Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

унпа (тĕпĕ: ун) more information about the word form can be found here.
Апла калани те тӗрӗс марччӗ пулӗ, мӗншӗн тесен алла илнӗ тетрачӗсенчен пӗрне уҫса пӑхрӑм та темӗн пичетленине асӑрхарӑм — кӗнекерен ҫурса илнӗ страница пек, — анчах халь унпа калаҫма юрамастчӗ-ха, вара эпӗ хисеплӗн пуҫӑма тайса: — Тавтапуҫ, Миша, — терӗм.

Возможно, что это снова была неправда, потому что я наудачу открыла одну тетрадь, и там оказалось что-то печатное — точно вырванная из книги страница, — но теперь с ним больше нельзя было говорить, и я только поблагодарила очень вежливо: — Спасибо, Миша.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унпа телейсӗр пулатӑн эсӗ, — тепӗр хут каларӗ Ромашов.

— А с ним ты будешь несчастна! — повторил Ромашов.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унпа вара эс телейсӗр пулатӑн.

— А с ним ты будешь несчастна!

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ те унпа сан пекех интересленнӗ, анчах эпӗ урӑх енчен.

Я тоже интересовался ею так же, как и ты, но, пожалуй, с несколько иной точки зрения.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хам учлёт чухнех уйрӑлнӑ-ҫке унпа!

Ведь мы расстались, когда я был учлетом!

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Юратьчӗ-ши унпа халь телефонпа калаҫма?

Удобно ли звонить ему?

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чӗринче пӑшӑрханатчӗ пулин те хӑйне вӑл лӑпкӑн тытма тӑрӑшать, унпа халь пӗр сӑмах та хушмалла маррине сисетӗп-ха эпӗ.

Но это было спокойствие потрясенного человека, и я чувствовал, что сейчас не нужно говорить ни о чем.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл хапхаран кӗрсе кайсан та шухӑшӑмра эп унпа пӗрлех пыраттӑм-ха — Иван Павлыч ӑна епле кӗтсе илнине кураттӑм, вӑл, паллах ӗнтӗ, лӑпкӑ пуласшӑн тӑрӑшать, хӑй сӑмах пуҫличчен малтан вӑрӑм мӑнштукне пирус тиреймесӗр тӑрать-тӗр…

Она исчезла в подъезде, но мысленно я шёл за нею — я видел, как Иван Павлыч встречает её, волнуясь и стараясь казаться совершенно спокойным, и как он долго, нервно вставляет папиросу в свой длинный мундштук, прежде чем начать разговор.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Иван Павлыч мана ӑсатрӗ те ыранхи кунччен эпир унпа уйрӑлтӑмӑр.

Он проводил меня, и мы расстались до завтра.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Сансӑр эпӗ унпа уҫӑрах калаҫӑп, — терӗ вӑл.

— Без тебя мне будет удобнее говорить с нею.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унпа юнашар тепӗр хуйхӑракан ҫын пурччӗ, тен вал Катьӑран та ытла хуйхӑратчӗ пулӗ.

 — И рядом с нею был один человек, который тосковал так же, как она, или, может быть, ещё больше.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Анчах унпа никам та интересленмен пулас-ха.

 — Тем более, что ею больше никто, кажется, особенно не интересовался.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унӑн мӗнле ӗҫсем иккенне питех те ыйтса пӗлесшӗнччӗ эпӗ, анчах Кораблев ман ҫине нимӗнле пӗлтермен куҫпа пӗр тикӗссӗн пӑхса илчӗ те эпӗ, унпа кунӑҫса, ҫӑварӑма хупрӑм.

Я хотел спросить, в чём, собственно говоря, заключались его труды, но Кораблёв посмотрел на меня ровным, как бы ничего не выражавшим взглядом, и я послушно закрыл рот.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ятлаҫатпӑр унпа текех, — терӗ вӑл тарӑнӑн сывласа.

— Ссоримся мы всё с ней, — сказала она со вздохом.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Санӑн унпа калаҫмаллаччӗ!

Ты бы к нему обратился!

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тепӗр енчен ӑна чуптумашкӑн Валька туртӑнчӗ те, эпир унпа ҫамкасемпе ҫапӑнтӑмӑр.

С другой стороны к нему полез целоваться Валька, и мы столкнулись лбами.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эпир унпа пӗрне-пӗри ҫыру ҫӳрететтӗмӗр те, унтан ҫырми пултӑмӑр.

 — Мы с ней переписывались, а потом перестали.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ирӗксӗртен-и, тен, ирӗксӗртен те мар-и, эпӗ унпа хамӑн пурнӑҫ ҫулӗнче кирек ӑҫта та тӗл пултӑм.

Вольно или невольно, я встречался с ними на каждом круге своей жизни.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫирӗм ҫула ҫитиччен вӑл тундрӑра кӗтӳ кӗтсе сӳренӗ, ненецсем ахальтен мар ӗнтӗ унпа мухтанаҫҫӗ, ырӑ ятпа асӑнаҫҫӗ ӑна, юратаҫҫӗ.

До двадцати трёх лет он был пастухом в тундре, и ненцы недаром всегда говорили о нём с гордостью и любовью.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пухусенче эпӗ унпа пӗрре кӑна тӗл пулман, пӗррехинче эпӗ ана Красноярскинчен Игарка та леҫсе хӑварнӑччӗ.

Я не раз встречался с ним на собраниях и однажды даже возил из Красноярска в Игарку.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed