Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗрӗс the word is in our database.
тӗрӗс (тĕпĕ: тӗрӗс) more information about the word form can be found here.
Ҫапла тӑвас тесен, пирӗн критика большевикла принциплӑ, тӗрӗс тата политика енӗпе ҫивӗч пулмалла.

Help to translate

Вулакансем лайӑх кӗнеке кӗтеҫҫӗ // Я. ПАВЛОВ. «Чӑваш коммуни», 1941, кӑрлач, 22, 18(5733) №

Тӳрех калатӑп, шырав питех те кӑткӑс, хӑшӗ-пӗрин пурӑннӑ ҫулӗ тӗрӗс мар, е наградӑланӑ ҫын ӑҫта ҫуралса ӳснине кӑтартман представлени ҫинче, е тата пурӑннӑ ҫулне ҫырсан хурав тупӑнмасть.

Help to translate

Тӑванӗсене савӑнтарайман // Галина ЗОТОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.06

Чунпа вуласси, интонаци, дикци, сӑмахсене тӗрӗс каласси мала тухрӗ.

Вперед вышли душевное чтение, интонация, дикция.

Шупашкар калаҫать // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Тӗллевӗ вара пӗрешкелех: кӗске, ҫав вӑхӑтрах питӗ пӗлтерӗшлӗ, информацие радио итлекен патне ӑнланмалла чӗлхепе хӑвӑрт тата тӗрӗс ҫитересси.

А цель одинаковая: довести краткую, но в то же время значимую информацию до радиослушателей понятным языком быстро и правильно.

Шупашкар калаҫать // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх пушар кӑмакан мӑрйипе тӗрӗс мар усӑ курнӑран тухнӑ.

По предварительной информации причиной пожара послужило нарушение правил эксплуатации дымохода печи.

Элӗк районӗнче 7 ҫын ҫунса вилнӗ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12303.html

Демократин ҫӗнӗ сывлӑшне, ял ҫыннин чун ыратӑвне, ҫав вӑхӑтри пурнӑҫа тӗрӗс кӑтартса вулакансем патне эпир ҫеҫ ҫитерме пултартӑмӑр.

Help to translate

Ӑнӑҫу сана, хаҫатӑм! // Вера САВЕЛЬЕВА. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

Пысӑк арпус туса илессишӗн ӑшталанни те тӗрӗс мар.

Не надо стараться вырастить большие арбузы.

Арпус ӳстерсе пaхар-и? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.04.21, 15№

8. Вӑл килӗ те тӗнче ҫылӑх ҫинчен, тӳрӗлӗх ҫинчен, сут ҫинчен тӗрӗс мар шухӑшланине кӑтартса парӗ: 9. ҫылӑх ҫакӑ — Мана ӗненмеҫҫӗ; 10. тӳрӗлӗх ҫакӑ — Эпӗ Аттем патне каятӑп, эсир Мана урӑх курас ҫук; 11. сут ҫакӑ — ҫак тӗнченӗн пуҫлӑхӗ айӑпа юлнӑ.

8. И Он, придя, обличит мир о грехе и о правде и о суде: 9. о грехе, что не веруют в Меня; 10. о правде, что Я иду к Отцу Моему, и уже не увидите Меня; 11. о суде же, что князь мира сего осужден.

Ин 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Эсир Мана Вӗрентекен тетӗр, Ҫӳлхуҫамӑр тетӗр, тӗрӗс калатӑр: Эпӗ чӑнах та Ҫавӑ.

13. Вы называете Меня Учителем и Господом, и правильно говорите, ибо Я точно то.

Ин 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

мӗнле илтетӗп, ҫапла сут тӑватӑп; Манӑн сутӑм тӗрӗс, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ Хам ирӗкӗме мар, Хама янӑ Аттемӗн ирӗкне пурӑнӑҫлатӑп.

Как слышу, так и сужу, и суд Мой праведен; ибо не ищу Моей воли, но воли пославшего Меня Отца.

Ин 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

36. Выраканӗ пайта илет, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ валли ҫимӗҫ пуҫтарать, ҫапла ӗнтӗ акаканӗ те, выраканӗ те пӗрле савӑнӗҫ; 37. ку тӗлӗшпе «пӗри акать, тепӗри вырать» теекен каларӑш тӗрӗс.

36. Жнущий получает награду и собирает плод в жизнь вечную, так что и сеющий и жнущий вместе радоваться будут, 37. ибо в этом случае справедливо изречение: один сеет, а другой жнет.

Ин 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Вӑхӑт ҫитӗ, ҫитрӗ те ӗнтӗ, тӗрӗс пуҫҫапакансем Аттене сывлӑшпа, чӑнлӑхпа пуҫҫапӗҫ: Атте Хӑйне ҫавӑн пек пуҫҫапакансене шырать.

23. Но настанет время и настало уже, когда истинные поклонники будут поклоняться Отцу в духе и истине, ибо таких поклонников Отец ищет Себе.

Ин 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Ӗҫе тӗрӗс тӑвакан, хӑйӗн ӗҫӗсем курӑнччӑр тесе, ҫутӑ патне пырать, мӗншӗн тесессӗн вӗсене вӑл Турра юрӑхлӑ тунӑ, тенӗ.

21. а поступающий по правде идет к свету, дабы явны были дела его, потому что они в Боге соделаны.

Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Ангел мана каларӗ: ку сӑмахсем чӑн, тӗрӗс.

6. И сказал мне: сии слова верны и истинны;

Ӳлӗм 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Унтан мана каларӗ: ҫырса хур, ҫак сӑмахсем — чӑн, тӗрӗс, терӗ.

И говорит мне: напиши; ибо слова сии истинны и верны.

Ӳлӗм 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӑл тӳрӗ сут тӑвать, тӗрӗс вӑрҫӑ вӑрҫать.

Который праведно судит и воинствует.

Ӳлӗм 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Санӑн сутусем чӑн, тӗрӗс, терӗ.

истинны и праведны суды Твои.

Ӳлӗм 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Эсӗ пур, Эсӗ яланах пулнӑ, Эсӗ таса, Эсӗ тӗрӗс сут тӑватӑн: 6. вӗсем сӑваплӑ ҫыннусен, пророксен юнне тӑкрӗҫ, ҫавӑншӑн Эсӗ вӗсене юн ӗҫтертӗн: вӗсем ҫавна тивӗҫлӗ, терӗ.

Который еси и был, и свят, потому что так судил; 6. за то, что они пролили кровь святых и пророков, Ты дал им пить кровь: они достойны того.

Ӳлӗм 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Эй сӑваплисенӗн Патши, Санӑн ҫулусем таса та тӗрӗс!

Праведны и истинны пути Твои, Царь святых!

Ӳлӗм 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Пергам Чиркӗвӗн ангелне те ҫырса яр: «Икӗ ҫивчӗллӗ хӗҫли ҫапла калать: 13. санӑн ӗҫӳсене, эсӗ шуйттанӑн аслӑ пуканӗ ларакан ҫӗрте пурӑннине, эсӗ Манӑн ятӑма уяса тӑнине те пӗлетӗп; сирӗн патӑрта, шуйттан пурӑнакан ҫӗрте, Ман ҫинчен тӗрӗс калакан Антипӑна вӗлернӗ кунсенче те эсӗ Мана ӗненме пӑрахмарӑн. 14. Ҫапах та эсӗ Ман умӑмра кӑштах айӑплӑ: санӑн унта Валаам вӗрентнине тытса тӑракансем пур, лешӗ вара Израиль ывӑлӗсем суя турӑсене чӳкленӗ ҫимӗҫсене ҫиччӗр, ясар ӗҫсем туччӑр тесе, Валака вӗсене илӗртсе улталама вӗрентнӗ. 15. Санӑн та Николай хыҫҫӑн кайнисем вӗрентнине тытса тӑракансем пур; Эпӗ вӗсем вӗрентнине кураймастӑп. 16. Ӳкӗн; унсӑрӑн кӗҫех сан патна пырӑп та вӗсемпе Хамӑн чӗлхе-ҫӑварӑм хӗҫӗпе ҫапӑҫӑп. 17. Илтме хӑлха пурри Чиркӳсене Сывлӑш мӗн каланине илттӗр: ҫӗнтерекене курӑнми манна ҫитерӗп; ӑна шурӑ чул парӑп, чулӗ ҫине ҫырнӑ ҫӗнӗ ят парӑп; илекеннисӗр пуҫне ҫав ята никам та пӗлмест».

12. И Ангелу Пергамской церкви напиши: так говорит Имеющий острый с обеих сторон меч: 13. знаю твои дела, и что ты живешь там, где престол сатаны, и что содержишь имя Мое, и не отрекся от веры Моей даже в те дни, в которые у вас, где живет сатана, умерщвлен верный свидетель Мой Антипа. 14. Но имею немного против тебя, потому что есть у тебя там держащиеся учения Валаама, который научил Валака ввести в соблазн сынов Израилевых, чтобы они ели идоложертвенное и любодействовали. 15. Так и у тебя есть держащиеся учения Николаитов, которое Я ненавижу. 16. Покайся; а если не так, скоро приду к тебе и сражусь с ними мечом уст Моих. 17. Имеющий ухо (слышать) да слышит, что Дух говорит церквам: побеждающему дам вкушать сокровенную манну, и дам ему белый камень и на камне написанное новое имя, которого никто не знает, кроме того, кто получает.

Ӳлӗм 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed