Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шутларӑм (тĕпĕ: шутла) more information about the word form can be found here.
Эпӗ ҫул тӑршшӗпех пулас допроссем пирки шухӑшласа, ответсем шыраса пытӑм; вара, тӗрӗсе тухма чи ансат тата шанчӑклӑ май, вӑл — суда тӗпӗ-йӗрӗпе чӑннине каласа пани пулать, тесе шутларӑм.

Во всю дорогу размышлял я о допросах, меня ожидающих, обдумывал свои ответы и решился перед судом объявить сущую правду, полагая сей способ оправдания самым простым, а вместе и самым надежным.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Вӑл мана йӑпатасшӑн пулчӗ; эпӗ хам та капланса килнӗ кӑмӑла сирсе яма шутларӑм: ку куна эпир пит те янтравлӑ, пит те хӗрӳллӗн ирттертӗмӗр.

Он хотел меня развеселить; я думал себя рассеять: мы провели день шумно и буйно.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Кораблев, эпӗ пырса кӗрсен, кулса ячӗ, эпӗ вара: «Юриех пулӗ», тесе шутларӑм.

Кораблев смеялся, когда я вошел, и я подумал: «Нарочно!»

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ромашка обществӑшӑн юрӑхсӑр ҫын, ун пеккисемпе кӗрешмелле, тесе шутларӑм эпӗ.

Я считал, что Ромашка — общественно-вредный тип, с которым нужно бороться.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кораблев милици пирки каласанах-ха, эпӗ пӗр «ҫил-тӑвӑлсӑр» иртсе каймӗ тесе шутларӑм.

Еще, когда Кораблев сказал насчет милиции, я понял, что без «грома» не обойтись.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ирӗксӗрех Марья Васильевна та аса килчӗ, эпӗ вара хам хӗрарӑмсене нихҫан та ӑнланас ҫук тесе шутларӑм

Невольно и Марья Васильевна припомнилась мне, и я решил раз и навсегда, что вовсе не понимаю женщин…

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сасартӑк унан куҫӗсенче темле сивӗ вӗлтлетсе иртнӗ пек пулчӗ, эпӗ вара вӑл мана ӗненмест пулӗ тесе шутларӑм.

Вдруг какой-то холод мелькнул у нее в глазах, и я подумал, что она мне не верит.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ҫав самантрах сиксе тӑма шутларӑм, тӑтӑм та пулас.

Я решил сейчас же встать и, кажется, встал.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Пултаратех пулӗ», — шутларӑм эпӗ.

и решил, что может.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Манӑн лайӑх готовальня пурччӗ, эпӗ ӑна та хампа пӗрле илме шутларӑм, аптӑраса ҫитсен сутма та юрать-ҫке-ха.

У меня была хорошая готовальня, и я решил захватить ее с собой — на всякий случай, чтобы продать, если придется туго.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ Николай Антоныч хӑйӗн вилнӗ пиччӗшӗшӗн ҫулран-ҫул ытларах та ытларах ҫухатса пыма пуҫларӗ тесе шутларӑм.

Я подумал, что Николай Антоныч с каждым годом жертвует покойному брату все больше и больше.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӗрӗссипе, кӑмӑл пӑсӑлчӗ темелле, эпӗ вара кайма шутларӑм.

Словом, настроение было испорчено, и я стал собираться домой.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тен, чӑнах та, «чиперех» пулӗ, анчах та эпӗ «начар» пулӗ тесе шутларӑм.

Может быть, и «ничего», но я подумал, что плохо.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ӑна иккӗмӗш ҫыру ҫинчен нимӗн те шарламарӑм, Расщепейӗн ун ҫинчен пӗлмесен те юрать тесе шутларӑм.

Я ничего ему не сказала о том, втором письме, я решила, что Расщепей не должен знать об этом.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ вӑл мана мӗн те пулин хӑлхаран калать пулӗ тесе шутларӑм.

Я подумал, что она хочет сказать мне что-нибудь на ухо,

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Янтрах», — шутларӑм эп.

«Пусть его!» — подумала я.

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Малтанласа эпе Тургеневӑн «Сунарҫӑ калавӗсене» вуласа тухма шутларӑм, ӑна эпӗ иртнӗ ҫул вулама тытӑннӑччӗ те, пӗтӗмпех вулаймарӑм, начар пек туйӑнчӗҫ вӗсем мана.

Для начала я решил прочитать книгу «Записки охотника», которую я уже читал в прошлом году и бросил, потому что она показалась мне очень скучной.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вара ҫапла шутларӑм: ку ҫын, тем тесен те, мана пӗр-пӗр хӗр ачапа арпаштарчӗ пуль, — терӗм.

Я решила, что этот человек, должно быть, спутал меня с какой-нибудь похожей на меня девочкой.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Унӑн сӑмси шӑтӑкӗсене пысӑк, куҫӗсене тулалла кӑларса турӑм, унтан мулкач тума шутларӑм.

Я сделал ей большие ноздри, выпученные глаза и попробовал вылепить зайца.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ҫак сӑмаха илтмесӗр юлтӑм пуль тесе шутларӑм.

Я подумал, что ослышался.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed