Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

унпа (тĕпĕ: ун) more information about the word form can be found here.
Ҫӗрӗпе ӑна шыра-шыра супрӑм, унтан вара ӳкрӗм те ҫывӑртӑм, ирхине хамӑр унпа уйрӑлнӑ вырӑна ҫитсе пӑхрӑм: мӑк татса илнӗччӗ унта, курӑк лапчӑннӑччӗ, ӑвӑс айӗнче хам тунӑ костыль те ҫаплах выртатчӗ…

Я искал его всю ночь, наконец свалился, уснул, утром нашёл то место, где мы расстались: мох был сорван, примят, самодельный костыль стоял под осиной…

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Роза калаҫрӗ унпа.

— Роза говорила с ним.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тахҫан эпир кӳлесем ҫине унпа пӗрле Париж ешӗлне сапаттӑмӑр.

 — Когда-то мы вместе с ним распыляли над озёрами парижскую зелень.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫапах та епле хӑранӑ-ха вӑл унран, уххӑм-туххӑм пуҫтарӑнса пырас вырӑнне вӑл унпа килӗшнӗ-ха, экономкине хӑй енне ҫавӑрасшӑн тӑрӑшнӑ.

Но как же она боялась его, если, вместо того чтобы просто сложиться и уехать, она прежде всего помирилась с ним и даже постаралась расположить к себе экономку.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Юмӑҫ яма вӑл черви король суйлать иккен, унпа вара ӗҫӗ кӑткӑсчӗ пулас унӑн.

Гадала она на червонного короля, с которым, очевидно, у неё были сложные отношения.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Апрелӗн 30-мӗш каҫхине, эп ҫуралнӑ кун, эпир унпа хамӑрӑн ҫурт ҫине улӑхрӑмӑр.

И вечером 30 апреля, в день моего рождения, мы поднимаемся с ним на знакомую нашу крышу.

30 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Унпа ҫӗр каҫа та ҫыхӑну пулман иккен.

Всю ночь нет с ним связи.

28 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Манӑн пуҫа ӗҫерсе, вӑл ҫӗлӗкне хывса илчӗ, унпа питне шӑлать, йӗрет, йӗрет, ҫӑмламас ҫӗлӗкӗ ҫинчен пуҫне ҫӗклеймест.

Отпустив мою голову, он срывает с себя мохнатую шапку и вытирает ею свое лицо и снова плачет, уткнувшись в нее.

27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Анчах эп хамӑн алӑра Игорӗн ырхан аллине туятӑп, хыҫалта такам таплаттарса чупни хӑлхаран каймасть, манӑн пуҫра пӗр шухӑш кӑна: Игоре хӑтармалла, часрах унпа ҫак сӗм каҫран ҫӑлӑнса тухмалла.

Но я чувствовала в своей руке худенькую руку Игоря, мне все слышался какой-то топот сзади, и я помнила одно: я должна увести отсюда Игоря, я должна выбраться скорее с ним из этой ночи.

27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Игорь Аришӑна часах паллать, Ирина Михайловна вилнӗ кун, Расщепейсен ишӗлсе выртакан ҫурчӗ патӗнче хамӑр унпа калаҫнине астӑвать: Ариша аппа, ҫемҫе чӗреллӗ хӗрарӑм, ачана хӑй патне куҫарать.

Игорь узнал ее, вспомнил, как мы разговаривали с Аришей у развалин дома Расщепея, когда погибла Ирина Михайловна: женщина сердобольная, тетя Ариша взяла его к себе.

24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Халӗ тавлашма та, вӑрҫма та вӑхӑт ҫук унпа.

Сейчас не время было ссориться и сводить счеты.

24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Анчах мӗнпур тавралӑх унпа темӗнле вӑрттӑн ҫыхӑну тытнӑ пек сисӗнет.

Но везде вокруг чувствуется с ним какая-то связь.

24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ӑҫта ман каяс унпа, пӗлместӗп.

Не знаю, куды мне с ним податься.

24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Унпа пӗрле искусствӑпа наукӑн тата мануфактурӑн тава тивӗҫлӗ деятелӗ Крупицына Серафима! — хыттӑн ответлерӗ тӳрленме пӗлмен Ромка.

С ним вместе заслуженный деятель искусства, науки и мануфактуры Крупицына Серафима! — громко отвечал неисправимый Ромка.

23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Кӗскен шаккани илтӗнчӗ, унпа пӗрлех алӑк майӗпен уҫӑлчӗ.

Одновременно с коротким стуком дверь приоткрылась.

23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Унпа ҫуммӑн шап-шурӑ тухьяллӑ Афина Паллада, сӑмси катӑлнӑ, хуралнӑ.

А рядом с ним белела голова Афины Паллады в шлеме, с разбитым, почерневшим носом.

23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ну, эп унпа нумаях калаҫса тӑмарӑм.

Ну, с ним-то у меня разговор покороче был.

22 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Питӗ те шел унпа уйрӑлма, анчах нимӗн те тӑваймӑн!

Жалко было с ним расставаться, да что делать!

20 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Моряк юлташ, — терӗм эп, хӑюллансах, — питӗ те ыйтатӑп сиртен, калӑр-ха, тархасшӑн: эп унпа тейӗр.

— Товарищ моряк, — сказала я, — я вас очень прошу, скажите, что вы со мной…

20 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Унпа вӑл вырӑсла та, туркменла та калаҫрӗ, лаши касса тунӑ пек чипер пуҫӗпе хуҫин хӗвелпе пиҫнӗ питҫӑмартинчен сӗртӗне-сӗртӗне тӑчӗ.

И говорил ему что-то — то по-русски, то по-туркменски, а конь терся своей длинной точеной головой о загорелую щеку Амеда.

19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed