Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кунтан the word is in our database.
Кунтан (тĕпĕ: кунтан) more information about the word form can be found here.
Паян пасар кунӗ, такам та иртсе ҫӳренӗ кунтан.

Help to translate

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Макҫӑм каллех вӑрӑ-хураха унтан та кунтан тапма тытӑнчӗ.

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ухмах, тухса кай кунтан! — кӑшкӑрса пӑрахрӗ Лукарье.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫак кунтан пирӗн ҫӗршывра Пограничник кунне паллӑ тума тытӑннӑ.

Help to translate

Пултаруллӑ та паттӑр ентеш // Николай ВАСИЛЬЕВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10761-pu ... t-r-entesh

Лав хуҫи килӗнче ҫӗр каҫнӑ хыҫҫӑн, Захарпа Петӗр Озеровсем ир-ирех кунтан пилӗк ҫухрӑмри Ишеке ҫуран утрӗҫ.

Help to translate

Ҫул — малалла // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Апатланса вӑй илмелле те кунтан сакӑр ҫухрӑмри Терпӗрте ҫитсе ӳкмелле.

Help to translate

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫав ача ҫапла каланӑччӗ: «Сирӗн унта пахчара вӗллесем пур та, утарсем вара ҫук. Мӗншӗн тесен сирӗн ял ҫумӗнче вӑрмансем ӳсмеҫҫӗ. Пирӗн асаттен вӑрманти утарӗнче ҫӗр пуҫ ытла вӗлле. Кунтан инҫех те мар. Илсе кайса кӑтартас-и?» тенӗччӗ.

Help to translate

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анчах мӗнле ҫитмелле-ха унта, кунтан вун пилӗк ҫухрӑмри пульницӑна, ҫур енне кайнӑ ҫанталӑкра?

Help to translate

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗрре ӑна упӑшки чиркӳре мар, кунтан таҫта аякри вырӑс шкулӗнче учительте ӗҫленӗ пек, хӑйне вара хальхи пек ҫӗрӗн-кунӗн пӳртре питӗрӗнсе мар, пӗр-пӗр пысӑк театрта артистсем вылянине пӑхса ларнӑ пек туять.

Help to translate

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Малтанласа вӑл матушкӑна часах кунтан инҫе ҫӗре куҫса кайса шкулта учительте ӗҫлеме пуҫласси, унта вӗсене телейлӗ те савӑнӑҫлӑ, ирӗклӗ пурнӑҫ кӗтни ҫинчен каласа йӑпатрӗ.

Help to translate

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Чиркӳ хӗресӗнчен ҫакса вӗлермелле антихриста! — унтан та кунтан илтӗнсе кайрӗҫ хаяр сасӑсем.

Help to translate

Чиркӳре // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кунтан сасӑ урама йӑн-ян илтӗнмест.

Help to translate

Пӑтӑрмах // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Акӑ, халӗ вӑл пуш-пушӑ пушанса юлчӗ, ӑна сасартӑках кичем сӑн ҫапрӗ, кунтан темле чи илемлӗ япалана тустарса кайнӑ пек пулса юлчӗ.

Help to translate

Пӑтӑрмах // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кунтан пӗр ҫул ҫеҫ.

Help to translate

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кунтан пӗр ял таврашӗ те курӑнмасть.

Help to translate

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Апла кунтан миҫе пӑт тырӑ тухӗ?

Help to translate

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кунтан пурӗ те ҫӗр ҫухрӑм ҫеҫ.

Help to translate

Ик халӑхӑн — пӗр хуйхӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вут мечӗт урамне сиксе ӳксен, Сахар хытах пӑлханма пуҫларӗ: кунтан Палас урлӑ ун капанӗ патне алӑ тӑсмалӑх кӑна темелле.

Help to translate

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пурте пушар сӳнтерме! — илтӗнчӗҫ унтан та кунтан пӑлханчӑк сасӑсем.

Help to translate

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Лавкка крыльци те кунтан тӗлме-тӗлех курӑнса ларать.

Help to translate

«Эс мана пурнӑҫа ӑнланма вӗрент» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed