Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кӑшт the word is in our database.
Кӑшт (тĕпĕ: кӑшт) more information about the word form can be found here.
Нильс аран-аран кӑна ҫӳрекелет, Корольков та унтан кӑшт ҫеҫ ҫирӗпрех.

Нильс едва ходит, и Корольков немногим лучше его.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ вӗсене ҫапла сывататӑп: йӗлтӗрпе вӗсене ҫул шырама яратӑп, каҫ валли вара кӑшт хина паратӑп.

Моё лечение заключается в том, что я посылаю их на лыжах искать дорогу, а на ночь даю облатку хины.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл пӗр йӗлтӗрсӗр-мӗнсӗрех тухса кайрӗ, унӑн ури йӗрӗсем вара ҫӳхе те ҫирӗп юр ҫинче кӑшт кӑна курӑнаҫҫӗ.

Он ушёл без лыж, и следы его пим чуть заметны на тонком слое крепкого снега.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӑшт пурӑнмалӑх та вӑйӗ юлман унӑн.

И на жизнь уже не осталось сил.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Петька ӑна кӑмӑлланӑ пек пулса итлет пӗр вӗҫӗмрен «кулӑшла!» тесе калать, унтан сасартӑк тӗксӗмленсе каять те вӑл: «Изя-ахрти кӗҫҫепит» тет, унтан кӑшт шухӑшланӑ хыҫҫӑн «талантсӑр кӗҫҫепит» тесе хурать.

Петька слушал его с довольным видом и всё говорил: «Смешно!», а потом вдруг побагровел и сказал, что Изя — «типичный ахрровский пошляк», «и притом бездарный пошляк», — добавил он, подумав.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл хӑйӗн тӗлӗнтермелле фигурисене тунӑ хыҫҫӑн, аэродрома таврӑннӑ самантра вара эпир, ҫав ҫын патнелле тирӗнсе ӳкес пекех чупатпӑр, чи аслӑ пилотажа юратакансем, курӑк пекех ешӗлскерсем, кӑшт ҫеҫ тӑват ураланса шумаҫҫӗ вӗт.

Со всех ног мы бежим к этому человеку, когда после своих удивительных фигур он возвращается на аэродром, и зелёные, как трава, любители высшего пилотажа уползают чуть не на четвереньках.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Петька кӑшт шӑнан пекки пулса темиҫе кунлӑха Энсках юлчӗ.

Петька простудился и остался на несколько дней в Энске.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан вӑл урай мунчали илсе килчӗ те пирӗн ура йӗрӗсене, нимӗнле ура йӗрӗсем пулмасан та, Петька калушӗнчен шыв кӑшт кӑна пуҫтарӑнса тӑнӑ пулин те, шӑлса тасатма тытӑнчӗ.

Потом она притащила тряпку и стала вытирать наши следы, хотя никаких следов не было, только от Петькиных калош натекла небольшая лужа.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ сире кӑшт кӑна та пулсан пулӑшма пултарӑттӑм.

Все-таки я вас хоть в чем-нибудь да могу предостеречь.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Хут кӑшт ҫеҫ аллӑмран тухса ӳкмерӗ.

Бумага чуть не выпала из моих рук.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Мӗн калаҫаҫҫӗ Оренбургра ман ҫинчен? — тесе ыйтрӗ Пугачев, кӑшт тӑхтасан.

— Что говорят обо мне в Оренбурге? — спросил Пугачев, помолчав немного.

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Тӗрӗссипе, кулнӑ чухне вӑл яланах кӑшт кӑвакаратчӗ.

Впрочем, он всегда немного бледнел, когда смеялся.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сана кӑшт каярах чӗнӗҫ.

Но тебя вызовут позже.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӑшт тӑрсан, ҫав хута ҫурса пӑрахрӑм та Валька патне зоопарка тухса кайрӑм.

Потом разорвал записку и отправился к Вальке в Зоопарк.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Паллах ӗнтӗ, ҫийӗнчех курчӗ вӑл мана, анчах пӗр сӑмах та чӗнмерӗ, куҫне кӑшт хӗскелерӗ те пуҫне сулса илчӗ.

Конечно, он сразу увидел меня, но ничего не сказал, только немного прищурил глаза и кивнул.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Катя куҫӗсене кӑшт ҫеҫ уҫса пӑхнӑ, амӑшӗ йӗрсе тӑнине курнӑ.

И Катька чуть-чуть приоткрыла глаза и увидела заплаканную маму.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫӳҫне урӑхла туранӑ вӑл, кӑшт ҫӳлӗрех те ҫутӑрах ҫамкине те курма пулать.

Она переменила прическу, и весь высокий белый лоб был виден.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Итлерех, пике, — терӗ железнодорожник, хӑрах куҫне кӑшт уҫҫа ярса.

— Слушайте, барышня, — сказал железнодорожник, приоткрыв на меня один глаз.

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тӗтре айккинелле сирелӗ пуҫларӗ, ун хыҫӗнчен, куҫармалла картинка ҫинчи пек, малтан кӑшт ҫеҫ йӗрленсе, унтан ярах уҫӑлса, сӑррисем типсех ӗлкӗреймен ҫап-ҫутӑ ир тухрӗ, вара шлюз причалӗсем, шурӑ хупӑлча знакӗсем тата ытти те ешӗл ҫыран ҫинче палӑрса кайрӗҫ, Шлюз башни ҫинче симӗс сигнал ҫутӑлчӗ.

Туман стал быстро сниматься в сторону, и за ним, как на переводной картинке, сперва лишь проглядывая, а потом вдруг разом зацветшее, полное еще влажных красок, проступило яркое утро, шлюзовые причалы, белые створные знаки в сочной зелени берега, на башне шлюза зажегся зеленый сигнал.

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ питӗ асӑрханса, сывлама та хӑяймасӑр, пӗшкӗнтӗм те, хуллен тутасемпе кӑшт ҫеҫ перӗнсе, унӑн ҫытар ҫине ыткӑннӑ аллине чуптурӑм, унтан чӗрне вӗҫҫӗн, вӑл вӑранса каясран хӑраса, ним сас-чӗвӗсӗр корма ҫине тухрӑм.

Я наклонилась, не дыша, и очень тихо, едва касаясь, поцеловала закинутую на подушку руку; потом я вдруг испугалась, что он может проснуться и заметить меня, тихонько вылезла я на корму.

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed