Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пикенчӗ (тĕпĕ: пикен) more information about the word form can be found here.
Аксинья ҫывӑрса кайма пикенчӗ, анчах та унӑн ыйхине, утӑ валемне ҫил вӗҫтерсе кайнӑ пек, пуҫри шухӑшсем вӗҫтерсе кайрӗҫ.

Аксинья пробовала уснуть, но мысли разметывали сон, как ветер копну сена.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫул ҫинче вӑл хӑйӗн чӗрине лӑплантарма пикенчӗ, праҫник ҫинчен тата ытти темӗн те пӗр ҫинчен татӑк-кӗсӗкӗн, тӗтреллӗн шухӑшласа пычӗ, анчах та шухӑшӗсем унӑн хӑйӗн кӑкри ҫумне пытарса хунӑ кӑвак хут татӑкӗ патне, Григорий патне тата унӑн телейлӗ ҫӗн мӑшӑрӗ патнех ҫаврӑнаҫҫӗ.

Дорогой пыталась она вернуть себе прежнее уравновешенное состояние духа, думала о празднике, обо всем отрывочно и туманно, но мысль упрямо возвращалась к синему клочку оберточной бумаги, спрятанной на груди, к Григорию и к его супруге.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ӗҫ, — тӳрре тухма пикенчӗ Митька.

Работа, — оправдывался Митька.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Купӑсҫӑ чи ҫинҫе сасӑсене вӗтӗртеттерсе янӑратма пикенчӗ.

Гармонист пустил на нижних ладах мельчайшей дробью.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий ӑна хӑюсӑррӑн хӑй патне туртса илчӗ, чуптума пикенчӗ, анчах та Наталья пӗтӗм вӑйранах аллисемпе ун кӑкӑрӗнчен тӗртрӗ те, ҫӗмӗрт хулӑ пек хыҫалалла авӑнса ӳксе, куҫӗсемпе чӳрече еннелле хӑравҫӑллӑн кӑтартрӗ.

Григорий нерешительно притянул ее к себе, хотел поцеловать, но она с силой уперлась руками ему в грудь, гибко перегнулась назад и со страхом метнула глазами на окна.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Мирон Григорьевич, куҫӗсене ырӑ кӑмӑллӑн мӑчлаттарса, шурӑ пиҫиххи айӗнчи капӑр мундира лайӑхрах сӑнаса пӑхма пикенчӗ, анчах мундирӗ ҫине анлӑшӗпех йӑплак хӑяр вӑрри сурчӑкӗ ҫыпҫӑнса тулнӑ.

Мирон Григорьевич, благоговейно моргая, пытался разглядеть форму богатого, под белым поясом мундира, но мундир был густо заплеван огуречными скользкими семечками.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Пилӗк ыратать, ҫумӑра пулас, — шӳтпе ирттерсе яма пикенчӗ Григорий.

— К дождю, видно, поясницу ломит, — попробовал Григорий отшутиться.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Мӗнле пулӑ пултӑр халӗ? — каллех хирӗҫлеме пикенчӗ карчӑк.

— И какая теперя рыба, — заикнулась было старуха.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Йӗкӗт туй парни валли тавар суйлама пикенчӗ.

Парень принялся выбирать свадебные подарки.

III // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Олейник сержант, чи хыҫалтан пынӑскер, пӗтӗм пӗвӗпе тӗрткелешсе, тӗмӗсем ӑшнелле кӗрсе кайма пикенчӗ.

Сержант Олейник, последний в цепочке, работая всем телом, начал забиваться в кусты.

XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Озерова ӑсатсан, Юргин отделенийӗ каллех ӗҫе пикенчӗ.

Проводив Озерова, отделение Юргина вновь принялось за работу.

XVI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӑл кукленсе ларчӗ те, чӗркӗмӗл сирпӗнчӗкӗсене пуҫтарма пикенчӗ.

Он сел на корточки, пытаясь собрать ртутные брызги.

Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Вара ӗҫне пӑрахсах итлеме пикенчӗ.

Она перестала клеить и прислушалась.

Супӑнь // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.

Оленин ӑна ӑмсанса илчӗ те каллех картиш тӑрӑх, яланах тем кӗтсе, утса ҫӳреме пикенчӗ; анчах никам та тухмарӗ, никам та йӑшӑлтатмарӗ; виҫӗ ҫын пӗр тикӗс сывлани ҫеҫ илтӗнчӗ.

Оленин позавидовал ему и опять принялся ходить по двору, все ожидая чего-то; но никто не выходил, никто не шевелился; только слышалось равномерное дыхание трех человек.

XXXII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

— Айван эс, ухмахскер! — терӗ вӑл пӳлӗнсе, — хӑвна ху телей тупасшӑн мар, — вара каллех Марьянӑна кӑтӑклама пикенчӗ.

— Глупая ты дура! — проговорила она, запыхавшись, — счастье себе не хочешь, — и опять принялась щекотать Марьяну.

XXX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Вӑл урайӗнчен сиксе тӑчӗ те балалайка калас ӗҫри ӑсталӑхне кӑтартма тата тутарла юрӑсем юрлама пикенчӗ.

Он вскочил с пола и принялся показывать свое искусство в игре на балалайке и петь татарские песни.

XXVIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Оленин хӑйӗн темле кайӑк хыҫӗнчен хуса таҫта аяккалла кайнӑ йыттине йыхӑрма пикенчӗ, ӑна пӗр хӑйӗн сассисӗр пуҫне нимӗн те илтӗнмерӗ.

Оленин стал кликать собаку, которая отбежала от него за каким-то зверем, и голос его отозвался ему пустынно.

XX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Хапха патӗнче шарламасӑр тӑнӑ хыҫҫӑн карчӑк пӳрте кӗчӗ те ҫийӗнчех ӗҫе пикенчӗ.

Молча постояв у ворот, старуха вернулась в избушку и тотчас же принялась за работу.

XVII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Ухмах! — Вӑл ҫӗкленчӗ те хӑйӗн хулӑн пӳрнисемпе лӗпӗшсене хӑваласа яма пикенчӗ.

Дура! — Он приподнялся и своими толстыми пальцами стал отгонять бабочек.

XV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

— Вара вӑл юнашар ларакан тепӗр хӗре ыталама пикенчӗ.

— И он принялся обнимать другую девку по порядку.

XIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed