Шырав
Шырав ĕçĕ:
Полина пӗтӗм шкул шайӗнче ирттернӗ наука конференцийӗнче Сатурн таврари ункӑсем ҫинчен тунӑ, ку тӗлӗшпе тӗн вӗрентӗвӗн «суя» догмачӗсене «тӑрӑ шыв ҫине кӑларакан» доклада Ула Тимӗр ӗмӗрлӗхех ас туса юлчӗ (каярахпа, ӗнтӗ Ула Тимӗрпе ҫемье ҫавӑрсан, Полина ҫакӑн ҫинчен те пӗлтерчӗ: вӑл ашшӗ-амӑшӗ хавхалантарнипе Ҫӗр спутникӗн Уйӑх фазисем епле ылмашӑнса тӑнине те уйрӑм тетраде ҫырса пынӑ иккен).
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Унта вӗсем хӑйсен ӗҫне ҫырса кӑтартнӑ: пӗр ушкӑн — секта — 1954-мӗш ҫулта раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче тӗнче пӗтессе шанса пурӑннӑ.
Улшӑнми шухӑш ҫинчен. Ӑс е кутӑнлӑх? (Conceptual conservatism) // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1290
Чӑваш блогерӗсем чӑнах та пултаруллӑ, кашнийӗ ҫынсене хӑйевӗрлӗхӗпе илӗртет: пӗри илемлӗ видеопа, тепри хӑй тунӑ ӳкерчӗкпе, виҫҫӗмӗшӗ ӑслӑ шухӑшпа, тӑваттӑмӗшӗ сӑвӑсем ҫырса.
Хусанта иртнӗ эрнекун чӑваш блогерӗсем тутар ӗҫтешӗсемпе тӗл пулчӗҫ // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... avas-tuxat
Паллӑ пичет ӗҫченӗсен хушшинче ку ятсене сахал илтетӗн, ҫапах та Алексей Александров, Ксения Романова, Константин Доброхотов, Анастасия Сайкова, Ксения Кошелева интернетра чӑвашла ҫырса тата калаҫса сахал мар аудитори пухнӑ.
Хусанта иртнӗ эрнекун чӑваш блогерӗсем тутар ӗҫтешӗсемпе тӗл пулчӗҫ // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... avas-tuxat
Вулакансен аудиторине ӳстерес тӗлӗшпе интернетра тӑтӑшах мӗн ҫинчен те пулин (ытларах хӑйсен пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ пулӑмсем ҫинчен) ҫырса контент йӗркелекенсене блогерсем теҫҫӗ.
Хусанта иртнӗ эрнекун чӑваш блогерӗсем тутар ӗҫтешӗсемпе тӗл пулчӗҫ // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... avas-tuxat
Ҫук, кайӑксен юррине ҫырса илесси пулмарӗ Уртем Михалин.
Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.
Кайӑк сассисене ҫырса илме килнӗ эпӗ кунта, — аранах чӗлхи уҫӑлчӗ мучин.
Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.
Кӳлӗ хӗрринчи вӑрманта кайӑк юррисене ҫырса илесси.
Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.
Вӑл тухтӑрсем ҫырса панӑ эмеле ӗҫрӗ те ҫиттийӗпе витӗнсе выртрӗ.
12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Очерк ҫырса пӑхрӑм, малтанлӑха никама та шарламарӑм, халӗ калам ӗнтӗ, ырланӑ ман ӗҫе, пичете ямалла тунӑ.
11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Паян та килте ҫук, хут таврашӗ те пулин ҫырса хӑварман хӑть.
9 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Блокночӗ ҫине ҫырса пыракан цех начальникӗ ларакансем енне пӑхса илчӗ, урӑх никам та шарлакан ҫуккине кура сӗтел хушшинчен тӑчӗ.
7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Общежитирен тухсан, Любӑпа Лида тата темиҫе ҫӗре ҫитрӗҫ, ҫуккисем патне хут ҫырса хӑварчӗҫ.
4 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Владимир Сергеевич смена тӑршшӗпе тумалли ӗҫсен списокне ҫырса пӗтерчӗ те Ревлен Петровича персе пачӗ.
3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Ӗҫе тӗрӗслетӗп, нарядсем ҫырса паратӑп, ҫав кӑна.
1 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Тавлашсан-тавлашсан, юлташла суд председателӗ халӑх йышӑнӑвне протокол ҫине ҫырса хучӗ:
VI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ҫӗр-ҫӗр салтак ятне мрамор плита ҫине ҫырса хунӑ.
Ҫырусӑр пуҫне ашшӗнчен нимӗн те юлман... // Галина Матвеева. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 14 с.
Вӑл хаҫата ку таранччен илсе тӑманнисене те малашне илӗртессе, хӑйсен шухӑшне ҫырса пӗлтерменнисене те алла ручка тыттарасса, ҫивӗч ыйтусене хускатма хистессе чунпа туятӑп.
Сӑнӗ улшӑнчӗ, "чунӗ" пуянланчӗ // Ревокат МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 14 с.
Михаил Тимофеевич кун кӗнекине ҫырса пынӑ.
Вӑрҫӑ ветеранӗ Михаил Наташкин 102 ҫул тултарнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34344.html
Ял ҫыннисем панӑ ыйтусене хуравларӗ, ҫав самантрах татса пама май ҫуккисене ҫырса пычӗ.
Ял ҫыннин ыйту нумай // Л.ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%8f%d0%b ... 0%d0%b9-2/