрӗм, вара тӑватӑ кун хушши пуҫа ҫӗкленмесӗр выртрӑм.

Help to translate

Кантуртисем килни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тӑватӑ рабочие Касак Ваҫҫи витине тытса хупрӗҫ.

Help to translate

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ятран икшер тенкӗ, Ӗ-ӗ-ӗ, сирӗн икӗ ят, тӑватӑ тенкӗ тӳлемелле…

Help to translate

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed