Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫапнӑ (тĕпĕ: ҫап) more information about the word form can be found here.
Кӗперӗн сылтӑм енне килсе ҫапнӑ тинӗс хумӗ хӑмасем тӑрӑх сарӑлса кайса Володя урине йӗпетрӗ; ун умӗнченех, шыва шампӑртаттарса, икӗ салтак утса иртрӗҫ.

Набежавшая волна с моря разлилась по правой стороне моста и замочила ноги Володе; два солдата, шлепая ногами по воде, прошли мимо него.

10 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Кӗрслетнӗ сасӑсем илтӗнеҫҫӗ те ӗнтӗ, хушӑран, ту-сӑрт чӑрмантарман чух е ҫиле май сасӑ килнӗ чух, уйрӑммӑнах уҫҫӑн, ҫине-ҫинех илтӗнеҫҫӗ вӗсем, кун пек чух вара вӗсем ҫывӑхрах илтӗннӗн туйӑнаҫҫӗ: пӗрре темӗскер кӗрслетсе илсе сывлӑша кисретнӗн туйӑнса каять те ирӗксӗрех шарт сиктерет, кӗҫех тата, умлӑ-хыҫлӑнах, ҫине-ҫинех, барабан тӑнкӑртатнӑ евӗр, вӑйсӑртарах сасӑсем илтӗне-илтӗне каяҫҫӗ, унччен те пулмасть, ку сасса тӗлӗнмелле вӑйлӑн кӗрслетнӗ сасӑ хупласа хурать, е вӗсем пӗр-пӗринпе пӗтӗҫсе кайса, аслатиллӗ ҫӑкӑр тӑкнӑ чухнехи пек, аҫа ҫапнӑ евӗр кӗмсӗртетсе шартлатма тытӑнаҫҫӗ.

Выстрелы уже слышались, особенно иногда, когда не мешали горы или доносил ветер, чрезвычайно ясно, часто и, казалось, близко: то как будто взрыв потрясал воздух и невольно заставлял вздрагивать, то быстро друг за другом следовали менее сильные звуки, как барабанная дробь, перебиваемая иногда поразительным гулом, то все сливалось в какой-то перекатывающийся треск, похожий на громовые удары, когда гроза во всем разгаре и только что полил ливень.

1 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

«Комендорпа прислугӑна тупӑ патне», пӗр вунтӑватӑ матрос вара ҫав самантрах, хаваслӑн, хӑшӗ чӗлӗмне кӗсьине чиксе, хӑшӗ ҫисе яма ӗлкӗреймен сухарине кӑтӑртаттарса, тимӗр ҫапнӑ кӗлеллӗ аттисемпе платформа тӑрӑх шаклаттарса пырса тупӑ патне ҫитӗҫ те ӑна авӑрлӗҫ.

«Послать комендора и прислугу к пушке», — и человек четырнадцать матросов живо, весело, кто засовывая в карман трубку, кто дожевывая сухарь, постукивая подкованными сапогами по платформе, подойдут к пушке и зарядят ее.

Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Акӑ вулав ҫуртне майлаштарчӗҫ, тырӑ вырнӑ хыҫҫӑн пучах пуҫтарчӗҫ, авӑн ҫапнӑ ҫӗрте пулӑшрӗҫ, — Иван Евдокимович кулса илчӗ, — Дуня инке каткисене шыв йӑтса тултарчӗҫ, шкулта кӗнекесем юсарӗҫ…

Вот избу-читальню наладил, ноле после жатвы прибрал, на молотьбе помогал,Иван Евдокимович усмехнулся, — тете Дуне воды в кадушки натаскал, в школе книги починил…

Ноябрӗн улттӑмӗшӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

— Авӑн ҫапнӑ ҫӗрте.

— На молотьбе.

Мӗншӗн Чижик авӑн ҫапнӑ ҫӗре лекмерӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

— Мӗн эсӗ, Марушка! — хӑраса ӳкрӗ Чижик, — Эпӗ хам та авӑн ҫапнӑ ҫӗре…

— Что ты, Марушка! — ужаснулась Чижик, — Я сама на молотьбу…

Мӗншӗн Чижик авӑн ҫапнӑ ҫӗре лекмерӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

— Чижик, — терӗ Марушка, сӗтел ещӗкне темӗнле хутсем чике-чике, — эс ҫакӑнта кӑшт лар-ха, эпӗ авӑн ҫапнӑ ҫӗре кайса килем.

