Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Иудифь вара ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ, пуҫӗ ҫине кӗл сапнӑ, ҫийӗнчи хурлӑх тумне хывса пӑрахнӑ; ҫак вӑхӑтра Иерусалимра Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче тин ҫеҫ фимиам тӗтӗрнӗ пулнӑ, Иудифь пӗтӗм чун хавалӗпе Ҫӳлхуҫана тилмӗрсе йӑлӑннӑ: 2. эй манӑн аттемӗн Симеонӑн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ, Эсӗ ун аллине ют йӑх ҫыннисене тавӑрмашкӑн хӗҫ тыттарнӑ: хӗр варне уҫса мӑшкӑл тунӑ, ун пӗҫҫине уҫса намӑс кӑтартнӑ, унӑн варне хур туса ирсӗрлетнӗ ют йӑх ҫыннисене тавӑрма хӗҫ тыттарнӑ!
Иудифь 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
75. Анчах халӗ, эй Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, Санран пысӑкран та пысӑк ырӑлӑх илтӗмӗр: Эсӗ Хӑвӑн сӑваплӑ вырӑнунта пирӗн тымарӑмӑрпа ятӑмӑра сыхласа хӑвартӑн, 76. Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр Ҫуртӗнче пире ҫутӑ ҫутса патӑн, эпир чура пулса пурӑннӑ чухне пире тӑрантарса усрарӑн!
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
58. Тимлӗ пулӑр, ҫакна Иерусалима аслӑ сваященниксемпе левитсене, Израилӗн ӑру пуҫлӑхӗсене Туррӑмӑр Ҫуртӗнче упрама ҫитерсе паричченех сыхлӑр, терӗм.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ездра священника, Ҫӳлхуҫа саккунне вӗрентекене, Артаксеркс патшаран ҫыру урлӑ янӑ ҫакӑн пек хушу ҫитнӗ: 9. «Артаксеркс патша Ездра священника, Ҫӳлхуҫа саккунне вӗрентекене, савӑнӑҫ сунать. 10. Шухӑшласа пӑхнӑ хыҫҫӑн, ҫынсене юратнипе эпӗ ҫапла тума хушрӑм: пирӗн патшалӑхра пурӑнакан Иудея халӑхӗн ҫыннисем, священниксемпе левитсем, хӑйсен ирӗкӗпе каяс теекенсем, санпа пӗрле Иерусалима кайччӑр. 11. Эпӗ хамӑн чи ҫывӑх ҫичӗ канашҫӑпа ҫакӑн пек шухӑшларӑм: кайма кӑмӑл тунисем ӗнтӗ пуҫтарӑнччӑр та кайччӑр; 12. Иудейӑпа Иерусалимра Ҫӳлхуҫа саккунӗпе килӗшӳллӗн пурӑннипе пурӑнманнине курччӑр, 13. эпӗ тата манӑн ҫывӑх ҫыннӑмсем Израиль Ҫӳлхуҫине пама пулнӑ парнесене, Иерусалимри Ҫӳлхуҫа валли Вавилон ҫӗршывӗнче тупӑнакан ылтӑн-кӗмӗле, хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррийӗн Ҫурчӗ валли халӑх мӗн панипе пӗрле Иерусалима илсе кайччӑр; 14. ылтӑн-кӗмӗлӗ вӑкӑрсем, сурӑхсем, путексем туянма, ӗнтӗ мӗн кирлине туянма кайтӑр, 15. ҫакӑ вӗсен Иерусалимри Ҫӳлхуҫа Туррийӗн парне вырӑнӗ ҫинче Ҫӳлхуҫана парне кӳме пултӑр. 16. Ҫак ылтӑн-кӗмӗлпе ху тата хӑвӑн тӑванусем мӗн тума шухӑшлатӑр, хӑвӑн Турру ирӗкӗпе ҫавна ту. 17. Сана Иерусалимри хӑвӑн Туррун Ҫуртӗнче тыткалама панӑ Ҫӳлхуҫанӑн таса савӑчӗсене Ҫӳлхуҫа Турру умне ларт. 18. Хӑвӑн Туррун Ҫурчӗ валли мӗн кирлине патша хыснинчен парса тӑр. 19. Акӑ эпӗ, Артаксеркс патша, Сирипе Финикия хысни хуҫисене Ездра священника, Ҫӳлти Турӑ саккунне вӗрентекене, мӗн ыйтнине пӗр тӑхтаса тӑмасӑр, ҫӗр талант кӗмӗл таранах, пама хушрӑм, 20. ҫавӑн пекех ҫӗр кор таран тулӑ, ҫӗр виҫе таран эрех пама хушрӑм. 21. Патшанӑн патшалӑхӗпе унӑн ывӑлӗсене Ҫӳлти Турӑ ан ҫиллентӗр, ҫавӑнпа та, Турӑ саккунӗ тӑрӑх, Ҫӳлти Турӑ валли мӗн тумаллине тимлӗн, тӑрӑшса тӑвӑр. 22. Ҫакна та калатӑп сире: священниксемпе левитсене, юрӑҫсемпе хапха хуралҫисене, Турӑ Ҫурчӗ таврашӗнче ӗҫлекенсемпе Турӑ Ҫурчӗн ҫыруҫисене нимӗнле хырҫӑ та, куланай та хумалла мар, никамӑн та ҫакна тума ирӗк ан пултӑр. 23. Эсӗ вара, Ездра, Турӑ панӑ ӑсупа Сирипе Финикия ҫӗрӗнче хӑвӑн Туррун саккунне пӗлекенсене пуҫлӑх пулма, тӳре пулма лартса тух, пӗлменнисене вӗрент; 24. сан Туррун саккунне е патша саккунне пӑхӑнманнисене пурне те айӑпламалла, вӗлермелле е хӗнемелле, укҫан шыраса илмелле е хӑваласа ямалла» тенӗ Артаксеркс ҫырӑвӗнче.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Турӑ Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑракансем: Исав ывӑлӗсем, Асиф ывӑлӗсем, Таваоф ывӑлӗсем, Кирас ывӑлӗсем, Суд ывӑлӗсем, Фалей ывӑлӗсем, Лаван ывӑлӗсем, Аграв ывӑлӗсем, 30. Акуд ывӑлӗсем, Ут ывӑлӗсем, Китав ывӑлӗсем, Аккав ывӑлӗсем, Сивай ывӑлӗсем, Анан ывӑлӗсем, Кафуа ывӑлӗсем, Геддур ывӑлӗсем, 31. Иаир ывӑлӗсем, Десан ывӑлӗсем, Ной ывӑлӗсем, Хасев ывӑлӗсем, Казир ывӑлӗсем, Озия ывӑлӗсем, Финое ывӑлӗсем, Асар ывӑлӗсем, Васфай ывӑлӗсем, Ассан ывӑлӗсем, Маня ывӑлӗсем, Нафиси ывӑлӗсем, Акуф ывӑлӗсем, Ахив ывӑлӗсем, Асув ывӑлӗсем, Фаракем ывӑлӗсем, Васалем ывӑлӗсем, 32. Меедд ывӑлӗсем, Куф ывӑлӗсем, Хареа ывӑлӗсем, Вархуе ывӑлӗсем, Серар ывӑлӗсем, Фомой ывӑлӗсем, Наси ывӑлӗсем, Атеф ывӑлӗсем, 33. Соломон чурисен ывӑлӗсем, Ассапфиоф ывӑлӗсем, Фарир ывӑлӗсем, Иеиль ывӑлӗсем, Лозон ывӑлӗсем, Исдаил ывӑлӗсем, Сафия ывӑлӗсем, 34. Агий ывӑлӗсем, Фахареф ывӑлӗсем, Савия ывӑлӗсем, Сарофи ывӑлӗсем, Мисей ывӑлӗсем, Гас ывӑлӗсем, Аддус ывӑлӗсем, Сув ывӑлӗсем, Афер ывӑлӗсем, Вародис ывӑлӗсем, Сафаг ывӑлӗсем, Аллон ывӑлӗсем: 35. Турӑ Ҫуртӗнчи ӗҫе туса тӑракансемпе Соломон чурисенӗн ывӑлӗсем пурӗ пӗрле — виҫҫӗр ҫитмӗл иккӗн.
2 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Турӑ Ҫуртӗнче юрлакансем, Асаф ывӑлӗсем, — Давид, Асаф, Захария, Еддинус вӗрентнӗ пек — хӑйсен вырӑнӗнчех тӑнӑ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Пӗрремӗш уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче Иосия Иерусалимра Ҫӳлхуҫа ячӗпе пасха ирттернӗ, пасха путекӗ пуснӑ, 2. кӗлӗ тумӗ тӑхӑннӑ священниксене Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче хӑйсен вырӑнне тӑратса тухнӑ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Турӑ Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑракансем, вӗсен тӑванӗсем — пурӗ сакӑрҫӗр ҫирӗм иккӗн; Иерохам ывӑлӗ Адаия, — Иерохам вара — Фелалия ывӑлӗ, Фелалия — Амций ывӑлӗ, Амций — Захария ывӑлӗ, Захария — Пашхур ывӑлӗ, Пашхур — Малхия ывӑлӗ, — 13. тата унӑн тӑванӗсем, ӑрупуҫӗсем — икҫӗр хӗрӗх иккӗн; тата Азариил ывӑлӗ Амашсай, — Азариил вара — Ахзай ывӑлӗ, Ахзай — Мешиллемоф ывӑлӗ, Мешиллемоф — Иммер ывӑлӗ, — 14. тата унӑн тӑванӗсем, паттӑр ҫынсем — ҫӗр ҫирӗм саккӑрӑн.
Неем 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Тата эпир ҫулсерен ҫӗрӗмӗртен илнӗ малтанхи ҫимӗҫе, тӗрлӗ йывӑҫсен малтанхи ҫимӗҫне Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кӳме пултӑмӑр; 36. саккунра ҫырнӑ пек, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне, Ҫӳлхуҫамӑр Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑракан священниксем патне тата хамӑрӑн малтанхи ывӑлӑмӑрсене, тата шултӑра, вак выльӑхсен малтанхи пӑрушӗсемпе путекӗсене илсе килме пултӑмӑр.
Неем 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Тата ытти халӑх та — священниксем, левитсем, хапха хуралҫисем, юрӑҫсем, левитсене пулӑшакансем, ют халӑхсенчен хӑпса Турӑ саккунӗ енне куҫнисем, вӗсенӗн арӑмӗсем, вӗсенӗн ывӑлӗсемпе хӗрӗсем, тӑн илме пултаракансем пурте — 29. хӑйсен ятлӑ-сумлӑ тӑванӗсем ҫумне тӑчӗҫ те, тупа туса, тупана пӑссассӑн ҫитекен ылхана та йышӑнса, Турӑ саккунӗпе — Турӑ чури Моисей урлӑ панӑ саккунпа — пурӑнма, Туррӑмӑрӑн ӳкӗчӗсене, Вӑл панӑ йӗркесене, Вӑл мӗн хушнине пурне те тытса тӑма, вырӑна килтерсе пыма пулчӗҫ: 30. эпир хамӑрӑн хӗрӗмӗрсене ют халӑх ывӑлӗсене памӑпӑр, вӗсенӗн хӗрӗсене хамӑрӑн ывӑлӑмӑрсем валли илмӗпӗр; 31. ют халӑхсем шӑматкун тавар тата ытти сутлӑх тырӑ илсе килсессӗн, шӑматкунпа таса кун вӗсен таварне туянмӑпӑр, кашни ҫиччӗмӗш ҫул пур тӗрлӗ парӑма та каҫарӑпӑр; 32. эпир кашнийӗ ҫулталӑкра сиклӗн виҫҫӗмӗш пайне Туррӑмӑр Ҫурчӗ валли кӳрсе тӑма сӑмах паратпӑр, ку вӑл ҫакӑн валли пултӑр: 33. Турӑ умне хумалли ҫӑкӑрсемпе кулленхи тырӑ-пулӑ парни валли, кулленхи пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне валли, шӑматкунпа ҫӗнӗ уйӑхра тата уявсенче кӳрекен парнесем валли, сӑваплӑ парне валли, Израиле тасатмашкӑн ҫылӑх каҫарттарма кӳрекен парнесем валли тата Турӑ Ҫуртӗнче туса тӑракан пӗтӗм ӗҫ валли пултӑр.
Неем 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Израиль йӑхӗ пур ют йӑхран та уйӑрӑлчӗ; вӗсем Турӑ Ҫуртӗнче тӑрса хӑйсен ҫылӑхӗсенчен тата ашшӗсенӗн усал ӗҫӗсенчен ӳкӗнчӗҫ.
Неем 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эпӗ Шемаия патне — Мегетавел ывӑлӗн Делаиян ывӑлӗ патне — пытӑм, вӑл ун чухне килӗнчен те тухмастчӗ; вӑл мана каларӗ: Турӑ Ҫуртӗнче тӗл пулар, каяр та хамӑр хыҫҫӑн алӑка питӗрсе лартар, мӗншӗн тесессӗн сана вӗлерме килмелле, ҫӗрле сана вӗлерме килеҫҫӗ, терӗ.
Неем 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эпӗ вӗсене Касифье теекен вырӑнти Иддо пуҫлӑх патне ӗҫпе ятӑм, Иддопа унӑн тӑванӗсене, Касифьери левитсене пулӑшакансене, мӗн каламаллине вӗрентсе, Туррӑмӑрӑн Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑма хамӑр пата ҫынсем илсе килме хушрӑм.
1 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. «Ҫапла хушатӑп: манӑн патшалӑхӑмра пурӑнакан Израиль халӑхӗн ҫыннисем, священниксемпе левитсем кам та кам Иерусалима кайма шухӑшлать, ҫавсем санпа пӗрле кайччӑр. 14. Сана патшапа унӑн ҫичӗ канашҫи Иудӑпа Иерусалима яраҫҫӗ: санӑн хӑвӑн Туррун саккунӗ пур, унти лару-тӑрӑва ҫак саккун тӑрӑх пӑхса тух. 15. Унсӑр пуҫне санӑн унта ылтӑнпа кӗмӗл — патшапа унӑн канашҫисем Иерусалимра пурӑнакан Израиль Турри валли панӑ ылтӑн-кӗмӗле — илсе ҫитермелле; 16. тата эсӗ пӗтӗм Вавилон ҫӗрӗ тӑрӑх кайса ылтӑн-кӗмӗл пуҫтарӑн та ӑна та, тата халӑхпа священниксем Иерусалимри хӑйсен Туррин Ҫурчӗ валли ырӑ кӑмӑлтан панӑ парнисене те хӑвӑнпа пӗрле илсе кайӑн; 17. ҫав укҫапа хӑвӑртрах вӑкӑрсем, сурӑхсем, путексем тата унсӑр пуҫне тырӑ-пулӑ парнисем туян, вӗсем ҫине сирпӗтме иҫӗм эрехӗ туян, ҫакна пӗтӗмпе хӑвӑр Туррӑрӑн Иерусалимри Ҫурчӗн парне вырӑнӗ ҫинче парне кӳр. 18. Ытти мӗн юлнӑ ылтӑн-кӗмӗлпе ху тата хӑвӑн тӑванусем мӗн тума шухӑшлатӑр, хӑвӑр Туррӑр ирӗкӗпе ҫавна тӑвӑр. 19. Сана хӑвӑн Туррун Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑма панӑ савӑтсене Иерусалим Турри умне ларт. 20. Хӑвӑн Туррун Ҫурчӗ валли тата мӗн кирлине сана патша мулӗн управӑшӗнчен илсе парӗҫ. 21. Эпӗ, Артаксеркс патша, юханшыв леш енчи мул управҫисене ҫапла хушатӑп: Ездра священник, Ҫӳлти Турӑ саккунне вӗрентекен, сирӗнтен мӗн ыйтать, ҫавна пӗр тӑхтаса тӑмасӑр парӑр: 22. ҫӗр талант таран кӗмӗл, ҫӗр кор таран тулӑ, ҫӗр бат таран иҫӗм эрехӗ, ҫӗр бат таран ҫу парӑр, тӑварне вара виҫме те кирлӗ мар. 23. Ҫӳлти Турӑ мӗн хушнӑ, ҫӳлти Турӑ Ҫурчӗшӗн ҫавна тимлӗн, тӑрӑшса тумалла; [асӑрханӑр, ҫӳлти Турӑ Ҫурчӗ ҫине кам та пулин алӑ ан тӑстӑр,] ҫавна пула патшалӑх ҫине, патшапа унӑн ывӑлӗсем ҫине Унӑн ҫилли ан ӳктӗр. 24. Эпир сире пӗлтерсе хуратпӑр: священниксенчен е левитсенчен, юрӑҫсенчен, хапха хуралҫисенчен, левитсене пулӑшакансенчен, ҫак Турӑ Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑракансенчен нихӑшӗнчен те хырҫӑ та, куланай та, нимӗнле тӳлев те илмелле мар. 25. Эсӗ вара, Ездра, Турру ӑслӑлӑхне чӗрӳне хывнӑскер, пуҫлӑхсемпе тӳресем лартса тух; вӗсем юханшыв леш енчи пӗтӗм халӑха — санӑн Туррун саккунӗсене пӗлекенскерсене — тӳррипе сут туччӑр, пӗлменнисене вара вӗрентӗр. 26. Кам та кам санӑн Туррун саккунне, патша саккунне пурӑнӑҫламасть, ҫавна ҫийӗнчех сут туса е вӗлермелле, е хӑваласа ямалла, е укҫа тӳлеттермелле, е тӗрмене хупмалла».
1 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Иосия Турӑ Ҫуртӗнче тумалли ӗҫсене пӗтӗмпех туса ҫитернӗ хыҫҫӑн [Хелкия священник Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче тупнӑ саккун йӗркипе пурӑнас тесе, Иосия патша вилнӗ ҫынсене чӗнекенсене те, ҫӑлтӑрҫӑсене те, Иерусалимпа Иудейӑри чӳк вырӑнӗсене те, йӗрӗхсене те, Астарта юписене те ҫунтарса янӑ; унччен нихӑҫан та Иосия пек пӗтӗм чӗрипе, пӗтӗм чунӗпе, пӗтӗм вӑйӗ-халӗпе Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑннӑ, Моисейӗн пӗтӗм саккунне ҫирӗп тытса-уяса пурӑнакан пулман; ун хыҫҫӑн та ун евӗрлӗ патша пулман.
2 Ҫулс 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑл священниксене хӑйсен вырӑнне тӑратса тухнӑ, вӗсене вӑл Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче кӗлтума хавхалантарса тӑнӑ, 3. Ҫӳлхуҫана халалланӑ левитсене, пӗтӗм Израиль ҫыннисене вӗрентсе тӑракансене, каланӑ: сӑваплӑ саккун арчине Соломон — Давид ывӑлӗ, Израиль патши — тутарнӑ Ҫурта лартӑр; малашне сирӗн ӑна хулпуҫҫи ҫинче йӑтса ҫӳреме кирлӗ мар; халӗ вара Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑршӑн тата Унӑн Израиль халӑхӗшӗн ӗҫлеме пикенӗр; 4. Израиль патши Давид хушса хӑварнӑ пек, унӑн ывӑлӗ Соломон хушса хӑварнӑ пек, йӑхӑн-йӑхӑн, хӑвӑр ушкӑнӑрпа тӑрса тухӑр, 5. сӑваплӑ вырӑнта хӑвӑр тӑванӑрсемпе, хӑвӑр халӑхӑр ывӑлӗсемпе, левитсен ӑрӑвӗсем-тӑхӑмӗсем тӑрӑх ушкӑнӑн-ушкӑнӑн тӑрса тухӑр, 6. вара Пасха путекне пусӑр, тасалӑр, унтан, Моисей урлӑ пӗлтернӗ Ҫӳлхуҫа сӑмахӗпе килӗшӳллӗн, путеке хӑвӑр тӑванӑрсем валли хатӗрлӗр.
2 Ҫулс 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Патша вара йыхрав янӑ та Иудейӑпа Иерусалимри мӗнпур аслӑ ҫынна хӑй патне пуҫтарнӑ, 30. патша Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кайнӑ, унпа пӗрле пӗтӗм халӑх пынӑ: иудейсем, Иерусалимра пурӑнакансем, священниксем, левитсем, пӗтӗм халӑх ватти-вӗтти таран — пурте пуҫтарӑннӑ; вара патша вӗсене Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче тупӑннӑ халал кӗнекине пӗр сӑмах сиктермесӗр сасӑпа вуласа панӑ.
2 Ҫулс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Шафан кӗнекене патша патне илсе кайнӑ та патшана хыпар туса каланӑ: санӑн чурусене мӗн хушнӑ — вӗсем ҫавна йӑлтах тӑваҫҫӗ; 17. Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче тупӑннӑ кӗмӗле шута илчӗҫ, ӑна пӑхавҫӑсемпе ӗҫ ӗҫлеттерекенсене алӑранах пачӗҫ, тенӗ.
2 Ҫулс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Хелкия вара Шафан ҫыруҫӑна каланӑ: Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче эпӗ саккун кӗнеки тупрӑм, тенӗ.15. И начал Хелкия, и сказал Шафану писцу: книгу закона нашел я в доме Господнем.
2 Ҫулс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вара вӗсем аслӑ священник Хелкия патне пынӑ, Манассия тата Ефрем ҫыннисем, ҫавӑн пекех ытти израильсем те, Иудӑпа Вениамин ҫыннисем, Иерусалимра пурӑнакансем Турӑ Ҫуртне илсе пынӑ кӗмӗле, алӑк умӗнче хуралта тӑнӑ левитсем пуҫтарса тӑнӑ кӗмӗле, ӑна панӑ; 10. ҫав кӗмӗле Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче ӗҫ тутарма уйӑрнӑ ҫынсен аллине панӑ, лешӗсен вара кӗмӗле Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче юхӑнса кайнӑ вырӑнсене юсакан-сиплекен ҫынсене уйӑрса памалла пулнӑ.
2 Ҫулс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.