Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫаксем the word is in our database.
Ҫаксем (тĕпĕ: ҫаксем) more information about the word form can be found here.
Тусан ларма ӗлкӗреймен ешӗл курӑк, палӑрмаллах симӗсленнӗ ҫӑкасем, ҫӑмӑл кӗпе-тумтирлӗ хӗрарӑмсем, ҫуртсем ҫинчи хӗрлӗ пусмасемпе Гагарин портречӗсем — ҫаксем пурте темӗнле яланхилле мар туйӑнаҫҫӗ, калӑн, эпӗ таҫтан урӑх планета ҫинчен килнӗ кунта.

Не успевшая запылиться свежая трава и уже заметно распустившиеся липы, женщины в легких светлых одеждах, гагаринские портреты и красные полотнища с космическими кораблями на стенах домов — все было настолько необычным, будто я вернулся с другой планеты.

1961-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ҫаксем Гленарванпа боцман калаҫӑвӗнчи юлашки сӑмахсем пулчӗҫ.

Это были последние слова, которыми обменялись Гленарван с бывшим боцманом.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Манӑн астутармаллисем ҫаксем кӑна пулаҫҫӗ.

Я сделаю только два замечания.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Халӗ кӑна Вайкатон вӗри гейзерӗсене курса килнӗ ҫынсене ҫаксем питех тӗлӗнтермеҫҫӗ те.

Это обстоятельство не могло удивить людей, только что наблюдавших горячие гейзеры Вайкато.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Малти пайӗ анлӑ, тӗпӗ лутра, хӳри йывӑр пулни — ҫаксем пурте пӗрле бригӑн тинӗс ҫинче ҫӳрес пахалӑхне чакараҫҫӗ, ун пеккишӗн йӗрӗнсе калаҫакан моряксен умӗнче ӑна «лаххан» туса хураҫҫӗ.

Широкая передняя часть, низкая осадка, тяжёлая корма — всё это вместе взятое ухудшало мореходные качества брига, превращало его в то, что моряки презрительно называют «лоханками».

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Павел лӑпкӑ пырать, пирусӗ ялкӑшса илнӗ хушӑра пӗр самант ун пичӗ, паттӑр сӑн кӗртекен авӑнчӑк куҫхаршисем курӑнса каяҫҫӗ — ҫаксем ӗнтӗ тӗттӗм каҫ, тискер пушӑ вырӑн тата ӗнер Подолра пӗр ҫынна пит тискер вӗлерни ҫинчен театрта илтнӗ хыпар шиклентернине сирсе яраҫҫӗ.

Спокойствие Павла, вспышки огонька его папиросы, на миг освещавшей уголок его лица, мужественный излом бровей — все это рассеяло страх, навеянный чернотой ночи, дикостью пустыря и слышанным в театре рассказом о вчерашнем кошмарном убийстве на Подоле.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Вимерра шывӗн хӗрринче Айртонпа тимӗрҫӗ пӗр-ик хутчен вӑрттӑн пӑхкаласа илни, Айртон хуть хӑҫан та хуласемпе ялсене кӗмесӗр иртсе каясшӑн тӑрӑшни, вӑл «Дункана» Мельбурнран часрах чӗнсе илме ӑшаланни, ун аллине панӑ выльӑхсем тем мурӗшӗн вилсе пӗтни, юлашкинчен, унӑн кашни хӑтланӑвӗсемпе сӑмахӗсенчи темӗнле суялӑх пурри — ҫаксем пурте ӑна майор умӗнче шанӑҫсӑра кӑларнӑ.

Два-три беглых взгляда, которыми обменялись Айртон и кузнец на берегу Вимерры, постоянное стремление, Айртона миновать города и сёла, его настойчивое желание вызвать «Дункан» из Мельбурна, загадочная смерть порученных его заботам животных, наконец какая-то фальшь во всех его словах и поступках — всё это вместе взятое возбуждало недоверие майора.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫак ӗҫ хыҫҫӑн унӑн пассажирӗсене ҫаратни, Кэмден-Бриджеран ҫур мильре хуралӑҫ виллине тупни, — ҫаксем пурте катастрофӑна усал шухӑшлӑ ҫынсем тунине кӑтартса параҫҫӗ.

Ограбление пассажиров, совершённое после этого происшествия, труп сторожа, найденный в полумиле расстояния от Кэмден-Бриджа, — всё это свидетельствовало, что катастрофа явилась следствием злого умысла.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Йывӑҫсен айӗнчи сип-симӗс кавир, ҫӳлти ем-ешӗл зонтиксем, йывӑҫсен ҫурта пек ҫӳллӗ вуллисем таҫта ҫитичченех тӑсӑлса кайнӑ, нимӗнле ӗмӗлке те, сулхӑн таврашӗ те ҫукки, ҫутӑ пайӑркисем шултӑра ала витӗр тухнӑ пек темӗнле ҫутатса тӑни — ҫаксем пурте пӗрле хутшӑнса вӑрман сӑн-сӑпатне ӗмӗрне пулман пек туса кӑтартаҫҫӗ, Кивӗ Тӗнчепе Ҫӗнӗ Тӗнче вӑрманӗсен сӑн-пуҫӗ кунта нимӗн чухлӗ те сисӗнмест.

Зелёный ковёр у подножья деревьев, зелёные зонты вверху, далекая перспектива высоких прямых стволов, почти полное отсутствие тени и прохлады, странное освещение, точно лучи света проходили через редкую ткань, — всё это вместе взятое придавало необычайный вид этому лесу, ни в чём не похожему на леса Старого и Нового Света.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Пирвайхинче Англи аллинче ҫаксем тӑраҫҫӗ: Канада, Ҫӗнӗ Брунсвик, Ҫӗнӗ Шотланди тата Джонсон губернаторӑн управленийӗнчи Пӗрлешӳллӗ Штатсем.

В первой Англии принадлежат: Канада, Новый Брунсвик, Новая Шотландия и Соединённые штаты под управлением губернатора Джонсона.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑл туземец пулни таҫтанах курӑнса тӑрать: ҫӳҫӗсем кӑтра, ӳтне тӗм-хура темелле, лаптак сӑмса, хулӑм тутисем, майсӑр вӑрӑм аллисем — ҫаксем пурте ҫак ача Австралин шалти ҫӗрӗсенче ҫурални ҫинчен калаҫҫӗ.

Трудно было бы не признать в нём туземца: курчавые волосы, почти чёрная кожа, плоский нос, толстые губы и необычайно длинные руки — всё это вместе взятое сразу обличало в нём уроженца внутренних областей Австралии.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Ман шухӑшпа ҫаксем пурте сторож айӑплине кӑтартса параҫҫӗ.

— По-моему, эти факты неопровержимо устанавливают виновность сторожа.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑл пуҫланса кайни, вӑл кӑларса тӑракан таварсем, климат, — ҫаксем пурте тӗлӗнтернӗ, халь те тӗлӗнтереҫҫӗ, пӗтӗм тӗнчери ученӑйсене малашне татах та тӗлӗнтерӗҫ.

Её возникновение, природа, продукция, климат — всё изумляло, изумляет и ещё будет изумлять учёных всего мира.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫаксем ҫумне тата Кинг капитан ятне хушас пулать.

К этим именам нужно ещё добавить капитана Кинга.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑрманта питӗ сахалӑн пурӑнакан хир сыснисене тата ҫырансенчи пиншер пингвинсене шутламасан, утравсем ҫинче пурӑнакансенчен ҫаксем ҫеҫ пулса тӑраҫҫӗ.

Если не считать нескольких кабанов, водящихся в лесу, и многих тысяч пингвинов на берегу, это было всё население острова.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫирӗм фут ҫӳллӗшне ҫитекен мӑйрака йывӑҫҫи, туссе — йывӑҫ туналлӑ пысӑк курӑк, пысӑк ломари, ҫинҫе те явкаланса пӗтнӗ тунасемлӗскер, антра-бальзам ароматне сапалакан ануерин ҫап-ҫутӑ тӗмисем, максем, усал сельдерей тата упа сарри — ҫаксем пурте пӗрле утрав ҫинчи йышлӑ ӳсентӑрансен тӗнчи пулса тӑраҫҫӗ.

Рожковое дерево в двадцать футов высоты, туссе — гигантское растение с древовидным стеблем, громадный ломария с переплетающимися волокнистыми стеблями, яркие кусты ануерин, распространяющие одуряющий бальзамический аромат, мхи, дикий сельдерей и папоротники — всё это составляло обильную флору острова.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫаксем индеецӑн юлашкинчен каланӑ сӑмахӗсем пулчӗҫ.

То были последние слова индейца.

Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Паганель ҫаксем каймансем пулнине палларӗ.

Паганель узнал кайманов.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӗсен сарлака хупписем вут ҫинче ҫӗршер куҫкӗски пек чӑлтӑртатса выляҫҫӗ; хӳрисем темӗн пысӑкӑш, куҫӗсем вут пек ҫунаҫҫӗ, сӑмсисем шӗп-шӗвӗр, хӑлха таранах карӑлнӑ ҫӑварӗсем, — ҫаксем пурте Вильсон йӑнӑшманнине каласа параҫҫӗ.

Широкие пластинки их чешуи отражали пламя, как сотни зеркал; огромный хвост, горящие глаза, острая морда, страшные пасти, раскрытые до самых ушей, — всё это доказывало, что Вильсон не ошибся.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫапах та каҫхи апат тутлӑ пулчӗ: типӗтнӗ какай, ӑшаланӑ ҫӑмартасем, мояра, ӑшаласа пӗҫернӗ хильгуэроссемпе ҫерҫисем — ҫаксем пурте калама ҫук тутлӑ пулчӗҫ, ӑна кайран та ҫулҫӳревҫӗсем нумайччен асӑнса ҫӳрерӗҫ.

Тем не менее ужин вышел настолько же вкусным, насколько и разнообразным: сушёное мясо, печёные яйца, мояра, жаренные на вертеле хильгуэросы и воробьи — всё это вместе взятое составило пиршество, воспоминание о котором надолго сохранилось у путешественников.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed