Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫак ҫын, тӗрлӗ шухӑшпа тертленекенскер, хӑй чӗрине граждан вӑрҫине кӗтекен шанчӑкпа ҫутатнӑн туять.Этот человек, хотя и сильно озабоченный, очевидно, отдыхал среди вечерней тишины и спокойствия.
II. Хӑлхаллӑ пулин те илтмест // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Вӑл, хурапа шурра курма хӑнӑхнӑскер, хӑй чӗрине пусаракан инкеке ӑнланаймасӑр, именчӗклӗн пӑхса ларчӗ.
Пӗрремӗш кӗнеке // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Ача чӗрине вӗсем улӑпсем пекех туйӑнчӗҫ, чӗре вара макӑрма, курайми пулма, пысӑк туйӑмсем килсе тухсан — хавасланма вӗренчӗ.
VI // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с. — 3–19 с.
Вӑл манӑн ача чӗрине хӗрӳллӗ те темӗнле ӑнланмалла мар гуманизмпа тултарчӗ.Он наполнил мое мальчишеское сердце пылким и туманным гуманизмом.
VI // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с. — 3–19 с.
Мазин ӑна килӗшнӗ, анчах унӑн чӗрине пӗр шухӑш вӑркатса тӑнӑ: Мазин шухӑшӗсен витӗмне Петя лекесрен хӑранӑ вӑл.Ей нравился Мазин, но где-то про себя она опасалась того влияния, которое он имел на Петю.
34 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Ашшӗн пӑравус тӗтӗмӗпе табак шӑрши кӗрекен пиншакӗ ҫеҫ унӑн чӗрине лӑплантарчӗ.И только отцовский пиджак со знакомым запахом паровозной гари и табака успокаивал его сердце.
30 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Ашшӗ ӑна ҫав тери ӑшшӑн кӗтсе илни Ваҫҫукӑн чӗрине хускатса ячӗ.
9 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Анчах чаплӑхпа пӗрлех унӑн чӗрине пӗр йывӑр шухӑш пӑшӑрхантарса асаплантарать, вӑл — компасӑн магнитлӑ йӗппи улмӑшса кайнине нимӗнле майпа та ӑнлантарса пама май килеймен шухӑш пулнӑ.
XLV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ҫакӑ Лена чӗрине ыраттарать.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Анчах вӑл хӑйӗнче хӗр чӗрине сӑн-пит илемӗнчен те ытларах тыткӑнлакан тасалӑхпа хӑюлӑх пытарса тӑрать.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ҫапах та чӑтса тӑраймарӗ, пӗлӗш колхозницӑна свитер ҫыхса пама пулса, унтан аванспа укҫа илчӗ те, юлашкинчен, садовнике илӗртсе хӑй патне илсе пычӗ, вара, чӗрине хытарсах, хӑйӗн полковникне илӗртме пултаракан тӗрлӗрен ӑпӑр-тапӑр лартса тултарчӗ, — явӑнса ӳсекен икӗ роза тӗмӗ, виҫӗ тӗм гранат йывӑҫҫи, пилӗк инжир, шалчасем лартса паллӑ тунӑ пулас верандӑн ик айккипе икӗ глицини тата веранда умне александрийски мускатӑн виҫе тӗмӗ — беседка валли.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Эх, ҫапах та хӗрарӑмсене, ҫитӗннӗ ҫамрӑк хӗрсене, е хӗрарӑмӑн пӗтӗм чӗрине ӑнланса илме епле питех те хӗн!Ах, можно ли понять женщин, молодых девушек, словом, женское сердце!
VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Эпӗ сире каласа парӑп, эсир амӑшӗн чӗрине, унӑн кӑвакарнӑ ҫӳҫне ӗненӗр, — ӗнер ҫынсене вӗсем сирӗн валли те чӑнлӑх илсе пынӑшӑн суд турӗҫ!
XXIX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
«Эпӗ ӑна таҫта курнӑ?» — шухӑшласа илчӗ амӑшӗ, кӑкӑрти темле лайӑх мар тӗксӗм сисӗме пусарса, хӑйӗн чӗрине хуллен, анчах та ҫирӗппӗн сивӗпе пӑчӑртаса пыракан ытти туйӑмсене уҫӑмлӑ сӑмахпа палӑртма хӑймасӑр.
XXIX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
— Ырӑ чунӑмҫӑм! — терӗ амӑшӗ хуллен, хӗрхенӳ хӑйӗн чӗрине ҫунтарнине туйса.— Голубушка вы моя! — тихонько сказала мать, чувствуя, как сострадание жжет ей сердце.
XXVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Вӑл, хӑйӗн чӗрине уҫса пӑхасшӑн пулса, анчах унта пӗр-пӗр кивӗ япалана ҫӗнӗрен хускатасран хӑраса, хӑйне хӑй итлесе тӑчӗ.
XXVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ӑна вӑл хӑй, — ывӑлӗшӗн пӑлханса, хӑраса, унӑн ӳт-пӗвне упрасси ҫинчен шухӑшласа пурӑннӑ ҫын — халь текех ҫук пек, ун пек ҫын унран уйрӑлса таҫта инҫете кайнӑ пек, тен, вӑл вут-хӗмре пуҫӗпех ҫунса кайнӑ пек туйӑнчӗ, ҫакӑ вара унӑн чунне ҫӑмӑллатрӗ, тасатрӗ, чӗрине ҫӗнӗ вӑйпа ҫӗнетнӗ пек туйӑнчӗ.
XXVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Унӑн кӑкринче хастарлӑх ҫӗкленчӗ те, чӗрине тӗрлӗрен сӑн-питсемпе, шухӑшсемпе тултарса пычӗ, — кун пек пӑлханӑва амӑшӗ унччен те пӗлетчӗ.Знакомая ей волна бодрого возбуждения поднималась в груди, наполняя сердце образами и мыслями.
XXVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Хӑй мӗн кӗтни пулман пирки унӑн чӗрине кӳренӳ тулса ларчӗ те, ҫав туйӑм вара часах судьясене те суда курайман, вӗсенчен йӗрӗнекен тарӑху пулса тӑчӗ.
XXVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
— Часах ирӗклӗх ҫитет! — терӗ те амӑшне ҫав кулӑ, унӑн чӗрине ҫемҫен сӗртӗнсе, ачашланӑ пек пулчӗ.«Скоро свобода!» — говорила ей эта улыбка и точно гладила сердце матери мягкими прикосновениями.
XXVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.