— Чижик, — говорила девушка, спешно засовывая в ящик стола какие-то бумаги, — посиди здесь немножечко, а я на молотьбу сбегаю.

Мӗншӗн Чижик авӑн ҫапнӑ ҫӗре лекмерӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Йӗтем ҫинче, ӗлӗкхи евӗр тӑпачӑпа ҫапнӑ пек, пӗр ҫемӗллӗ шаплаттарни янӑраса тӑрать.

И такое хлопанье неслось по деревне, будто на току, как в старину, работали десятки цепов.

Мӗншӗн Чижик авӑн ҫапнӑ ҫӗре лекмерӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Хӗрсе тырӑ ҫапнӑ вӑхӑтра Дуня инке молотилкӑ патӗнче ӗҫленӗ.

В жаркую страдную пору работала тетя Дуня у молотилки.

Дуня инкепе Тимка // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

— Вӗсене коммунистсем кунсерен пӗр шӑршлӑ селедка хӳри кӑна парса тӑнӑ, ҫавӑнпа ҫӗрӗк селедка шӑрши ҫапнӑ ӗнтӗ вӗсене, — тет.

Ясно видит Федор в свою щелку его обезображенное оспою лицо и красный прыщ вместо носа.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Йывӑр алӑка, стенасем пекех, ҫемҫе матери ҫапнӑ.

Массивная дверь была, как и стены, обита мягкой материей.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Стенасене ҫемҫе матери ҫапнӑ, урайне те ҫавнах сарнӑ.

На ощупь стены и пол были обиты мягкой материей.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Хӗлле завод лапамӗнче сивӗччӗ, ҫиллӗччӗ тата темӗнле вилӗм сӑнӗ ҫапнӑ пек туйӑнатчӗ.

Зимою в заводской лощине было холодно, ветрено и мертво.

Пӗрремӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Ҫапла ӗнтӗ, намӑс клейми ҫапнӑ Морис Джеральд, ҫын вӗлернӗ тесе айӑпланаканскер, пит йышлӑ пуху умӗнче тӑрать.

Итак, Морис Джеральд стоит перед многочисленным собранием, заклейменный позором, обвиняемый в убийстве.

LХХХVI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Кӗркунне кӑткӑсен туллине нӳр ҫапнӑ.

Осенью у муравьев подмокла пшеница.

Шӑрчӑкпа кӑткӑсем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Мустанг тирӗпе ҫапнӑ алӑк ӗлӗкхи пекех хӑйӗн петлисем ҫинче ҫакӑнса тӑрать.

Дверь, обитая шкурой мустанга, по-прежнему висит на своих петлях.

ХLIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Тутар ачисем чупса пынӑ, вӗсем ҫухӑра-ҫухӑра вӗсене чулпа пере пуҫланӑ, пушӑсемпе ҫапнӑ.

Сбежались ребята — камнями, плетками бьют их, визжат.

5 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Хӗрлӗ тутар ват ҫынсене укҫа валеҫсе панӑ, унтан тӑнӑ, хӑйне ҫамкинчен хулӑпа виҫӗ хутчен ҫапнӑ, вара киле кайнӑ.

Роздал рыжий денег старикам, потом встал, взял плеть, ударил себя три раза по лбу и пошел домой.

4 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Вӑл стенасем ҫине, икӗ енне те тӗлме-тӗл туса, тимӗр ункӑсем ҫапнӑ; ункӑран унка пӗр вершук ҫитеймен тимӗр тӑрӑхӗ илнӗ те, ун вӗҫӗсене авса, ҫеклӗ тунӑ.

Он вделал с обеих сторон в стены железные ушки; потом сделал железную полосу, такую, чтобы она на вершок не хватала от ушка до ушка.

Парижра пӳрт тӳрлетни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Пӗрре ӑна аҫа ҫапнӑ.

Грозой ударило в лозину.

Йӑмра // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed