Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑш the word is in our database.
хӑш (тĕпĕ: хӑш) more information about the word form can be found here.
— Кун чухлӗ кӑрала хӑш вӑхӑтра тума ӗлкӗрнӗ эеӗ, мучи?! — тӗлӗнчӗ хӗр.

Help to translate

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Савантер, сунарҫа туйнӑ кайӑк евӗр, шӑв-шав пуҫланас-тӑк хӑш енчен кӗтмелли-ши ӑна тесе тӗрлӗ еннелле пӑхрӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ара, эпӗ хам та никама та хӑш ялсем пулнине, килте кам-кам юлнине тӗплӗн каласа кӑтартман.

Help to translate

Аҫтӑрхан шухӑш шухӑшлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ҫаксем хӑш ялсем, эпӗ те унтанах… — ҫӗрте чӗтресе выртакан Ахпӑлатпа пуп ҫине аллине тӑсса кӑтартрӗ хӑшместӗр.

Help to translate

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑш ялсем пулнӑ эсӗ! — хуравлас вырӑнне ыйтрӗ Ахмар.

Help to translate

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑш уй хапхи патӗнче?

Help to translate

Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑш ялта хӑваласа ҫитӗпӗр-ши ӗнтӗ эпир патька-патшана хӑйне? — сасартӑк калаҫа пуҫларӗ Эмир текенни.

Help to translate

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑш вӑхӑтра хатӗрлеме ӗлкӗрнӗ эсӗ ӑна, мучи?

Help to translate

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑш ҫула ырларах паратӑн эсӗ? — ыйтрӗ Пӑкачав.

Help to translate

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Атӑлӑн хӑш енӗпе кайма сӗнетӗн? — ыйтрӗ Пӑкачав.

Help to translate

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсем хыҫҫӑн пуҫӗсене сӗнкрӗҫ, Маттурсем те тыткӑна хӑш лекрӗҫ, Пукач вӑйӗ сахалланса юлчӗ Юлашкинчен вӑрҫайми те пулчӗ.

Help to translate

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Айлӑмпа Атӑла Ҫавал кӗнӗ ҫӗре Шуртан шурӗ хуплать тӗмеске вӗтлӗхре: Хӑяхпа хӑмӑшлах — (ӑҫта пусан — путлӑх), Хӑш этем выльӑхне унтан пултӑр путлӗх?

Help to translate

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Унӑн ятне, ӑруне, Ыйтса пӗлчӗ хӑш ялне.

Help to translate

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— «Кам таврашӗ, хӑш ялсем?

Help to translate

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пӑшал ӑсти тесессӗн — Юнӑш кунтан кӗтсессӗн Мӗншӗн тесен чӑваша Вӑл ӗҫпеле хӑтланма Ӗлӗкрехри саманра Чарнӑ Петӗр, ман патша: Чӑваш ҫынни йӗркесӗр Хӑш чух ӗҫлет киревсӗр.

Help to translate

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пӗтӗм таврари ҫын ӑна пӑхӑнать, Атӑл ҫеҫ унтан ыйтмасӑр хумханать, Тата симӗс Йӑлӑм хӑш чухне ҫункалать…

Help to translate

IV. Воевотӑ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫавӑнтанпа унӑн ыйхинче Тӗлленет ҫамрӑк улпут хӑш чухне…

Help to translate

II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хӑш чухне, хӗлӗн вӑрӑм ҫӗрӗнче, Ашшӗсем хӑнара ӗҫне чух, Чӗкеҫ пухать юлташсем килӗнче, Кӑнчалана тытать ҫавӑн чух.

Help to translate

II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хӑш чухне ҫеҫ вӑл кӑмӑлне килнипе Ӗҫ тытса ларать тантӑш хӗрсемпе.

Help to translate

II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫавӑнпа та унран янташсем «чӑвашла француз» тесе вӑрттӑн кулкалатчӗҫ хӑш чухне.

Help to translate

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed