Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫӗре (тĕпĕ: ҫӗр) more information about the word form can be found here.
Ҫырса хуни ҫапла каланӑ; анчах Иван Захарыч Сторешников 1837 ҫултах ҫӗре кӗнӗ, унтанпа вара кил хуҫи унӑн ывӑлӗ, Михаил Иванович, пулнӑ, — документсем ҫапла каланӑ.

Так говорила надпись; но Иван Захарыч Сторешников умер еще в 1837 году, и с той поры хозяин дома был сын его, Михаил Иванович, — так говорили документы.

I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Хуса кӑларса хӑтланать-и вара, хӑй унтан урӑх ҫӗре куҫса кайӗ.

Чего там выгоняет, они сами уступают ему…

Йӑлтӑр ҫутӑ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67–76 стр.

Лю-цзинь аллинчи пушӑ чашӑк шуса кайрӗ, ҫӗре ӳкрӗ, кирпӗч кӗтессине лексе катӑлчӗ.

Раздался звон — пустая чашка, выскользнув из рук Лю-цзинь, ударилась о кирпич и разбилась.

Хускану // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 54–66 стр.

Вӑл хӑй ҫитес ҫӗре ҫитрӗ.

Он пришел туда, куда ему надо было.

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Вӑл — ҫӗре кӗнӗ Ҫемен ҫураҫнӑ хӗр.

— Она — невеста покойного Семена.

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Авӑн ҫапнӑ чух Ҫӑрттан мучие хавасрахчӗ: итемсем ҫинче каҫ пуличченех веялкӑсем кӗрлетчӗҫ, хытӑ ҫӗре чул катоксем тӳнккени илтӗнетчӗ, лашасем тулхӑратчӗҫ, ҫынсем ну-ну! тесе сасӑ паратчӗҫ.

Когда шла молотьба, деду Щукарю было веселее, допоздна гремели на гумнах веялки, глухо выстукивали по утрамбованной земле каменные катки, слышались людские понукающие голоса и фырканье лошадей.

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хӗле кӗнӗ ҫӗре сана ӑшӑ будка туса парӑпӑр, унта тимӗр кӑмака лартӑпӑр, путмар тӑвӑпӑр, кӗлле тӑхӑнма кӗрӗк пиншак, тӑлӑп, ҫӑматӑ хатӗрлӗпӗр.

Построим тебе теплую будку к зиме, поставим в ней чугунку, топчан сделаем, а тебе в зиму справим полушубок, тулуп, валенки.

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ав епле ҫамрӑксем ҫӗре кӗрсе выртрӗҫ, манӑн ӗнтӗ тахҫанах унта кайма вӑхӑт.

Вон какие молодые улеглись, а мне давно уж там покоиться пора.

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Сирӗн задача ҫапла: хӑвӑрӑн ик ҫӗре яхӑн активлӑ штыкпа, хӗҫпе усӑ курса, вырӑнти коммунистсене вӗлерсе пӗтермелле, анчах пӗчӗк тытӑҫусене хутшӑнмалла мар, ҫула май ҫыхӑнӑва татса, «Красная заря» совхоза походпа каймалла.

Ваша задача: у вас около двухсот активных штыков или сабель, вам надлежит, перебив местных коммунистов, но отнюдь не ввязываясь в мелкие и затяжные стычки, походным порядком, перерезав по пути связь, идти на совхоз «Красная заря».

XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хӗвелтухӑҫ енчен ҫапла усал ҫил вӗрсе тӑнӑ, ҫынсем ӗҫсӗр аптраса ларнӑ вӑхӑтра станицӑри виҫ ҫӗр килте пуринче те хуторта тахҫанах ҫӗре кӗнӗ темле Иван Иванович Дегтярев ҫинчен калаҫу пуҫланнӑ.

И начинался в такую пору жестокого восточного ветра наверху и вынужденного безделья людей внизу — во всех трехстах дворах хутора один и тот же рассказ о некоем давно почившем хуторянине Иване Ивановиче Дегтяреве.

XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Унран та япӑхрах ҫӗре.

— Хуже.

XXVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ял Советӗнче хушнӑ ҫӗре чупса ҫӳреме-и? — ыйтрӗ ҫураҫнӑ хӗрӗн шӳтлеме самаях пултаракан ашшӗ.

Дежурить рассыльной в сельсовет? — по-своему не лишенный остроумия, спросил родитель невесты.

XXVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Иккӗленнипе аптранӑ, ҫӗре ҫывӑрмасӑр ирттернипе ывӑннӑ, сыхласа ларни ним усӑ та парас ҫуккине ӗненсех ҫитме пуҫланӑ Разметнов кил картине йӑпшӑнса кӗчӗ те пӳрт алӑкӗ умӗнче ҫенӗкрен тухакан амӑшне тӗл пулчӗ.

Мучимый сомнениями, усталый после бессонной ночи, почти убежденный в никчемности затеянной слежки, Размётнов крадучись вошел во двор — и на пороге в хату столкнулся с выходившей из сеней матерью.

XXVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Мана Тимошкӑна хураллама ҫӑмӑл пулчӗ: Лушкӑсӑр пуҫне урӑх ҫӗре ниҫта ҫӳремен вӑл, урӑх ҫул пулман унӑн.

Легко было мне Тимошку караулить: окромя Лушки, ему некуда было податься, иного путя у него не было.

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Сутӑн илекенсем иккӗшӗ те тына пӑрӑва тимлӗн сӑнама, хыпалашма пуҫларӗҫ, унтан кӗрнекли йӑлӑхтармалла хаклашма тытӑнчӗ, тепри, чӑпӑрккалли, тунсӑхлӑн шӑхӑркаласа, кил карти тӑрӑх утса кайрӗ, чӑх витине те, пушӑ лаша витине те, хӑйне пачах та кирлӗ мар ҫӗре те пӑхса ҫӳреме пуҫларӗ…

Оба покупателя осматривали и ощупывали телку дотошно, придирчиво, потом коренастый стал нудно торговаться, а тот, который был с кнутом, скучливо посвистывая, пошел по забазьям и базу, заглядывая и в курятник, и в пустую конюшню, и всюду, куда ему и не надо было бы заглядывать…

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кутӑн лаша чӑрмав умӗнче чӗвен тӑнӑ пек ҫӗкленсе тӑрать-тӑрать те, кустӑрмисемпе каллех ҫӗре ӳкет, каялла ҫӗртме пуссине васкать, пӑрлак ҫӗр валли вӑй ҫитмест унӑн.

Подымется вдыбки, как норовистый конь перед препятствием, постоит-постоит и опять вдарится колесами об землю, поспешает поскорее убраться обратно на пары, не под силу ему целина…

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Секретарь пӗтӗмпех хӑвӑрт та ӗҫлӗн татса пачӗ, окружкомра ҫапла тумалла та, сана, манӑн хурланчӑк, комсомол окружкомӗнчи хӗрсем пулӑшма пулчӗҫ, халӗ ял хуҫалӑх техникумне каяр, сана ҫӗнӗ ҫӗре пурӑнма вырнаҫтарам.

— Все решил секретарь, как и надо решать в окружкоме, быстро и дельно: тебя, моя Горюха, возьмут под свою опеку девчата из окружкома комсомола, а сейчас поедем в сельхозтехникум, буду тебя устраивать на новое местожительство.

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫак хӑруш вырӑнтан атя урӑх ҫӗре куҫатпӑр.

Давай переезжать в другое место с этого гиблого угодья!

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ывӑнни, ыйхӑсӑр ирттернӗ ҫӗрсем Давыдова халран янӑ, ҫавӑнпа сӗте кӗтсе илеймерӗ вӑл: хуҫа арӑмӗ сӗт тултарнӑ тарлӑ кӑкшӑма сыхлануллӑн йӑтса килнӗ ҫӗре Давыдов сак ҫине, хӑй ларнӑ тӗлех, йӑваннӑ та ҫывӑрса кайнӑ.

Усталость, бессонные ночи сморили Давыдова, и не дождался он молока: пока хозяйка пришла, осторожно неся отпотевшую корчагу с молоком, Давыдов уже спал, пристроившись на лавке, там, где сидел.

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эсӗ ирхине аннӳне кала: каҫхине вӑл килтен ниҫта та ан кайтӑр, эпӗ сирӗн пата хӗвел аннӑ ҫӗре кӗретӗп, калаҫу пулать, эсӗ килте пул.

А ты утром матери скажи: пусть вечером она из дома не отлучается, я зайду к вам на закате солнца, будет разговор, и ты будь дома.

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed