Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вырӑнта (тĕпĕ: вырӑн) more information about the word form can be found here.
Тӗксӗм кӑвак тӳпере хура пӑнчӑ пӗр вырӑнта вӗҫсе тӑнине курсан, шеллерӗ:

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Укҫа-тенкӗ уйӑрсан, чарӑну павильонӗ патӗнче тата ҫынсем каҫмалли вырӑнта ҫутӑпа тивӗҫтересси пурнӑҫланӗ.

Help to translate

Ыйтусене асӑрхава илнӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10670-yj ... rkhava-iln

Светлана Михайлова ку тӑрӑхра пурӑнакансен тепӗр пӑшӑрханӑвне те асӑннӑ% «Калинино–Патӑрьел–Елчӗк» тата «Калинино–Шӑхасан» автоҫулсем хӗресленнӗ вырӑнта та ҫуран каҫӑ пулсан лайӑх.

Help to translate

Ыйтусене асӑрхава илнӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10670-yj ... rkhava-iln

Чи хисеплӗ вырӑнта – ветерансем.

Help to translate

Куҫҫуль витӗр савӑнӑҫ кӳрекен уяв // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10673-ku ... reken-uyav

Раҫҫейре тивӗҫлӗ ӑмӑртас тесен пӗр вырӑнта тӑма юрамасть, ачасем ҫакна питӗ лайӑх ӑнланаҫҫӗ, – вӗренекенӗсен ҫитӗнӗвӗсемшӗн савӑнса пӗлтерчӗ Владимир Петров педагог – Аҫӑмҫырми шкулӗнчи ҫамрӑк ҫул-йӗр инспекторӗсен юхӑмне вуншар ҫул ертсе пыраканӗ тата чи ҫӳллӗ шая ҫӗклекенӗ.

Help to translate

Республикӑра та пӗрремӗшсем! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10760-re ... rrem-shsem

Вӗсене пӗр вырӑнта ларма-тӑма йывӑр.

Help to translate

Ашкӑнсан инкек тухать... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10811-as ... kek-tukhat

Иккӗмӗш вырӑнта – «Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ» АО (ертӳҫи Николай Аливанов).

Help to translate

Акатуйра савӑнма сӑлтав пур // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10856-ak ... s-ltav-pur

Автомобильпе пынӑ чух тӗп вырӑнта – ҫул ҫинче мӗн пулса иртнине тимлӗхре тытни тата лайӑх реакци.

Help to translate

Эрех ӗҫрӗн – руль умне ан лар! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10979-er ... mne-an-lar

– Атте ҫуралнӑ ял мӗнлерех илемлӗ вырӑнта вырнаҫнӑ.

Help to translate

Паллӑ хоккеист – Вӑрнар тӑрӑхӗнче // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10981-pa ... -r-kh-nche

Ҫсрпӳ пасарӗ Ҫавал ҫырми ҫумӗнчен, икӗ хутлӑ чул ҫурт картишӗ йӗри-тавра таҫтанах купаласа: ҫавӑрнӑ чул хӳме хыҫӗнчен пуҫланакан лапам вырӑнта пуҫтарӑнать иккен.

Help to translate

Ҫул — малалла // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫӗнӗ вырӑнта эсӗр пупра ӗҫлени ҫинчен никам та пӗлмӗ.

Help to translate

Уҫӑппа юлташӗсем тата Якку атте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫиллине шӑнарайман Сахар, ӳсӗр ҫын пек тайкаланса, картиш урлӑ каҫрӗ, выльӑхсем валли апат хатӗрлемелли пӳрте кӗрсе кайрӗ те шанках пӗр вырӑнта хытса тӑчӗ: кивӗ чаппан сарса хунӑ йывӑҫ кравать ҫинче Мирун выртать.

Help to translate

Пӑтӑрмах // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Теприсем, ним тума пӗлмесӗр, пӗр вырӑнта хытса тӑчӗҫ — ҫавраҫил вӗҫтерсе пыракан ачапа ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ килсенче хыпа-хыпа каякан ҫуртсем ҫине куҫӗсене чарса пӑхрӗҫ, пӗлӗтелле тинкерсе, ҫӳлти турӑран пулӑшупа ҫӑлӑнӑҫ ыйтрӗҫ.

Help to translate

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кунта мӗн хакпа сутнине вырӑнта тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ.

Help to translate

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Куратӑр пулӗ-ха, тепри ман вырӑнта пулсан, ик-виҫӗ тарҫӑпа пурӑнмалла.

Help to translate

Ҫывӑрмалӑх ӗҫленӗ паян // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сан вырӑнта пулсан, эпӗ кашни кун хӗвел ҫути курмиччен сыпмалла.

Help to translate

Ҫывӑрмалӑх ӗҫленӗ паян // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесси уншӑн яланах пӗрремӗш вырӑнта пулнӑ.

Help to translate

Йывӑрлӑхсем ҫирӗплӗхе вӗрентнӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11308-jy ... he-v-rentn

Нумай вӑхӑтлӑха мар ют ҫӗршыва кайнисем, Раҫҫейре пурӑннӑ вырӑнта ҫар учетӗнче тӑраҫҫӗ пулсан вара призывниксен шутне лекеҫҫӗ.

Help to translate

Патриотлӑх, пӗрлӗх кирлӗ... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11360-pa ... rl-kh-kirl

«Саккунпа килӗшӳллӗн, повесткӑна ҫара кайма тивӗҫлӗ ҫынна е вӑл пурӑнакан вырӑнта, е ӗҫ вырӑнӗнче парӗҫ.

Help to translate

Патриотлӑх, пӗрлӗх кирлӗ... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11360-pa ... rl-kh-kirl

Эрне вӗҫне лӑпкӑ вырӑнта ирттерӗр.

Конец недели желательно провести вдали от шума и суеты.

51-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed