Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӳпене ҫитиех тусанпа тӗтӗм ҫӗкленӗ, йӗри-тавра пурте Вавилоншӑн хурланса йӗрӗҫ.И поднимется пыль и дым до самого неба, и все кругом будут оплакивать его,
3 Езд 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Хуларисем трупапа кӑшкӑртни, кӑшкӑрни-ӳлесе йӗни тӳпене ҫитиех ҫӗкленнӗ, ҫапла ҫапӑҫу пуҫланнине курса, Иуда 32. ҫар ҫыннисене каланӑ: халӗ ӗнтӗ тӑванӑрсемшӗн ҫапӑҫӑр, тенӗ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫавӑн чухне Ефремӗн ҫар ураписене, Иерусалимра утсене пӗтерсе тӑкӑп, вӑрҫӑ уххине аркатӑп; Вӑл вара халӑхсене канӑҫлӑх ҫитни ҫинчен пӗлтерӗ, Унӑн патшалӑхӗ тинӗсрен пуҫласа тинӗсе ҫитиех, юханшывран пуҫласа ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитиех пулӗ.
Зах 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вара тӑрӗ те Вӑл Хӑй халӑхне Ҫӳлхуҫа хӑвачӗпе, Хӑй Ҫӳлхуҫа Туррин аслӑ ячӗпе пӑхса усрӗ, ҫапла вӗсем хӑрушлӑх курмасӑр пурӑнӗҫ, мӗншӗн тесен ун чухне Вӑл тӗнче хӗррине ҫитиех асла тухӗ.
Мих 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Тусен тӗпне ҫитиех анса кайрӑм, ҫӗр хӑйӗн хӳмисемпе ӗмӗрлӗхех пӳлсе хучӗ мана; ҫапах та Эсӗ, Ҫӳлхуҫа Туррӑм, чунӑма тамӑкран кӑларӑн.
Иона 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Шывсем мана чунӑм патне ҫитиех хупласа илчӗҫ, тӗпсӗр авӑр ҫавӑрса илчӗ мана; манӑн пуҫӑм тавра тинӗс курӑкӗ яваланчӗ.6. Объяли меня воды до души моей, бездна заключила меня; морскою травою обвита была голова моя.
Иона 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ аслӑ, тӗреклӗ; санӑн чапу, ҫӗкленсе кайса, тӳпенех ҫитнӗ, санӑн ирӗкӳ ҫӗр хӗррине ҫитиех сарӑлнӑ.
Дан 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эпир Вавилона имлерӗмӗр, анчах вӑл сывалмарӗ; пӑрахӑр ӑна, кашнийӗ харпӑр хӑй ҫӗрне каяр, ун ҫине хунӑ айӑплав тӳпенех ҫитнӗ, пӗлӗте ҫитиех ҫӗкленнӗ.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Севамри иҫӗм пахчи, эпӗ саншӑн Иазершӑн хурланнинчен ытларах хурланатӑп: хунавусем тинӗс леш енне ҫитиех сарӑлатчӗҫ, Иазер патнех ҫитетчӗҫ; ӗнтӗ ҫуллахи ҫимӗҫне, пиҫсе ҫитнӗ иҫӗм ҫырлине вӑрӑ-хурах тапӑнать.
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫавӑнпа Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: акӑ Эпӗ сире хирӗҫ ҫаврӑнса тӑрӑп та, пӗтӗм Иудея пӗтмелле, тӗппипе пӗтмелле пулӗ, 12. ҫӑлӑнса юлнӑ иудейсене те, Египет ҫӗрне пурӑнма каяс теекенсене, пӗтерӗп, вӗсем пурте тӗп пулӗҫ, Египет ҫӗрӗнче пӗтӗҫ; хӗҫпе те выҫлӑхпа вилсе пӗтӗҫ; кӗҫӗннинчен пуҫласа пысӑккине ҫитиех хӗҫпе те выҫлӑхпа вилсе выртӗҫ; вӗсем ылханлӑ та хӑрушӑ, ҫын кулли, ҫын мӑшкӑлӗ пулса юлӗҫ.
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Иеремия вара хӑй патне Карей ывӑлне Иоанана, унпа пӗрле пулнӑ ҫарпуҫсене, пӗтӗм халӑха — кӗҫӗннинчен пуҫласа пысӑккине ҫитиех — чӗнсе илнӗ те 9. вӗсене каланӑ: эсир мана Ҫӳлхуҫа патне, Израиль Турри патне, ятӑр, Унӑн умӗнче хӑвӑршӑн тархаслама ыйтрӑр, Вӑл ӗнтӗ ҫапла калать: 10. эхер те ҫак ҫӗр ҫинчех юлатӑр пулсассӑн, Эпӗ сире ҫирӗплетӗп, аркатмӑп, вырӑнаҫтарӑп, кӑкламӑп: Эпӗ ӗнтӗ сире хӗн-хур кӑтартнӑшӑн ӳкӗнетӗп.
Иер 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Мӗнпур ҫарпуҫӗ, Карей ывӑлӗ Иоанан, Гошаия ывӑлӗ Иезания, пӗтӗм халӑх — кӗҫӗннинчен пуҫласа пысӑккине ҫитиех — пынӑ та 2. Иеремия пророка каланӑ: эпир ыйтни сан умна ӳктӗр, хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пирӗншӗн, ҫак йӑлкӑмшӑн, кӗлтусамччӗ: ӗнтӗ хӑвах куратӑн — эпир нумай ҫынран сахаллӑн тӑрса юлтӑмӑр, 3. Ҫӳлхуҫа Турру пире утмалли ҫула тата мӗн тумаллине кӑтарттӑрччӗ, тенӗ.
Иер 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Акӑ ҫакӑ хулана, Ҫӳлхуҫана мухтава кӑларса, ҫӗнӗрен ҫӗклес кунсем, ӑна Анамеил пашнинчен пуҫласа кӗтесри хапха патне ҫитичченех ҫӗнӗрен туса лартас кунсем ҫитеҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа, 39. вара ҫӗр виҫекенсенӗн вӗренӗ Гарив сӑрчӗ патне ҫитиех тӳррӗн тӑсӑлӗ те Гоаф тӗлӗнчен пӑрӑнса иртӗ.
Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Вара юлташӗ юлташне, тӑванӗ тӑванне: «Турра пӗлӗр» тесе вӗрентмӗ, мӗншӗн тесессӗн Мана пурте — кӗҫӗннинчен пуҫласа аслине ҫитиех — хӑйсемех пӗлме пуҫлӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа, Эпӗ вӗсенӗн йӗркесӗр ӗҫӗсене каҫарӑп, вӗсен ҫылӑхӗсене урӑх аса илмӗп.
Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ҫав кун Ҫӳлхуҫа пӗтерсе тухнисем ҫӗрӗн пӗр вӗҫӗнчен пуҫласа тепӗр вӗҫне ҫитиех пулӗҫ, вӗсемшӗн хӳхлемӗҫ, вӗсене тирпейлесе пытармӗҫ, вӗсем ҫӗр ҫийӗнче тислӗк вырӑнне пулӗҫ.
Иер 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Акӑ Ҫӳлхуҫа ҫӗр хӗррине ҫитиех пӗлтерет: Сион хӗрне калӑр: санӑн Ҫӑлакану килет; Унӑн парни те Хӑйпе пӗрлех, тавӑрса парасси те — Хӑй умӗнчех.
Ис 62 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эпӗ ӗмӗрӗпех сутлашмӑп, вӗҫне ҫитиех ҫилленмӗп; унсӑрӑн Хамах пултарнӑ чӗм те, сывлӑш сывлаканӗ те пурте Хамӑн умрах халсӑрланса ҫитӗҫ.
Ис 57 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӑл ҫапла каларӗ: Иаков сыпӑкӗсене ҫӗнетме, Израилӗн йӑлкӑмне каялла тавӑрма ҫеҫ Манӑн чурам пулмӑн Эсӗ, Манӑн ҫӑлӑнӑҫ ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитиех сарӑлтӑр тесе, Эпӗ Сана халӑхсемшӗн ҫутӑ тӑвӑп.
Ис 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Хӑлхӑра тайӑр, манӑн сассӑма тӑнлӑр; тимлӗ пулӑр, сӑмахӑма вӗҫне ҫитиех итлӗр.23. Приклоните ухо, и послушайте моего голоса; будьте внимательны и выслушайте речь мою.
Ис 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5-6. Ҫавӑ кун Саваоф Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн йӑлкӑмӗшӗн чаплӑ пуҫкӑшӑль, мухтавлӑ пуҫкӑшӑль пулӗ, сутра лараканшӑн тӳрӗ сут тутаракан сывлӑш-хӑват, тӑшмана хапхи умне ҫитиех хӑваласа яракан паттӑрлӑх пулӗ.
Ис 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.